Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман ӑшра пӗр йывӑр шухӑш та ҫук, эпӗ чуна ыраттаракан нимле хыпар та кӗтмен, манӑн Зойӑна хӑҫан курассине, вӑл киле хӑҫан таврӑнассине ҫеҫ пӗлес килет.
«Таня» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпӗ ун чухне Снеффельс ҫурма утравӗнче малашне мӗн курассине асӑма та илмен.Я не подозревал еще тогда, какое зрелище ожидает нас на Снайфедльском полуострове.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ӑҫта илсе каяссине тата унта мӗн курассине Воропаева никам та асӑрхаттармарӗ.Никто не предупредил Воропаева о том, куда его ведут и что он увидит.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл Людмила аллисене тытса: — Хаклӑ чунӑм! Пурнӑҫра пур ҫын валли те ҫутӑ пуррине, вӑхӑт ҫитсен — вӗсем ӑна курассине, унпа чунӗсемпе ыталашассине пӗлсе тӑма пит те аван-ҫке вӑл! — тесе хыттӑн чӑмӑртарӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Усӑ курассине илес пулсан, эпир, паллах, унӑн материалӗсемпе те, унпа хӑйпе те усӑ куртӑмӑр…А использовать мы, конечно, использовали и его материалы, и его выступление…
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Камран кӑна ыйтман вӑл, анчах пӗри те Розелли ятне илтмен; гостиница хуҫи ӑна библиотекӑра ыйтса пӑхма канаш панӑ: унта эсӗ пур кивӗ хаҫатсене те тупатӑн, тенӗ, анчах ку ӗҫпе Санин мӗнле усӑ курассине хуҫа хӑй те пӗлмен.
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑйӗн малашнехи ҫӳревӗсен вӑхӑтӗнче вӑл ҫакӑнта тепӗр хут килсе курассине хытах ӗмӗтленсе тӑнӑ.Он твёрдо решил вернуться сюда ещё раз во время следующих своих путешествий.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сергей тавӑрӑнни ҫинчен Нарыжнӑйран пӗлнӗ кунранпа вӑл ларма-тӑма пултарайман; унӑн сывлӑхӗ ҫаплах начар, ҫавӑнпа ӑна ҫӳреме йывӑр пулсан та, Сергее Кондратьевпа пӗрле курассине шанса, вӑл ҫине тӑрсах райкомалла утнӑ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирина тахҫантанпах Мускав ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ, ҫавӑнпа хӑй инҫене-инҫене каяссине, киносемпе картинӑсенче ҫеҫ курнине чӑннипех курассине унӑн ӗненес те килмен, — ҫавӑн ҫинчен ӗмӗтленме кӑна пулать пек туйӑннӑ ӑна…
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Европа алфавичӗпе усӑ курассине хирӗҫ тӑраҫҫӗ: вӑл вулакансен интересне вӑйсӑрлатать, теҫҫӗ.Противники европейского алфавита, которые утверждают, что это ослабляют интерес читателя.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Эпир сире ҫав тери… — Сасартӑк Володя кӗҫех хӗрача пек макӑрса ярса, намӑс курассине туйрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗсре ҫӗнӗ хӑрушлӑхпа асап курассине чӗрем сисрӗ пулин те, эпӗ каллех мӗнле те пулин карап ҫине лекесчӗ те тинӗссемпе океансем тӑрӑх ҫӳресе пӗтӗм тӗнче тавра ҫаврӑнасчӗ, тесе шухӑшлама тытӑнтӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑйне халех аҫа ҫапса вӗлересси пирки вӑл иккӗленмерӗ ӗнтӗ, ҫавӑн чух ӑнсӑртран куҫӗ уҫӑлнипе леш хӑрушӑ улӑпсене курассине кӗтрӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хамӑр ҫӗвӗҫ-хӗрарӑмсем пурӑнакан мастерскойра пулассине, хама ҫав ҫӗвӗҫсен пӳлӗмне кӑтартассине, ҫевӗҫсене хӑйсене те курассине, вӗсемпе пӗрле кӑнтӑрлахи апатра ларассине каларӗҫ мана, тата эпӗ ӑна хам та пӗлнӗ, анчах ун вырӑнне эпӗ чухӑнах мар ҫынсен пӗр пӳлӗме тухакан хваттерӗсене, вӑтам чиновниксемпе е чухӑн улпутсемпе тан тӑракан хӗрсене куртӑм, ытла чаплӑ мар, анчах хама кӑмӑла каякан апат ҫирӗм: — мӗн-ха ара ку?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Обломов Ольгӑна: Ҫуллахи Садра шӑнса кӑштах чирлерӗм, ҫавна пула икӗ кун хушши килте вӗретнӗ курӑк шывӗ ӗҫсе лармалла пулчӗ, халӗ йӑлтах иртсе кайрӗ, вырсарникун пӗр-пӗрне курассине шанса тӑратӑп, тесе ҫырса пӗлтерчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сана ярасшӑн пулса, хам мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех турӑм, акӑ халь эс каятӑн та, эс ӑҫта пулассине, мӗн курассине пӗлеймесӗрех тӑрӑп.Я сделала всё, чтобы ты уехал, и вот теперь ты уедешь, и я даже не буду знать, где ты и что с тобой.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн ывӑлӗ хӑйӗн шутлӑ курӑнакан ашшӗ кӑмӑлсӑр пулнине те, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑллӑ пулса пурӑнакан англоман савӑнӑҫлӑ калаҫнине те асӑрхаман; вӑл, халиччен хуҫа хӗрӗ ҫинчен темӗн чухлех илтнӗскер, ӑна курассине тем пекех кӗтнӗ; чӑн, унӑн чӗрине, эпӗр пӗлетпӗр, урӑххи ҫавӑрса илнӗ пулнӑ, анчах та ҫамрӑк хитре хӗр ҫинчен вӑл кирек хӑҫан та шухӑшлама пултарнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне — саккассем вырнаҫтарассине, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курассине, бюджет, ҫӗр, вӑрман ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑрасси.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Вӗсен тӗлӗшпе эпир ҫирӗп политика тытса пырӑпӑр тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума уйӑрса панӑ ҫӗрсемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине тивӗҫтерӗпӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Шиклӗх туйӑмне сирмелле — пухнӑ информаципе пӗтӗмлетӳсем тӑвас тӗллевпе кӑна усӑ курассине патшалӑх статистикин органӗсем гарантилеҫҫӗ.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№