Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӳ сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтӳ (тĕпĕ: кӗтӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йыттисем инҫетре мар, вӗсем кӗтӳ пӑхатчӗҫ пулмалла.

Собаки, вероятно, были неподалеку, при стаде.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйӗнчен ҫӗр утӑмран ытла та мар — сурӑх кӗтӳ кӗртмелли вырӑн пур, унта ҫӑкӑр та нумай, чӑкӑчӗ те, сӗчӗ те, тӑпӑрчи те тем чухлех…

А в сотне шагов от него стояла хижина, в которой было много хлеба, брынзы, молока, творога…

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем тӑватшар ретпе пыратчӗҫ; виҫ ялавӗ пысӑк, пӗчӗк ялавӗсем ҫирӗмрен те ытла — шурӑ та хӗрлӗ, симӗс тата тем тӗсли те курӑна-курӑна кайрӗ — пурте ҫак кӗтӳ ҫийӗн вӗлкелеҫҫӗ.

Турки шли по четыре в ряд; три больших знамени и десятка два маленьких флажков — белых, красных, зеленых и других цветов — развевались над колонной.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак пӗтӗм кӗтӳ тӳрех вӗсем патне пырса кӗресшӗн-ҫке…

Ведь вся эта орава прямо на них прет…

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхавҫӑсем халь ҫапӑҫӑва кӗричченех арканма ӗлкӗрнӗ ҫар пек, тискер кайӑксен ункине ҫакланнӑ кӗтӳ пек туйрӗҫ хӑйсене, хӑш-пӗрисем кӑна хӑйсене тыткалама пултарчӗҫ-ха, пӑлхав ӑнӑҫасса шанакансен шучӗ вара вӗсенчен те сахал.

Бунтовщики уже походили на разбитую армию, побежденную еще до сражения, на трепещущее стадо серн, загнанных в какой-то безысходный тупик и чующих рев приближающихся хищников.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӑх, хӑраса ӳкнӗ кӗтӳ пек, ӑҫталла куҫ курнӑ — ҫавӑнталла сӗкӗнет, пурте пытанасшӑн.

Люди, как перепуганное стадо, бросились бежать кто куда, не зная, где скрыться.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тек кӗтӳ майлӑ йӑваш пулар мар, Каррӑн тӑрса тӑшмана аркатар.

Встань же, дружина, пред ворогом черным, Больше не будем мы стадом покорным!

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Калчо пичче! — кӑшкӑрса пӗлтерчӗ кӗтӳ ачи.

— Дядя Калчо! — крикнул подпасок.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко бай хӑй, унӑн ватӑ амӑшӗпе арӑмӗ, вӗсемпе пӗрле тата пӗр кӗтӳ ача-пӑча, пысӑккинчен пуҫласа пӗчӗккине ҫити, пурте аллисене ҫӗҫӗ те сенӗҫке тытса ҫӑвар тулли ватаҫҫӗ, апатланаҫҫӗ.

Вместе с дядюшкой Марко, его старухой матерью и женой за столом сидела целая стайка детей, больших и маленьких; вооруженные ножами и вилками, они мгновенно опустошали все, что появлялось на столе,

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тунтикун шурӑмпуҫ килсен хуторти ватӑ кӗтӳҫ Агей мучи кӗтӳ кӗтнӗ ҫӗртех вилсе кайнӑ.

В понедельник на заре умер на выгоне давнишний хуторской пастух дед Агей.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, юрать-ха, кӗтӳ патне ҫитрӗм, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхатӑп, курса тӑранма ҫук вӗт!

— Ну хорошо, прибыл я к табуну, гляжу вокруг себя, и глаза не нарадуются!

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Колхоз правленин курӑк пусса илнӗ картишӗнче хутор хыҫӗнчи кӗтӳ кӑлармалли вырӑнти пекех шӑп.

На затравевшем дворе колхозного правления было тихо, как на выгоне за хутором.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юланутсем кӗтӳ хӑвалакан тӑваткалта курӑнса кайрӗҫ.

На выгоне показались всадники.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпах леш хура сухаллӑ тӗреклӗ казак, кӗтӳ ҫӳретнӗ вырӑнта Банник табак турттарни, урапа ҫине улӑхса тӳрленсе тӑчӗ тепӗр пилӗк минута яхӑн тарӑхсах усал сӑмахсем каласа вӑрҫрӗ, унтан хыттӑн кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Тот самый чернобородый казачина, которого на выгоне угощал Банник табаком, стал на бричке во весь рост, минут пять яростно матерился, а уж потом начал выкрикивать:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав выльӑхсене хирте инҫетри вар-ҫырмасенче ҫитерсе ҫӳренӗ, пысӑккисем килте ҫукки ҫын куҫне ан курӑнтӑр тесе, кӗтӳ кӗтме унта ачасене янӑ.

Скот угнали в степь, к дальним логам, а чтобы отсутствие взрослых не бросалось в глаза, пастухами послали подростков.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах кӗтесрен пӑрӑнса кӗрсен, ял Совечӗ патӗнче вӑл ярмӑркӑри пекех ҫав тери пысӑк кӗтӳ — вӑкӑрсем, лашасем, сурӑхсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ.

Но около Совета увидел он, свернув за угол, огромную, как на ярмарке, толпу, быков, лошадей, овец.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫамрӑках мар казак, ӳчӗ кӑвакаричченех хырӑнса якалнӑскер, ахӑлтатса кулса, пӗр кӗтӳ хӗре вӑрӑм аллисемпе ыталаса илчӗ те пурне те стена ҫумнелле хупӑрласа пычӗ.

Немолодой, выбритый досиза казак, хохоча, обхватил длинными руками целый табун девок, прижал их к стене.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пуҫне ҫавӑрнӑ ҫав ҫӗлен! — тет вӑл карчӑксем умӗнче, вӗсемпе кӗтӳ хӑваланӑ чух тӗл пулсан е каҫ пуласпа хӑйӗн килкарти умӗнче халапланса ларнӑ вӑхӑтсенче.

— Приворожила его энта змеюка! — говорила она старухам, встречаясь на прогоне либо сидя перед вечером возле своего база.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пырас темӗн-и эсӗ ман пата, ман кӗтӳ ҫӳрекен ҫӗре?

Не придешь ли ты ко мне, на мое пастбище?

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӗтӳ пек ушкӑнӑн ҫилли ҫумне ӗнтӗ курайманлӑх хутшӑнать, вӑл — ҫын ҫине хапсӑнса пӑхнӑ чух хӑвӑрттӑн шӑтса ешерекен курайманлӑх.

Теперь к раздражению толпы примешивается враждебность, которая всегда пышно растет на плодородной почве зависти.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех