Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахаль ҫакӑн пек ҫеҫ шутлама пулать: вӗсем ӑшӗнче е ӑвӑсран тунӑ ҫын кӗлеткисем, е фокусникӑн тӗлӗнмелле сӗтелӗсем, е тӗксӗм куҫлӑ, йӳплӗ чӗлхеллӗ лаптак ҫӗленсем пулма пултараҫҫӗ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унччен кунта Медицински институт пулнӑ-мӗн — стена ҫинче вилӗ кӗлеткисем ҫакӑнса тӑратчӗҫ-ха, пичӗсем хӑрушӑччӗ; вӗсене, нервисене кӑтартмалла пултӑр тесе, тирне ҫурри таран сӳнӗччӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗнӗрен пынисем пӗр самантлӑха алӑк умӗнче чарӑнса, ҫывӑракансен кӗлеткисем урлӑ мӗнле каҫса каймаллине пӗлмесӗр тӑчӗҫ.На мгновение новички остановились на пороге, не зная, как перебраться через все эти спящие тела.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бензин шӑршиллӗ хускалман ҫын кӗлеткине шӑршласа пӑхсан, упа уҫланкӑ еннелле юлхавлӑн утса кайрӗ, унта ҫакнашкалах хускалман этем кӗлеткисем, юрпа шӑнса хытнӑскерсем, выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсен паттӑр кӗлеткисем пӑс витӗр юпасем пек курӑнса тӑчӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
47. Симон ӗнтӗ вӗсене хӗрхеннӗ, вӗсемпе ҫапӑҫман, анчах вӗсене хуларан хӑваласа кӑларнӑ та йӗрӗх кӗлеткисем лартнӑ ҫуртсене тасатнӑ, ҫапла вара хулана мухтав юрри юрласа, Турра тав туса кӗрсе кайнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисем арканӗҫ, унӑн аскӑнлӑх парнийӗсем пурте вутра ҫунса кайӗҫ, унӑн пӗтӗм йӗрӗхне ҫӗмӗрсе тӑкӑп, мӗншӗн тесен вӗсене вӑл аскӑнлӑх парнисенчен туса лартнӑ; вӗсем каллех аскӑнлӑх парнисемех пулӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ панӑ ылтӑнтан, Эпӗ панӑ кӗмӗлтен тунӑ хитре япалусене илсе, эсӗ вӗсенчен арҫын кӗлеткисем турӑн та ҫавсемпе асрӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ Вавилонпа халдейсен ҫӗрӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. халӑхсене хыпарлӑр, каласа парӑр, ялав ҫӗклӗр, пӗлтерӗр, пӗр пытармасӑр ҫапла калӑр: «Вавилона ярса илнӗ, Бел намӑса юлнӑ, Меродаха аркатнӑ, унӑн кӗлеткисем мӑшкӑла юлнӑ, унӑн йӗрӗхӗсем арканнӑ».
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Бел пӗкӗнчӗ, Нево тӳнчӗ, вӗсен кӗлеткисем — выльӑх ҫинче, ҫӑк выльӑхӗ ҫинче; ӗшеннӗ выльӑхшӑн сирӗн тиевӗр — питех те йывӑр ҫӗклем.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑ кун этем хӑйне Пултараканӗ енне ҫаврӑнӗ, унӑн куҫӗсем тимлесех Израиль Святойӗ енне пӑхма пуҫлӗҫ; 8. чӳк парнийӗн вырӑнӗсем ҫине, хӑй алли тунӑ ӗҫ ҫине, пӑхмӗҫ; хӑй пӳрнисем ӑсталанӑ Астартӑпа Ваал кӗлеткисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ, 14. левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман, 15. хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.