Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Вӑл вара кимӗ ҫине ларса каялла каҫнӑ та Хӑй хулине таврӑннӑ.1. Тогда Он, войдя в лодку, переправился обратно и прибыл в Свой город.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ тилҫе ернӗ ҫын ҫывӑхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тенӗ.2. И вот подошел прокаженный и, кланяясь Ему, сказал: Господи! если хочешь, можешь меня очистить.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Апла тӑр та апат ларса ҫи — пире, кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне пӑрахса хӑварнӑ пек, усал кашкӑрсен аллине пӑрахса ан хӑвар, терӗ.18. Итак встань и вкуси хлеба, и не оставляй нас, как пастырь своего стада, в руках лукавых волков.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫынсем, пурте пӗр кӑмӑллӑ пулса, виҫӗ кун хушши йӗрсе, типӗ тытса, чӗркуҫленсе ларса Ҫӳлхуҫана — хӗрхенекен Ҫӳлхуҫана — пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ; вара Иуда вӗсене ырланӑ, хатӗрленсе тӑма хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл кӑрал тытнӑ ҫынсемпеле мул управӑшне кӗрсессӗн, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пур вӑя та Тытса Тӑракан, хӑватлӑ паллӑ кӑтартнӑ, Илиодорпа пӗрле кӗме хӑйнисем Турӑ хӑватӗнчен хӑранипе хавшанса сехӗрленсех ӳкнӗ: 25. вӗсене ӗнтӗ хӑрушӑ юланутҫӑ утланнӑ урхамах, илемлӗ вителӗкпе витнӗскер, курӑннӑ: вирхӗнсе пырса, вӑл Илиодора малти чӗрнипе амантса хӑварнӑ, ун ҫинче ларса пыраканни вара ылтӑн кӑрал тытнӑ пек курӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Трифон ҫавӑн чухне карап ҫине ларса Орфосиада хулине тарнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑн хыҫҫӑн Александр вара Египет патши Птоломей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 52. «эпӗ хамӑн патшалӑхӑм ҫӗрне таврӑнтӑм, аттемсенӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса патшалӑхӑма хамӑн аллӑма илтӗм, Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, хамӑр ҫӗршыва тытса тӑраканӗ пултӑм. 53. Эпӗ Димитрийпе вӑрҫӑ пуҫларӑм та, эпир ӑна хӑйне те пӗтертӗмӗр, унӑн ҫарне те ҫапса салатрӑмӑр, вара эпир ун патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑмӑр. 54. Ӗнтӗ иксӗмӗр хамӑр хушӑра туслӑ пурӑнма килӗшӳ тӑвар та, эсӗ мана хӑвӑн хӗрне качча пар, эпӗ санӑн кӗрӗвӳ пулӑп, сана хӑвна та, хӗрне те хӑвна тивӗҫлӗ парнесем парӑп» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иуда унӑн ҫарне пӑхса килме ҫынсем янӑ, лешӗсем вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: вӗсем патне хамӑр таврари пур суя тӗнлӗ халӑх та пухӑннӑ — ҫапла питех те йышлӑ ҫар чӑмӑртаннӑ, 39. тата вӗсем хӑйсене пулӑшма Арави ҫыннисене тара тытса юхӑм шыв леш енне тапӑрӑн ларса тухнӑ, сана хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑраҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ӗнтӗ пысӑк хӑрушлӑх ҫитнине, тӑшман ҫарӗсем вӗсен ҫӗрӗ ҫинчех тапӑрӑн ларса тухнине курнӑ; патша халӑха пӗтерсе тӗп тума хушнине те пӗлнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Турӑ Ҫуртне туса лартӗ те чап илӗ, Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса пуҫ пулса тӑрӗ; Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларса Вӑл священник та пулӗ, пӗринпе тепӗри хушшинче вара канӑҫлӑх килӗшӗвӗ тӑрӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Эсӗ тӗпсӗр вырӑнсене куратӑн, Херувимсем ҫинче ларса ҫӳретӗн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.54. Благословен Ты, видящий бездны, восседающий на Херувимах, и прехвальный и превозносимый во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӗтӗм Турӑ Ҫурчӗ тавра ларса тухнӑ пӳлӗмсен хушши ҫирӗм чике.10. И между комнатами расстояние двадцать локтей кругом всего храма.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан Турӑ Ҫурчӗн стенине виҫрӗ: унӑн хулӑнӑшӗ ултӑ чике пулчӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫӗ енне ларса тухнӑ айккинчи пӳлӗмсен сарлакӑшӗ тӑватӑ чике пулчӗ.5. И намерил в стене храма шесть локтей, а ширины в боковых комнатах, кругом храма, по четыре локтя.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав кун Ман патӑмран хыпарҫӑсем, карапсем ҫине ларса, ним шухӑшсӑр пурӑнакан эфиопсене хӑратма кайӗҫ, вара унта сехӗрленӳ Египет кунӗнче сарӑлнӑ пекех сарӑлӗ; акӑ вӑл ҫитет ӗнтӗ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсен ҫуртӗнче вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫине тусан ларса тулать, вара вӗсене шӑла-шӑла тасатаҫҫӗ.12. Обтирают лице их от пыли в капище, которой на них очень много.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн чӗрине ҫавӑ ларса юлман-и?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра ҫапла пулнӑ: патша йӑхӗнчен тухнӑ Исмаил — Елисам ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлӗ — тата патша улпучӗсемпе тепӗр вунӑ ҫын Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифӑна пынӑ, унта, Массифӑра, пурте пӗрле ларса апат-ҫимӗҫ ҫинӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.