Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ав леш Хамбаров арманӗн леш енчи кивӗ шыв арманӗнче пурӑнать, тесе пӗлтер.Скажи, что я вон в той заброшенной водяной мельнице, что стоит за Хамбаревой мельницей.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑ ӑна кӑштах хирӗҫ калама пулӑшнӑ; вӑл кама та пулин питӗ хытӑ питлеме тытӑнсан, леш ӑна: «Ара, пӗртте ӗненмелле мар-ҫке, — туртатӑн вӗт эсӗ» тенӗ, — ун чухне Рахметов тата ытларах питлеме тытӑннӑ, анчах та вӑл халӗ ҫурри ытла ӗнтӗ хӑйне ятланӑ, леш ҫынна вара ҫапах та сахалтарах лекнӗ, апла пулин те Рахметов ӑна йӑлтах манса хӑварман.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем инҫех те мар, Куликово уйӗн леш енче, пӗлӗтпе ҫӗр хушшинче пыракан сӗт тӗслӗ тӗтӗм пек юр пӗлӗчӗн леш енче пулса иртнӗ.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫырма леш ен шыв ҫулӗн территорийӗнчи пурӑнмалли ҫуртсем, Етӗрне ҫулӗ – Университет урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Ҫырма леш ен урам енне кӗмелли вырӑна ҫитиччен.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Нахимов адмирал, Ушаков адмирал, Павлов академик, Богдан Хмельницкий, Васнецов, Ватутин, Дзержинский – мӑшӑр мар ен 23 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен, Жуковский, Юхан шыв леш енчи,Юхан шыв леш енчи 2-мӗш, Инкубатор, Интернационал, Карл Маркс – мӑшӑр енри ҫуртсем, Кольцов, Коммуналлӑ Слапата, Коммуналлӑ Слапата 2-мӗш, Коопераци – мӑшӑр мар ен 5 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен, мӑшӑр ен 8 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен, Короленко, Котовский, Кочубей, Кулибин, Кутузов, Ленинград – мӑшӑр ен 28 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен, мӑшӑр мар ен 31 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен, Мартӑн 8-мӗшӗ, Осоавиахим, П.В. Дементьев, Павлик Морозов, Париж Коммуни, Петр Алексеев, Суворов полководец, Попов, Сӑкӑт шывӗн сылтӑм ҫыранӗ, Пугачев, Репин, Салтыков-Щедрин, Серафимович, Сеченов, Хӗвеллӗ, Степан Разин, Суриков, Усадски, Усадски 2-мӗш, Федотов художник, Циолковский, Чехов, Щорс, Юлиус Фучик, Улмуҫҫиллӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ; 25. вӑл вӑтӑр ҫулпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.И он был в славе у тех троих храбрых; 25. он был знатнее тридцати, но с тремя не равнялся,
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ; вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 21. вӑлах тата Египетӑн пӗр паллӑ ҫыннине вӗлернӗ; Египет ҫыннин аллинче сӑнӑ пулнӑ, Ванея ӑна хирӗҫ патакпа ҫеҫ тухнӑ, Египет ҫыннин аллинчен сӑннине туртса илнӗ те ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ: 22. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ; ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ; 23. вӑл вӑтӑр ҫарпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак ӳкӗт — эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калани — саншӑн ӑнланайми япала мар, аякра тӑраканскер те мар; 12. вӑл тӳпере мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тӳпене улӑхинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук; 13. вӑл тинӗс леш енче те мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тинӗс леш енне кайинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук; 14. ҫак сӑмах сан ҫывӑхунтах: ӑна пурӑнӑҫласа тӑмашкӑн вӑл сан чӗлхӳ-ҫӑварунтах, санӑн чӗрӳнтех.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мана сирӗншӗн ҫилленчӗ те, эпӗ Иордан леш енне каҫаймасса, эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана еткерлӗхе паракан ырӑ ҫӗре ҫитеймессе тупа туса каларӗ; 22. эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчех, Иордан леш енне каҫаймасӑрах, вилӗп, эсир вара унта каҫса ҫав ырӑ ҫӗре хӑвӑр аллӑра илетӗр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Анне, леш шӑши ку.
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
«А леш ҫурт хыҫӗпе магазин еннелле ҫаврӑнма та пулать-иҫ», — мӗлтлетсе илчӗ унӑн пуҫӗнче.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ав ҫав ҫурт леш енче пӗр чипер майра кӗленчесем пуҫтарса тӑрать.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
— Ют ҫӗршыв укҫи ҫӳлти пуҫлӑхсене кирлӗ, вӗсем ӑна чикӗ леш енне ӑсатаҫҫӗ, ҫавӑнпах пулӗ ҫӗршыври ҫур халӑх ытла ҫуклӑхра пурӑнать.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Укҫа пухнин усси пулман, хӑв ас тӑватӑн, леш Гайдар пӗтӗм халӑха ҫаратрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Эс пӗлекен пуян ҫынсем халӑхран ҫаратнӑ капитала чикӗ леш енне илсе кайса телейлӗрех пулӗҫ тетӗн-им?
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Сан шайри банкирсем пурте пуян ҫынсем, чикӗ леш енне, Швейцари банкӗсене укҫа хываҫҫӗ, тата куҫми пурлӑхӗсене.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.