Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шрапнель ҫурӑлнипе аэроплан патӗнче тата тепӗр кӑвакрах шурӑ пӗлӗт татки мӑкӑрланса хӑпарчӗ.Еще одно дымчато-белое облачко шрапнельного разрыва вспыхнуло около аэроплана.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем пӗчӗк пӳлӗмреччӗ, пӳлӗм стенисене кӑвакрах хӑма сапса тухнӑ; кунта пӗчӗк сӗтелпе пукан, тӗкӗр пур, унта-кунта, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫакса янӑ, урӑх нимӗн те ҫук.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ кӑвакрах «победа» патӗнче вӗсене Ксени тата аллисене утӑпа шӑлса тӑракан ватник тӑхӑннӑ шофер кӗтет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл аллине брюки кӗсйине чиксе янӑ, вара Костя ун аллинче кӑвакрах кӗпҫеллӗ наган курнӑ.Пальцы его нырнули в карман штанов, и в руках его Костя увидел наган с вороненым сизоватым дулом.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл амӑшӗн кӑвакрах юн тымарӗсем хӑпарса тухнӑ хытанка аллине тытрӗ, унӑн кашни йӗрӗпе, кашни пӗркеленчӗкӗпе тата кӑмӑллӑрах пек туйӑнакан пичӗ ҫине пӑхрӗ, ун чун-чӗрине хуллен ачашлӑх туйӑмӗ тулса пычӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн хура хӑмӑр пичӗ шӑнӑр хутлатнӑ пек туртӑна-туртӑна илчӗ, сарӑрах вӑрӑм мӑйӑхӗ айӗнче шурӑ сурчӑк кӑпӑкланчӗ, кӑвакрах шурӑ куҫ улмисем пушшех те ытларах юнпа тулчӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Политком касса тикӗсленӗ сӑрӑ сухалне шӑлса илчӗ, кӑвакрах ҫурта тӗслӗ куҫ хупанкисене вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна ҫӗклесе, сӳрӗккӗн хуравларӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хальхинче те Макартан сӑмакун шӑрши кӳӳ перет, чарӑлса кайнӑ пысӑк куҫӗсем анкӑ-минкӗллӗн тӗтреленнӗ, чӑлханса ларнӑ йӗпе сухалӗ айӗнчен Дон хӗрринчи рак хуранӗсем пек кӑвакрах шурӑ тикӗс шӑлсем курӑнаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах хура тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, ҫывӑхрах кӗске хӳреллӗ чӗмсӗр кураксем мӑнаҫлӑн пӑркаланса утса ҫӳрерӗҫ, ҫуран кавалеристсем пек стайсӑртарахскерсем, каялла чакакан казак сотнисене, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫлӑ пластунсен колоннисене, кӗмсӗркке обозсене хӑйсем патӗнчен иртсе кайма парад чухнехи пек пӑрана-пӑрӑна ҫул пачӗҫ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫил ӑна пиҫӗ хулла авнӑ пек ҫӗр ҫумнелле авса лӑпчӑтать, кассӑн-кассӑн юхса килсе тӑрмалать, тӗмескелентерсе тулашать, кӑвакрах шурӑ сарӑ хумсене е кӑнтӑралла, е хӗвеланӑҫнелле хӑвалать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, сасартӑках тутине тискеррӗн йӗрсе пӑрахрӗ, — куҫ шӑрҫисем хаяррӑн чалӑрчӗҫ, сасси хистевлӗн те урмӑшнӑн якӑлтатса тухрӗ, Нимӗҫ хулпуҫҫийӗ хыҫне ҫакнӑ винтовка чӗнне ярса тытрӗ те, ҫак самантра вара Мирон Григорьевич ҫамрӑк чухнехине аса илчӗ: аллипе пӗр хӑмсармасӑр темелле, пӗррех вӑл ӑна пит шӑмми урлӑ янклаттарса ячӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах симӗс йӑрӑмлӑ вӑрмансем ӗнтӗ ем-ешӗл ҫулҫӑсемпе шерепеленнӗ ҫеҫенхир чечеке ларма пуҫланӑ, лапам вырӑнсенче пин-пин йӑлтӑркка кӳлленчӗксем хӑварса, ҫурхи шыв чакса кайнӑ; анчах чӑнкӑ сӑртсем айӗнчи шырлансенче ӑшӑ ҫанталӑк кишӗклесе пӗтернӗ юр ҫаплах-ха тӑмлӑ тӑпра ҫинче лӑпчӑнса выртать, куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах симӗс чаршавпа пӗркеленнӗ тӳпе хӗвелтухӑҫ енче, таҫтан тӗнче тӗпӗнчен юнпа пӗрӗхтерсе тӑнӑ пек, хӗрлӗн курӑнать.Сумеречно-зеленоватое небо на востоке из-под исподу будто обрызгано было кровицей.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл юнашар выртрӗ, ҫамки ҫине иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ пек йывӑррӑн усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине чӑтӑмсӑррӑн сирчӗ те, кӑвакрах вут ҫути пек тӗтреленекен куҫне йӑлкӑштарса, тӳрккесреххӗн, халтан кайнӑ пек, пӑшӑлтатса каларӗ:
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынна — чӑм тара ӳкнӗскерне кӑларса ярса, пӳлӗмрен тухрӗ; тепӗртакран лайӑх хырӑннӑ, кадровӑй офицер пек типтерлӗ тумланнӑ ҫӳллӗ ҫар ҫыннине (ун янахӗ урлӑ темскерпе суранлатнӑ кӑвакрах тарӑн ҫӗвек каҫать) хӑйпе пӗрле ертсе кӗртрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Йӗри-тавра сӑртсем хупӑрласа тӑракан айлӑма хӗвел хытӑ хӗртет, сад пахчисем ҫинче кӑвакрах тӗтре тӑрать…
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пулас канал тӑршшӗпех хӑйӗн шавлӑ та ӗҫчен пурнӑҫӗпе пурӑннӑ, — ирхи кӑвакрах ҫутӑра кӗреҫесем, катмаксем йӑлтӑртатнӑ, ҫӗлӗк пек ҫӗр муклашкисем ҫӳлелле сикнӗ; пушӑ лавсемпе ҫӗр тиенӗ лавсем, вӑкӑр е лаша кӳлнӗскерсем, пӗр вӗҫӗмсӗр шунӑ…
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кустӑрмисем кӗр-кӗр кӗрлесе, урапине сиктереҫҫӗ, пичкесем тӑрринче кӑвакрах тӗтӗм явӑнать.Колеса гремели, сотрясали подводу, и над бочонками вспыхивал сизый дымок.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пичкисене пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑт лартса тухнӑ, — чӗтренсе пынипе вӗсенчен кӑвакрах тусан мӑкӑрланать.Бочонки стояли торчмя, один в один, — они вздрагивали и курились синеватой пылью.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пакгауз хыҫӗнче — гимнастеркӑсемпе шинельсем тӑхӑннӑ казаксен кӑвакрах симӗс ушкӑнӗ карталанса тӑнӑ.За пакгаузом — серо-зеленый частокол казачьих гимнастерок и шинелей.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.