Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекесем (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен йӑнӑшӗсенчен пӗри - интернетӑн чӑвашла сегментне, унпа ҫыхӑннӑ механизмсене аталантарас вырӑнне эпир кӗнекесем ҫыртӑмӑр, уявсем уявларӑмӑр.

Одна из их ошибок - вместо того, чтобы развивать чувашский сегмент интернета и связанные с ним механизмы, мы писали книги, праздновали праздники.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Монологри чи «тачка» вырӑн, паллах, хуҫа хӑйне кирпӗч пек хулӑн монографисем, кӗнекесем ҫырса паракансене валли штат, лабораторисем тытса тӑни ҫинчен калани.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ара, хулӑн-хулӑн кӗнекесем кӑларатӑн та — куншӑн сана тӳлемеллех (ху ертсе пыракан вуз бюджетӗнчен ӗнтӗ — Ю.М.).

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

«Енӗш Нӑрваш» /2005 ҫ./, «Тырӑ пусси хумханать»/2009 ҫ./, «Село Яншихово-Норваши»/2013 ҫ./ кӗнекесем кӑлартӑм.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Малтанхи кӗнекесем ҫавӑн пекех тухнӑччӗ.

Первые книги так и выходили.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хаҫат-журнал, учебниксемпе кӗнекесем халӑх калаҫакан чӗлхепе тухса тӑнӑ.

Газеты и журналы, книги и учебники издавались народным языком.

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫакна палӑртмалла, кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗччен шкулсене географи, вырӑс чӗлхипе литератури, истори, математика, акӑлчан чӗлхи, биологи предмечӗсемпе ҫӗнӗ кӗнекесем килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсене кӗнекесем килнӗ // Л.КУЗНЕЦОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Кунта - тӑван ен, район историйӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесем.

Куҫарса пулӑш

Этнопаркра - кӗнеке экспозицийӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

1960 ҫул вӗҫӗнче — 1973 ҫул пуҫламӑшӗнче Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ «Аслӑ йыш», «Пурӑнас килет» кӗнекесем кӑларма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анчах вӗҫес туртӑмӗ чакмарӗ, каллех ятарлӑ кӗнекесем вуларӗ.

Но желание полетать не иссякло, вновь читал специальные книги.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Тӗрлӗ кӗнекесем вулатчӗ.

Читал разные книги.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Кунсӑр пуҫне тата кирлӗ кӗнекесем те ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Бокс, кӗрешӳ вӑййисемпе те вӗсем хӑйсем тӗллӗнех, кӗнекесем тупса ӳкерчӗксем тӑрӑх, аслисем кӗрешнине курса мелсене вӗренсе алла илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вулакан сахалланчӗ, ҫӗнӗ кӗнекесем сайра хутра кӑна килеҫҫӗ, хаҫат-журнал ҫырӑнса илме те укҫа-тенкӗ ҫитми пулчӗ.

Читателей стало меньше, новые книги поступают редко, и для подписки газет-журналов стало не хватать денег.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Филологи наукисен докторӗ, профессор Е.В.Владимиров ҫапла ҫырать: «Унӑн (Пушкинӑн) чӑннипе те генилле произведенийӗсем чӑваш писателӗсене ҫӗнӗ те паха кӗнекесем ҫырма хавхалантарса пыраҫҫӗ».

Доктор филологических наук, профессор Е.В.Владимиров пишет так: "Действительно гениальные его (Пушкина) произведения вдохновляют чувашских писателей создавать новые и ценные книги".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Критикӑпа библиографи ӗҫне тивӗҫилипе йӗркелесе, чӑваш ӗҫҫыннисене ӑслӑ та пысӑк художествӑллӑ, большевикла кӗнекесем парас ӗҫе пӗтӗм вӑя хурар.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Эпир пичетленсе тухакан кӗнекесем ҫинчен ҫыратпӑр пулин те, час-часах кӗнекере мӗн ҫинчен ҫырнине пӗлместпӗр, кӗнеке авторне тата ӑна кам редакциленине ҫеҫ кӑтартса иртетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Кӗнекесем ҫинчен тӑтӑшах тӗплӗ рецензисем, критикӑллӑ статьясем пичетлесе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Апла пулсан ун валли чӑн-чӑн культурӑллӑ пурӑнма пулӑшакан ӑслӑран та ӑслӑ паха кӗнекесем кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

«Эпир мар-тӑк кам?» — теҫҫӗ те Васильевсем архивсенче чакаланаҫҫӗ, ял-йышран тӗпчеҫҫӗ, ӑслӑ кӗнекесем вулаҫҫӗ, хӑйсем те ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех