Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек утнинче те, унӑн пӗтӗм кӗлеткинче те вӑл пурнӑҫра пирвайхи хут хуньашшӗнни пек ватлӑха курчӗ, вара ҫамрӑклӑх — Андрейрен уйрӑлман япала пулас ҫукки ҫинчен, унӑн упӑшки хӑйӗн ача чухнехи пек сӑнӗпе ҫынсене тӗлӗнтерме пултарас ҫук вӑхӑт ҫитесси ҫинчен Валентина паян пирвайхи хут шухӑшларӗ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн ҫӳллех мар патмар кӗлеткинче вӑй пурри курӑнать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӑши сиккелемесӗр тӑрать, пуҫне кӑна кӑшт пӑркалать, анчах унӑн пӗтӗм кӗлеткинче хӑраса ӳкни, сыхланулӑх палӑрать.Лось стоял не двигаясь, только чуть поводил головой, но вся поза его выражала смятенье и тревогу.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Амӑшӗ, унӑн сарлака сӑн-питӗнчен сисмелле мар куҫ айӗн пӑхса, Весовщиковӑн йывӑр та тӑваткал кӗлеткинче хӑйне килӗшекеннине мӗн те пулин тупма тӑрӑшрӗ.
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кусем пурте ҫапла пулин те, вӑл йӗркеллӗ ҫын пулни курӑнать: унӑн пӗтӗм майсӑр кӗлеткинче йӗркелӗх йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, кӑшт кулӑшларах илемсӗр пит-куҫӗ вӑл шухӑшлама хӑнӑхнине, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартать.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Симон Петлюрӑн кӗлеткинче нимӗн ҫар ҫыннилӗхӗ: те ҫук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл хӗрӗн ҫӑмӑл кӗлеткинче мӗн пуррине пурне те пир ҫине ӳкерсен портрет чаплӑ пулнине кӑтартакан нумай енсем курчӗ; хӗр сӑнне ҫавӑн пекех тусан вӑл ытти портретсенчен чылай уйрӑмрах пулассине асӑрхарӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл пӳлӗм варрине урисене тӑсса выртнӑ та, пӗтӗм кӗлеткинче канлӗх пуррине туйса, хӳрине вылятма пуҫланӑ.
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Унӑн лутака пӳллӗ тапчам кӗлеткинче, уҫӑ кӑмӑллӑ сӑн-питӗнче, вӑл хӗҫе майсӑртарах ҫакса ҫӳренинче, чин енчен хӑйӗнчен кӗҫӗннисемпе тараватлӑн калаҫнинче темле йӑвашлӑх, чунӗпе хӑй йӑлтах штатски ҫын пулни сисӗнсе тӑрать.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Утти тӑрӑн-тӑрӑн, хӑюллӑ; кӗрнеклӗ кӗлеткинче, хӑмӑр куҫӗсем ҫын ҫине уҫҫӑн та тӳррӗн тинкерсе пӑхнинче хӑйне мӑнаҫлӑ тыткалани сисӗнет; ҫаксем йӑлтах ӑна полкри ытти офицерсенчен уйӑрса тӑраҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫӗсем пысӑк та хӗсӗкрех, шывлӑрах; хӗрлӗ тути кулкаласа ҫеҫ тӑрать, пӗчӗк мӑйӑхне сӑрланӑ; ҫӳҫне юлашки модӑпа тураса ҫӳрет, пит-куҫӗ — чиперех, анчах унта темле йӗрӗнчӗклӗх сисӗнет (ун пеккине хӗрарӑмсем, начар мар теҫҫӗ), ӳт-пӗвӗнче, кӗлеткинче, вӑл чӑлахӑнни пек масасӑр мар пулин те, вӑй-хал пурри сисӗнмест, купарчи вара, хӗрарӑмӑнни евӗрлӗ, питӗ пысӑк.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн пӗтӗм кӗлеткинче вӑйсӑрлӑхпа ачалла мар хурлӑх палӑрнине курсан, Давыдов ӗхлетсе ҫеҫ илчӗ те тула тухма васкарӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах унӑн тикӗт пек хуп-хура куҫӗсенче, пӗтӗм типшӗмрех те тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткинче темле чуна илӗртекен илемлӗх пурри палӑрать.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗнӗрен тупнӑ тата ҫӗнӗрен тунӑ япаласен историйӗ ҫумне вӑл яланах Ольга кӗлеткинче е характерӗнче тупнӑ мӗнле те пулин пахалӑха хушса хурать, пачах ӑнсӑртран, кӗтмен ҫӗртен, унпа тӗл пулмалли сӑлтавсем, кӗнеке парса ярассине, кӗтмен парне парассине шухӑшласа кӑларать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тинӗс форми тӑхӑннӑ ҫӳллӗ кӗлеткинче вӑй-хал вӗресе тӑни, командирла ҫирӗплӗх сисӗнет.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Водохранилище енчен ҫӑмӑллӑн ҫеҫ ҫил вӗрсе тӑрать; чӑлт шурӑ гидросамолетсем, шӑрчӑк пек вӗҫкелесе, шыв ҫине пырса лараҫҫӗ, чарӑниччен малтан ҫап-ҫутӑ тӗкӗр ҫийӗпе, ылтӑн ҫӑлтӑрне пӗлӗте ҫити ҫӗкленӗ вокзал-дворецӑн ҫӑп-ҫӑмӑл шурӑ кӗлеткинче хӑй ҫине ӳкернӗ тӗкӗр ҫийӗпе шӑвӑнса илеҫҫӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑнӗ-пичӗ, пӗтӗм ӳчӗ кӑвак тӑпра тӗслӗ, кӗлеткинче пӗр тумлам юн юлман пек пулнӑ унӑн.Лицо, вся кожа была похоже на серую землю, как будто в теле не осталось ни капли крови.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Тури Панклири Иван Гавриловӑн кӗлеткинче пулнӑ вӑл.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1
- 2