Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑххи сăмах пирĕн базăра пур.
лайӑххи (тĕпĕ: лайӑххи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ, хаклӑ юлташсем, ял Совет председателӗ пулнӑ май, авторитетлӑнах калатӑп: Сталин юлташ ятне панинчен лайӑххи пулма та пултараймасть.

— Я, дорогие товарищи, будучи председателем сельского Совета, авторитетно заявляю: нет ничего лучше, чем дать имя товарища Сталина.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара вӑл мана хӑш пулӑ мӗнлине, вӗсен йӑлине — ӑҫта, хӑҫан тата мӗнле вӗсене тытма лайӑххи ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

— И он стал рассказывать мне всё, что знал о привычках тех и других рыб, — где, когда и как успешнее ловить их.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ҫав хӗртен лайӑххи пирӗн никам та ҫукчӗ, унсӑр пуҫне пире — подвалта пурӑнакансене — никам та асӑрхамастчӗ.

Лучше ее — никого не было у нас, и никто, кроме нее, не обращал внимания на нас, живших в подвале,никто, хотя в доме обитали десятки людей.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Тӗрӗсне ҫырнӑ — ҫавӑ лайӑххи унта!

И верно — вот что хорошо!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Гайкӑран лайӑххи тупаймастӑн та.

Лучше гайки и не найтить…

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

— Мӗн лайӑххи ӗнтӗ! — шикленнӗн, ҫӳҫенсе хирӗҫ тавӑрчӗ Гаврила.

— Какой уж смак! — робко и вздрагивая ответил Гаврила.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Мӗн пур-ха кунта лайӑххи?

Много в этом смаку?

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Асатте калать, ку сайра-пӗрре тӗл пулакан йышши, чи лайӑххи тет.

— Дедушка говорит, это редкий сорт, ему цены нет.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗн юрланине калама та хӗн: вӑл урӑхран шкула ҫӳремелле марри, шыва кӗмелли, ҫырла-кӑмпа пухмалли тата ытти ҫӗрте пӗр тӗслӗ ҫуллахи савӑнӑҫсем ҫитни ҫинчен, пӗлме ҫук, ешӗл ҫеремпе ҫаруран утма, уй-хирпе ҫарана сӑнаса пыма, хурт-кӑпшанкӑсем сӗрленине итлеме ҫав тери лайӑххи ҫинчен юрлать-и тен.

Трудно сказать, что это была за песня: может быть, о том, что не надо больше ходить в школу, что впереди лето с купанием, ягодами, грибами и другими радостями, или просто о том, как приятно шагать босыми ногами по траве, видеть поле, луг, слушать, как гудят пчелы.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пирӗн шкул чи лайӑххи», — вуларӗ Санька.

«Наша школа самая хорошая», — прочел Санька.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йышӑн мана пӗтӗмпех, манра мӗн лайӑххи пур — ҫавна юрат.

Возьми меня, как я есть, люби во мне, что есть хорошего.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

, «Надежда Кириллова пурнӑҫӗнчи виҫӗ «А», «Япӑх ҫырас килмест, лайӑххи вара пулмасть», «Ҫав тери интереслӗ — пурте экзамен тытатпӑр», «Хӑйне уйрӑм тӗнчере», «Театр шурлӑх ҫеҫ мар, океан та…» калаҫусенче (интервьюсенче), грантсем илме тӑратнӑ проектсенче, хаҫат-журналта тухнӑ статьясенче, сӑвӑ каҫӗсене хакланисенче артисткӑн пурнӑҫӗ, академи театрӗпе поэзи театрӗн хутшӑнӑвӗ, илеме, тивӗҫе, тӗллеве, пурнӑҫа мӗнле ӑнланни аван курӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Сиреньсем тӗксӗмленчӗҫ, — шухӑшларӗ Обломов, ҫакӑнса тӑракан сирень ҫеҫкисем ҫине пӑхса, — ӗнерхи кун тӗксӗмленчӗ, ҫыру та тӗксӗмленчӗ, ман пурнӑҫри чи лайӑх самант, ман чӗрере мӗн лайӑххи пуррине ҫӳлти сасӑ пек хӗрарӑм каланӑ самант, вӑл та пулин тӗксӗмленчӗ!..»

Сирени поблекли, — думал он, глядя на висящие сирени, — вчера поблекло, письмо тоже поблекло, и этот миг, лучший в моей жизни, когда женщина в первый раз сказала мне, как голос с неба, что есть во мне хорошего, и он поблек!..»

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ыран вара, ыран урӑххи, тен, ҫавӑн пекех лайӑххи янӑраса тарӗ, анчах ҫапах та урӑххи пулӗ…

А завтра, завтра блеснет уже другое, может быть, такое же прекрасное, но все-таки другое…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Мӗншӗн-ха вӑл ман ҫине ӗнер ҫав териех тинкерсе пӑхрӗ? — шухӑшларӗ Обломов — Андей ӑна чӑлхасемпе кӗпе ҫинчен каламан-ха тесе, турра асӑнать, хӑй манпа туслӑ пулни ҫинчен, эпир мӗнле ӳсни, вӗренни ҫинчен, пирӗн пурнӑҫра мӗн лайӑххи пулнӑ, ҫавсем ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартнӑ, ҫав хушӑрах (акӑ ҫакна та каласа панӑ), Обломов мӗнле телейсӗр, ҫынсем ҫителӗксӗр пулӑшнипе унӑн мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗ тӗп пулнине, пурнӑҫӗ епле япӑх иртсе пынине тата…»

«Что это она вчера смотрела так пристально на меня? — думал Обломов. — Андрей божится, что о чулках и о рубашке еще не говорил, а говорил о дружбе своей ко мне, о том, как мы росли, учились, — все, что было хорошего, и между тем (и это рассказал), как несчастлив Обломов, как гибнет все доброе от недостатка участия, деятельности, как слабо мерцает жизнь и как…»

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗслӗхрен, вӑл Обломов кучерне повартан, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Варварӑна лешсенчен иккӗшӗнчен те ытларах юратать, Илья Ильича вӗсенчен пуринчен сахалтарах юратать; апла пулин те, уншӑн Обломов килӗнчи повар тӗнчери поварсенчен пуринчен те чи лайӑххи, Илья Ильич — мӗн-пур помещиксенчен чи ырри.

Например, обломовского кучера он любил больше, нежели повара, скотницу Варвару больше их обоих, а Илью Ильича меньше их всех; но все-таки обломовский повар для него был лучше и выше всех других поваров в мире, а Илья Ильич выше всех помещиков.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Чикӗ леш енче туни — чи лайӑххи, чи тӗрӗсси» текен шухӑша вӑл нихӑҫан та кӑмӑлламан, карап инженерӗсене хӑйсен ӑсӗпе пурӑнма вӗрентнӗ.

Протестует против имеющейся привычки «считать все, что носит заграничный штамп, за непреложную истину», а учит корабельных инженеров жить своим умом.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Лайӑххи нихӑҫан та манӑҫа тухмасть.

Хорошее не предается забвению.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ку меслет Ярмолӑшӑн чи лайӑххи те чи вырӑнли пулчӗ, мӗншӗн тесен иккӗмӗш уйӑх вӗҫленнӗ тӗле эпир хушамата ҫырма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр тесен те юрамалла.

К моему великому удивлению, этот способ оказался наиболее доступным Ярмоле, так что к концу второго месяца мы уже почти осилили фамилию.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Маншӑн пулсан, чи лайӑххи — кино.

— По мне, так кино лучше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех