Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫаҫҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телеграф бланкӗсем алӑран алла куҫаҫҫӗ.

Телеграфные бланки переходили из рук в руки.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Паллах, хӗҫпӑшалсемпе тумтир склачӗсем пирӗн алла куҫаҫҫӗ.

Конечно, все склады оружия и обмундирования переходят к нам.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Инҫетре, куҫ курма пултарнӑ таран, ҫынсен шутсӑр нумай йышӗсем хумӑн-хумӑн куҫаҫҫӗ.

Далеко, насколько хватает взор, волна за волной движутся людские множества.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫарсем тӗттӗмрех куҫаҫҫӗ.

В темноте двигались войска.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пурте Одер еннелле, ракетӑсем тӳпенелле вирхӗннӗ, шыв урлӑ каҫма малтанах кӗпер хатӗрлекен саперсен пурттисем шакканӑ, пулеметсемпе автоматсем чыхӑна-чыхӑна пирӗн ҫыраналла пенӗ ҫӗрелле куҫаҫҫӗ.

Все движется туда, к Одеру, где взлетают в небо сигнальные ракеты, где стучат топоры саперов, заранее готовящих переправы, где раздаются истеричные пулеметные и автоматные очереди по нашему берегу.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫӗнӗ ҫӗре куҫаҫҫӗ, ҫавӑ ҫеҫ.

 — Просто на новое место переезжают…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл унта хӑйӗн ачипе амӑшне пӗрле илсе каять, Корчагинпа Тая пӗр инҫетри, тинӗс хӗрринчи пӗчӗк хулана куҫаҫҫӗ.

Она уезжала туда с матерью и сыном, а Корчагин с Таей переехали в далекий приморский городок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Куратӑн-и, учительсем хушшинче улшӑну пуҫланчӗ, вӗсенчен хӑшӗсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пирӗн енне куҫаҫҫӗ.

Видишь, среди учителей уже начался перелом, некоторые из них переходят целиком на нашу сторону.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Бутерброд, булка, бутылкӑсем, кӑлпасси, канфет, пӗремӗк тиенӗ грузовиксем куҫаҫҫӗ.

Тащились грузовики с бутербродами, с булками, бутылками, колбасой, конфетами, пряниками.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Эпӗ сире ку ҫынсене хисеплесе тухса ҫакна кӑтартса парас тетӗп: час-часах ку халӑха вӑхӑтлӑх пулӑшу кирлӗ пулать, вӑл кивҫен шырама пуҫлать, ун пек чухне вӗсен хушшине заклада япала хуртарса кӑшт ҫеҫ укҫа паракан, уншӑн пысӑк процент илекен хӑйне уйрӑм ростовщиксем пурӑнма куҫаҫҫӗ.

Я для того привел их, чтобы показать вам, как часто этот народ находится в необходимости искать одной только внезапной, временной помощи, прибегать к займам, и тогда поселяются между ними особого рода ростовщики, снабжающие небольшими суммами под заклады и за большие проценты.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Кунта отставкӑна тухнӑ чиновниксем, хусах арӑмсем, чухӑн ҫынсем пурӑнма куҫаҫҫӗ, хӑйсене сенатра пӗлнине пула вара ҫакӑнта яланлӑхах юлаҫҫӗ; кунта кунӗпех пасар тӑрӑх ҫӳресе ирттерекен, вак-тӗвексем сутмалли лавккара мужикпе пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетекен, кашни кунах пилӗк пуслӑх кофе, тӑватӑ пуслӑх сахӑр илекен, хӑйсен хуҫисене юракан пулнӑ кухаркӑсем пурӑнаҫҫӗ; кунта тата хӑйсен платьипе, сӑн-пичӗпе, ҫӳҫӗсемпе, куҫӗсемпе кӗл пек курӑнакан, тӳпере хӗвел те, ҫил-тӑвӑл та ҫук чухнехи тӗтреллӗ кун пек туйӑнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Сюда переезжают на житье отставные чиновники, вдовы, небогатые люди, имеющие знакомство с сенатом, и потому осудившие себя здесь почти на всю жизнь; выслужившиеся кухарки, толкающиеся целый день на рынках, болтающие вздор с мужиком в мелочной лавочке и забирающие каждый день на 5 копеек кофею да на четыре сахару, и наконец весь тот разряд людей, который можно назвать одним словом: пепельный, людей, которые с своим платьем, лицом, волосами, глазами имеют какую-то мутную, пепельную наружность, как день, когда нет на небе ни бури, ни солнца, а бывает просто ни сё, ни то: сеется туман и отнимает всякую резкость у предметов.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Колонни умӗнче те, айккисенче те разъездсем куҫаҫҫӗ.

Не меньше двух эскадронов шло по дороге, а впереди и по сторонам двигались небольшие разъезды.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Дон хӗрринелле ҫывхарса пынӑҫемӗн беженецсен лавӗсем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ, пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксем ҫуркунне Донӑн сулахай ҫыранӗ енне чакса кайнӑ чухнехи ӗҫсемех пулса иртеҫҫӗ: ҫеҫенхир тӑрӑх пур еннелле те килти ӑпӑр-тапӑр япаласене тиенӗ урапасемпе кӳмесем тӑсӑлаҫҫӗ, выльӑхсен пысӑк ушкӑнӗсем мӗкӗре-мӗкӗре иртеҫҫӗ, сурӑх кӗтӗвӗсем, похода тухнӑ кавалери пек, тусан мӑкӑрлантарса куҫаҫҫӗ

Чем ближе подвигался он к Дону, тем чаще встречались ему подводы беженцев, повторялось то, что было весной во время отступления повстанцев на левую сторону Дона: во всех направлениях по степи тянулись нагруженные домашним скарбом арбы и брички, шли табуны ревущего скота, словно кавалерия на марше — пылили гурты овец…

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Картишӗнчи ут карлӑкӗ патӗнче лашасем тулхӑраҫҫӗ, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ: пӳрт хыҫӗнчи сад пахчинче ҫунакан кӑвайтран симӗс тӑрӑллӑ йывӑҫсен ҫийӗпе тӗтӗм упаленет; вут ҫутинче, кӑвайт ҫывӑхӗнче казаксен мӗлкисем мӗкӗлтетсе куҫаҫҫӗ.

Во дворе у коновязи фыркали лошади, слышались людские голоса; за домом в саду горел костер, над зелеными вершинами деревьев стлался дым; освещенные огнем около костра двигались фигуры казаков.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун тӗлӗпе, тӗксӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх, тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем хӑвӑрт хӗвеланӑҫнелле йӑсӑрланса куҫаҫҫӗ.

Над ним в сизой вышине, клубясь, стремительно неслись на запад свинцово-серые тучи.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑрринчи юра ҫил шӑлса кайнӑ куринке хыҫӗнче лавсен хура кӳлеписем палӑраҫҫӗ, ҫынсен пӗчӗкҫӗ мӗлкисем мӗлтлетсе куҫаҫҫӗ.

За курганом, с обдутой ветрами макушей, — чернели подводы, крохотные мелькали люди.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхра ҫул айккинчи хытхура тӗмӗсем, тикӗс мар сӑртсем, шӑртланчӑк тип ҫырмасем хирӗҫ килнӗ пек курӑнаҫҫӗ, аякра, ҫунапа тан шуса, юрлӑ хирсем кӑнтӑралла кукӑрӑлса куҫаҫҫӗ.

Вблизи бурьяны над дорогой, холмистая зыбь, щетинистые буераки наплывали навстречу, а дальше снежные поля, кружась, шли на юг вровень с санями.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем асӑрханса, майӗпен, ҫул ҫинчи хуторсенче тӗплӗ разведка туса малалла куҫаҫҫӗ.

Красные подвигались сторожко, медленно, тщательно щупая разведками лежащие впереди хутора.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Мелехов командир пулса ертсе пыракан Татарски казакӗсем тӑваттӑмӗш талӑк ӗнтӗ хуторсемпе станицӑсем урлӑ Усть-Медведица округӗн ҫурҫӗр тӑрӑхнелле куҫаҫҫӗ.

Уже четверо суток сотня татарских казаков под командой Петра Мелехова шла через хутора и станицы на север Усть-Медведицкого округа.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тури Дон казакӗсем, станица хыҫҫӑн станица илсе, умлӑн-хыҫлӑн ҫурҫӗрелле куҫаҫҫӗ.

На север из станицы в станицу перекатами валили верхнедонские казаки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех