Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сентре ҫинче кашниннех кӳлмелли хатӗрсем, вӗсен ҫинчи тимӗрсем ылтӑн пек ялкӑшаҫҫӗ.У каждого на полке своя сбруечка, а на ней медяшки светятся, что золото.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сунарҫӑ вара сарайран ҫӑмӑл нартӑпа кӳлмелли хатӗрсене илсе тухрӗ те хӑйӗн йыттисене ура ҫине тӑратрӗ.И охотник достал из сарая легкую нарту и упряжь и поставил собак своих на ноги.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл нартӑна кӳлмелли хаяр йытӑсем ҫинчен, лайкӑсем ҫинчен, каласа пама пултарнӑ пулӗччӗ, Австралири динго йытӑ ҫинчен вара вӑл пачах илтмен.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кӳлмелли пӗтӗм хатӗрӗсемпе пӗрле Аргентинӑн ҫичӗ пӗчӗк лашишӗн, ҫӗр кӗрепенке типӗтнӗ какайшӑн, темиҫе виҫе рис кӗрпишӗн тата шыв илмелли сӑран михӗсемшӗн малтан индеецсем эрех те ром илесшӗн пулчӗҫ, вара ҫирӗм унций ылтӑнпа килӗшрӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ут кӳлмелли хатӗрсене пӑсаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Прохор спирт илсе килчӗ, таҫтан пар лаша кӳлмелли хӑлтӑр-халтӑр урапа тупса таврӑнчӗ, утсене кӳлсе тӑратрӗ те, пӳлӗме кӗрсе, салхуллӑн тӑрӑхласа пӗлтерчӗ:
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапах та вӑл ҫав каҫхинех, ҫӗрле, чӗрнисене кӑкӗ таран хӑйпӑтса, сарай ҫи виттине тӑпӑлтарса антарать те, лава кӳлмелли ут таврашӗсене асӑнмалӑх илсе, ҫӗр хутах тухса тарать.А ночью, изломав до корней ногти, продрал крышу сарая и бежал, захватив на память обозную упряжь.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Виҫҫӗмӗш кунне Сергей Платоновича утсене ӑмӑртса чуптарнӑ чух кӳлмелли урапана — дрожкӑна тимӗр-кӑвак ӑйӑрне кӳлсе пачӗҫ те, вӑл, хӑйне хирӗҫ пулакан казаксене чыслӑн та мӑнкӑмӑллӑн пуҫ тайса, станицӑна вӗҫтерчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ялан пекех малти ҫунасем ҫинче, шӑпах каччӑпа хӗрӗн пуҫӗсем ҫинче, ялав вӗлкӗшсе пырать, лашисене тем-тем тӗслӗ лентӑсемпе илемлетнинчен тӗлӗнсех каятӑн: кӳлмелли хатӗрсене пӗтӗмпех алпа тунӑ хут чечексемпе илемлетнӗ, вӑрӑм ҫӳҫ пек ҫилхене ултӑ рет лента явса хунӑ; хут купӑспа юрлани, ташлани каҫчен те лӑпланман.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа ӑна вырса тӑкнӑ ҫӗр гектар тулӑ илемлӗ е илемсӗр выртни мар, вырнин пахалӑхӗ мӗнле пулни ытларах хумхантарнӑ: вырмасӑр хӑварнӑ вырӑнсем ҫук-и, улӑм ҫине тата хӑмӑл ӑшне пучахсем ӳксе юлман-и, ҫӗмелсене лайӑх купаланӑ-и, тырра вырса пухнӑ хыҫҫӑн хӑмӑла лаша кӳлмелли кӗреплесемпе туранӑ-и?
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Метеессӗрех пурнатпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн кӳлмелли выльӑхсем хамӑрӑн пур, пирӗн халӑх та ӗҫлеме юратаканскер, пар кӑна ӑна…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗтӗм ӗҫе кӳлмелли выльӑхсемпе те алӑсемпе тӑватпӑр…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хальччен эпӗ ҫӳреме икӗ лаша тытаттӑмччӗ, вӗсене, хӑяматсене, ӗҫтер, ҫитер, пӑхас пулать вӗсене, кӳлмелли хатӗрсене юсас пулать…То я гонял пару коней, их, окаянных, пои, корми, за ними смотри, сбрую чини…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Килкарти варринче икӗ вӑрӑм урапа ларать, икӗ сӑрӑ вӑкӑр, шӑрӑхпа аптраса, хӑйсен кӳлмелли сӳсменсен умӗнчех выртаҫҫӗ: выҫӑпа хаярланнӑ шӑнасем вӗсене канӑҫ памаҫҫӗ: сӑмса шӑтӑкӗсене кӗре-кӗре каяҫҫӗ, куҫҫулпе йӗпеннӗ куҫсем ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа хӗвӗшеҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев акӑ мӗншӗн савӑнать: кӑҫал та кӗҫ-вӗҫех акӑ ҫеҫенхир тӗрлӗ сасӑпа кӗрлеме-шавлама пуҫлать, ҫак ҫулсем тӑрӑх, шыв ҫулӗсем ҫинчи пек, элеваторсенелле тырӑ куҫма тытӑнать, урапа кустӑрмисене йывӑррӑн латӑртаттарса, лавсем кайма пуҫлаҫҫӗ, сарӑ тырӑ тиенӗ тусанлӑ грузовиксем чупса иртеҫҫӗ; вӑл тата акӑ мӗншӗн салху та кӑштах шикленерех панӑ: ҫак кунсенче вӑхӑт темшӗн яланах хӑвӑрт иртнипе ӑна хӑваласа ҫитме те йывӑр, — пӗр колхозӗнче йӗтемсем кайса хатӗрлеме ӗлкӗреймен, тепринче — тырӑ кӗртмелли хуралтӑсене юсас ӗҫе кая хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — урапасемпе лаша кӳлмелли ытти хатӗрсене хатӗрлесе ҫитермен.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем иккӗшӗ пар лаша кӳлмелли урапапа Алексеевна пӳрчӗ патне ҫитсе тӑчӗҫ.Через полчаса они вдвоем подъехали ко двору Алексеевны на пароконной подводе.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кашни станока хирӗҫ, йывӑҫ йӑрхахсем ҫине, сӳсмен, кутлӑх е пичеве кӳлмелли чӗн вӗренсем ҫакса хунӑ.Против каждого станка, на деревянных рашках, висят хомут, шлея или постромки.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Каллех ӗлӗкхилле, камӑн кӳлмелли пур, ҫаплах плуг хыҫҫӑн ҫӳре.Опять за старое, ходи за плугом, у кого есть что в плуг запрягать.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ял Совечӗн анлӑ картишӗнче пар лаша кӳлмелли пушӑ ҫуна ларать.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лашасен ячӗсене ватӑ-ҫамрӑк, арлӑхпа ӑратлӑх тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпех шута илсе тухаҫҫӗ, ҫилхисене, ура чӗрнисене, кӳлмелли таврашсене астуса пӑхаҫҫӗ.Перебрали все возрасты, полы и породы лошадей, вспомнили гриву, копыта, сбрую…
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.