Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗсйи тенӗрен, унӑн тӗпсӗрлӗхӗ мӗнрен килнине тӗпчесе пӗлтӗмех эпӗ: икӗ енчи пӗр-пӗрин патне ҫурӑмӗ хыҫӗнче «ҫул уҫнӑ» та пӗрлешсе пысӑкланнӑ!
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Мишка аллине сылтам кӗсйи патне тытрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑнӑ Берендей патне пычӗ те, вӑкӑрӗ ун пиншакӗн кӗсйи тӗлне сӑмсине тӗкрӗ, кӗсйинче ҫӑкӑр чӗлли курӑнать.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
— Юлташӗсем пулӑшчӑр вӗсене, вӗсен хысна кӗсйи, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ил!— Пускай товарищи им помощь окажут — у них карман казенный, бери сколь хошь!
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне ҫапла кӑмӑллӑ йышӑннине кура хӗпӗртенӗ тимӗрҫӗ майра патшаран темӗн те пӗр ҫинчен лайӑхрах ыйтса пӗлес тенӗччӗ: чӑнах-ши вӑл, патшасем пылпа сысна сали ҫеҫ ҫиеҫҫӗ тени, тата ытти те — анчах, запорожецсем хӑйне аякран тӗккелеме тытӑннине сиссен, чӗлхине чарма шут тытрӗ; майра патша стариксем еннелле ҫаврӑнса Сечӑра мӗнле пурӑнни ҫинчен, унти йӑласем ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫласан вара, — вӑл кӑшт каярах чакрӗ те, кӗсйи патнелле пӗшкӗнсе: «Илсе тух мана кунтан хӑвӑртрах!» терӗ те, самантрах шлагбаум тулашне ҫитсе тӑчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Кунта!» терӗ вӑл юлашкинчен, вара, кӑштах пӗшкӗнсе, ула-чӑла шӑлаварӗн тарӑн кӗсйи тӗпӗнчен ҫӑраҫҫи кӑларчӗ.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Виҫҫӗмӗш кунне вара, ыйхӑран вӑрансан, чылайччен пӳртри кӗтессене пӑхкаласа выртрӗ; анчах кӑлӑхах мӗн те пулин астуса илме тӑрӑшрӗ: пуҫӗ ун ватӑ хыткукар кӗсйи пек, ҫур пус та астарса кӑларса илеймӗн унтан.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Аллине хӑй куртка кӗсйи витӗр халачӗн шалти кӗсйине чиксе янӑ, тем пӑлхатать.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
— Веткин шӑлаварӗнчен сӑрӑ замш йӗнӗллӗ пӗчӗк те хӳхӗм револьвер туртса кӑларать, ҫакна май кӗсйи те пӗтӗмӗшпех тулалла таврӑнса ӳкет.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ вӑл ҫирӗп те ҫаврака япалана хыпашласа тупрӗ, ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, пӳскине кӗсйи тӗпнех майлаштарса чикрӗ те, Петька ҫулӗпех, карта витӗр тухса кайрӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн тери телейлӗ ҫынсем пур тӗнчере, вӗсем тепӗр ҫынна хӑлхаран пӗр сӑмах пӑшӑлтатаҫҫӗ е пӗр йӗрке ҫырма хушаҫҫӗ, е хут ҫине хӑй ятне кӑна ҫыраҫҫӗ — сасартӑк вӗсен кӗсйи минтер пек хулӑнланса каять, хуть пуҫ айне хур.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вара хӑйӗн аллисене куртка кӗсйи патнелле тӑсрӗ.
19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.