Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӳ сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтӳ (тĕпĕ: кӗтӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле: 9. кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп, 10. эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ.

8. Теперь, сын мой, послушайся слов моих в том, что я прикажу тебе: 9. пойди в стадо и возьми мне оттуда два козленка [молодых] хороших, и я приготовлю из них отцу твоему кушанье, какое он любит, 10. а ты принесешь отцу твоему, и он поест, чтобы благословить тебя пред смертью своею.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ.

20. Ада родила Иавала: он был отец живущих в шатрах со стадами.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Пирӗн вӑхӑтра пӑрусем валли кӗтӳ ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнсем пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Владимир облаҫне кӗтӳ кӗтме кайнӑ.

После окончания 7 классов пошел пастухом во Владимирскую область.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

«Кӗтӳ хӑваланӑ чухне ир-ирех тӑраттӑмӑр та уй тӑрӑх ҫынсене сиплеме тухса утаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Вӑхӑт-вӑхӑт йӑлӑмпа ҫил вӑшӑрхаса иртет, таҫтан инҫетрен пӗчченшер шӑнкӑрав сассине илсе ҫитерет — каҫа юлнӑ кӗтӳ хула еннелле анать.

Время от времени легкий ветер доносил в долину отдаленный звон колокольчиков — это запоздалые стада возвращались в город.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ну, апла пулсан, мана вӑл атте патне леш тӗнчене ут кӗтӳ кӗтме ӑсатнӑ пулӗччӗ.

— Ну, тогда бы он меня отправил к отцу подпаском, табуны на том свете стеречь.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗтӳ ҫӳрекен вырӑнтан леререх илепер чечеке ларнӑ.

За выгоном зацвел донник.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех