Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫав Зиновея карчӑка — тата леш хӗрарӑмне те унпа пӗрлех — калаҫтарса пӑхасчӗ, — ан тив хайхискерсен леш антихристла ӗҫӗсем ҫинчен каласа паччӑр пулатчӗ…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Леш енче вара вӑл шыв патнех пырса тӑнӑ та Адуна: «Эпӗ леш енчи ҫырана тасатрӑм — ҫӳре; кунта вара эпӗ хуҫа, сана валли кута ҫул ҫук — пӑрӑнса кай!..» тесе калать пек туйӑнать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах темелле, куратӑп эп кунсерен яланах ку глав, леш ком, ку полит, леш просвет патнелле — халӑх учрежденисене саланать.
Ларса юлнӑскерсем // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 103–105 с.
Леш ашшӗ, хивре кӑмӑллӑ та кӑраскер, анчах ырӑ та тӳрӗ ҫын, леш чӗрӗ ашшӗ, пӗтӗм пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑракан, пур ҫӗрте те, пӗтӗм пурнӑҫа кӗрсе вырнаҫнӑ ашшӗ, — ҫак чӗлхесӗр, — чӗмсӗр выртакан «темскер» ӑшӗнче юлма пултарайман.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫутҫанталӑк выляса тӑрать, вӑрмансем витӗр курӑнаҫҫӗ, вӗсен леш енче тинӗспе ту хысакӗсем, тусемпе тинӗс леш енче — пӗлӗт.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Леш енчен, леш енчен пырса тыт! — кӑшкӑрнӑ салтаксем.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
«Акӑ вӑл, манӑн Вася!» — шухӑшланӑ вӑл, савӑнса та хумханса, леш Василе, хӑй тахҫан юратнӑ леш «хӗрлӗ ялав айӗнчи тракториста» ҫӗнӗрен палласа илсе.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ҫавӑнтах карета илчӗ те ун патне кайрӗ — анчах мӗншӗн-ха ку леш Дöнгоф пулмалла, тата мӗншӗн-ха, леш Дöнгоф пулсан та, Розелли ҫемйи ҫинчен мӗн те пулин пӗлтерме пултарнӑ-ха ӑна?
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Икӗ акр пысӑкӑш картишне вӗрлӗк карта тытнӑ; хӳме урлӑ каҫма тата хӗрарӑмсене лаша ҫине утланма меллӗ пултӑр тесе, хӳме ҫумне пӗрене пуҫӗсене пусма картлашки евӗр тӑратса тухнӑ, тӗрлӗ ҫӳллӗшлӗ пичкесене юнашар лартнӑ тейӗн, картишӗнче тӗллӗн-тӗллӗн имшер курӑк ӳсет, таптанса ҫаралнӑ кукша вырӑнсем ытларах, вӗсем кивелсе якалнӑ шлепкене аса илтереҫҫӗ; шуррисем пурӑнакан ҫурта саваласа якатнӑ пӗренесенчен тунӑ; пӗренесем хушшине тӑм е акшар шӗвекӗ сӗрсе ҫиелтен шуратнӑ, анчах вӗсене тахҫанах шуратнӑ пулмалла; кухньӑна якатман пӗренесенчен тунӑ, пӳртпе кухня хушшинче лупас ларать, кухня хыҫӗнче — пӗренерен тунӑ коптильня; ун леш енче — негрсем пурӑнакан виҫӗ лутра пӳрт; картишӗн пӗр хӗрринче, хӳме ҫумӗнчех, пӗр пӗчӗк пӳрт уйрӑммӑн ларать, тепӗр хӗррипе — тӗрлӗрен ӗҫ ҫурчӗсем; лаҫ патӗнче кӗл купи выртать, тата супӑнь пӗҫермелли пысӑк хуран ларать; кухня алӑкӗ умӗнче — сак, ун ҫинче шыв витрипе кавӑнран тунӑ савӑт лараҫҫӗ; кунтах, хӗвел питтинче, йытӑ ҫывӑрать; леререх — тата тепӗр йытӑ; картиш кӗтесӗнче — лапсӑркка виҫӗ йывӑҫ, хӳме ҫумӗнче — хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсем; хӳме леш енче — пахча-ҫимӗҫпе арбуз йӑранӗсем; тата леререх — ҫӗрмамӑк плантацийӗсем, вӗсен хӗрринче — вӑрман.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Нумайччен чуптуса тӑма унӑн вӑхӑт пулмарӗ, мӗншӗн тесен халӗ ӗнтӗ улӑхсен леш енче йывӑр снарядсем кӗрӗслетсе ҫурӑлнине, тусен леш енче пушар пулнипе пӗлӗте хӗрлӗ сӑн ҫапнисене пурте хӑйсен куҫӗсемпе хӑйсем курса, хӑйсен хӑлхисемпе хӑйсем илтсе тӑнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Леш те, леш те мар: лаши ҫук — ҫухалнӑ, шашки ҫук — хуҫӑлнӑ, папахи ҫук — ҫилпе вӗҫсе юлнӑ, хӑй аран-аран сулланкаласа тӑрать.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Нумай чуптуса тӑма унӑн вӑхӑчӗ пулмарӗ, мӗншӗн тесен ҫарансем леш енче йывӑррӑн кӗмсӗртетни илтӗнет, тусем леш енче пушар ҫутисем хӗрелни курӑнать…
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
— Леш… леш ӑҫта вара, изобретатель?
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Машинӑсем те, танксем те, бронетранспортёрсем те, леш хаяррӑн йӑлтӑртатакан пенсне тӑхӑнса янӑ эсэсовец та, леш чӗрӗ сыснана ҫыхса пӑрахнӑ лав ҫинче ларса пыракан нимӗҫсем те, пӗр сӑмахпа каласан, ҫак нимӗҫсем пурте — чыхӑнса апатланакан, кӑшкӑрса ҫуйӑхакан, таврари вӑрмансене вараласа пӗтернӗ нимӗҫсем, ҫак Гиллесем, Мюлленкампсем, Гаргайссем пурте, ҫак карьеристсемпе асаплантаракансем, ҫакса тата персе вӗлерекенсем пурте — вӑрманти ҫулсем тӑрӑх тӳрех хӑйсен вилӗмӗ патне ҫывхарса пыраҫҫӗ, вилӗм хӑйӗн тавӑракан аллине ҫак пӗтӗм вунпилӗк пин пуҫ ҫине антарма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Леш броневиксемпе тата самоходкӑпа килнӗ нимӗҫсем кунта ҫур сехет чухлӗ ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗҫ, унтан каялла ҫаврӑнчӗҫ те ҫырма леш енне — хӑйсеннисем патне каҫса кайрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Дерунов хӑйӗн ҫинҫе те час туякан пӳрнисемпе стенан ҫӗр ҫумӗнчи юри кӗрсе тухма хӑварнӑ чулне сыхланкаласа кӑларса илчӗ те, шӑтӑк витӗр хунарпа ҫутатса, леш енчи ҫӗре хыпаласа пӑхрӗ, унтан хӑй те леш енне упаленсе тухса кайрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Авӑ леш тӗп шӑтӑк патӗнчи нимӗҫ кутӑн ҫаврӑнса леш еннелле кайсанах, эпир Тольӑпа кунтан тухатпӑр та.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ав, леш тусем хушшинче, — тавӑрчӗ лазутчик, Терек леш енне кӑвакпа, тӗтреллӗ хушӑкалла кӑтартса.— Вон в тех горах, — отвечал лазутчик, указывая за Терек, в голубоватое туманное ущелье.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Юлташӗсем енне ҫаврӑнса, вӑл хӑш ура камӑн иккенне уйӑрса илчӗ; анчах сасартӑк ӑна Терек леш енче темӗн шӑмпӑртатнӑ пек илтӗнсе кайрӗ, вара вӑл уйӑхӑн тепӗр май ҫаврӑннӑ ҫурли айӗнче ҫутӑлса килекен тусен хӗррисене, леш енчи ҫыран йӗрӗ ҫине, Терек ҫине тата ун тарӑх халь уҫҫӑнах курӑнса юхакан туратлӑ пӗренесем ҫине тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.