Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекӗ (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атту эпӗ сире булкине пӗтӗмпех паратӑп — вара пурнӑҫӑрпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашма лекӗ.

Иначе я вам предложу целую, чтобы вы с жизнью совсем распростились.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Кольхаун халӗ чӑн-чӑнах тыткӑна лекнӗ ҫын пек, вӑл тарма хӑтланса пӑхсанах, ҫурӑмӗнчен пуля пырса лекӗ.

Кольхаун сейчас, как настоящий пленник, если он попытается скрыться, то получит пулю в спину.

ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эй, Билл Грифин, эсӗ ункӑна кӑшт та пулин туртса хытарсанах, сан хырӑмна пилюля пырса лекӗ.

Эй, Билл Грифин, если ты затянешь хоть чуточку петлю, то получишь пилюлю прямо в живот, и вряд ли ты ее переваришь!

LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ватта сулӑннӑ таки те ҫавӑн чухне хурана лекӗ.

Начавший стареть баран тогда же попадет в котел.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Аванах лекӗ хура ҫӑхана.

Всыпят, как пойдут в бои, по число по первое.

Лайӑх // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 17–24 с.

— Васкас пулать, — терӗ Крылов, — унсӑрӑн вӑрмантах ҫӗр каҫма лекӗ тата.

— Надо торопиться, — сказал Крылов, а то как бы нам не пришлось ночевать в лесу.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Ну, эпӗ те юлас темерӗм, тен мана та мӗн те пулин лекӗ, терӗм.

Ну, и я решил не отставать, — может, и мне что перепадет.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Вӑл та пысӑк хӑрушлӑха лекӗ.

— И ему также, предстоят весьма серьезные опасности.

IX. Такам ҫӑлӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах вӑл хут унта мӗнле лекӗ?

А вот как бумажка попадет туда?

XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тен, акӑ, вӑл вилмӗ те, мужиксен сенӗкӗ тӑрне, е большевиксем патне плена лекӗ?

Может, он сейчас умрет, попадет на мужицкие вилы, или попадет в плен к большевикам?

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Калавӗ вӑрӑма та кайӗ, пит савӑнӑҫлах та пулмӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӑна итлемешкӗн малтанах чӑтӑмлӑх хатӗрлесе хума лекӗ.

Рассказ будет длинен и не шибко весел, так что вам не худо загодя обзавестись терпением.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ан манӑр: хӑвӑр именине мӗн чухлӗ хаклӑрах сутатӑр, сире иксӗре тата сирӗн ачӑрсене ҫавӑн чухлӗ ытларах лекӗ.

Не забудьте: чем вы дороже продадите имение, тем больше останется вам обоим — и вашим детям.

XXXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Иккӗленме пӑхчӑр ӗнтӗ пирӗн пирки — тӳрех ҫӑварӗсене хупма лекӗ.

Пускай теперь вздумают нас подозревать — это им заткнет рты.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кай хӑв ҫулупа, ҫӑвар уҫсанах — пуля лекӗ.

Крой, откуда пришел, а пикнешь — пуля в глотку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ман пирки сире лекӗ.

Вам же и попадет за меня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сана та лекӗ тата манпа ҫыхланнӑшӑн.

А то и тебе попадёт: зачем со мной связался?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вӑхӑта сая ярар мар, тухар урама, сиртен начасра аш купи тӑвӑпӑр, хӳхӗм хӗр те пире пӗр тӳлевсӗр лекӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Такӑнтаракан пулсан ҫав патакпа ҫурӑм тӑрӑх лекӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Тӑхта айван, тен ҫавӑн пекки те килсе лекӗ.

— Обожди, глупая, может, и такой попадётся.

Хӑраса вӑранни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Тен, бомбёжка айӗнче кӑна мар, артиллери пенӗ хушӑра та ӗҫлеме лекӗ.

А работать, может быть, придется не только под бомбежкой — и под артиллерийским обстрелом.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех