Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ ҫапла вара эшелон уҫӑ вырӑнта чарӑнса тӑчӗ; пирӗн куҫ умӗнче пӑрлӑ хир сарӑлса выртать, крепость та уҫҫӑнах курӑнса ларать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Авӑк ҫилпе тӗтӗм чаршавӗ пӗр самантлӑха сирӗлчӗ те пушар ҫутинче ылтӑн евӗр куҫа ҫиекен тискер крепость пӗтӗмӗшпех, хӑйӗн кӗперӗпе, замокӗпе тата башнипе хӑрушшӑн курӑнса кайрӗ.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Иртнӗ ӗмӗр варринче пӗтӗм крепость пӗр башньӑллӑ кӑна пулнӑ, ҫав тери ҫирӗп пирки унта ниҫтан та пырса кӗме май пулман.Сведенная ныне к одной только башне, крепость была в средние века почти неприступна.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пасар вырӑнне крепость пек туса хуни уншӑн пачах кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ.Слишком неожиданно превратился мирный рынок в надежную цитадель.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тепӗр чӗрӗк сехетрен пасар вырӑнӗ пырса кӗмелле мар крепость пулса тӑчӗ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кашни ҫуртах — крепость, ӑна ҫапӑҫса туртса илмелле.Сколько домов, столько и цитаделей, и неприятелю приходилось брать каждую из них поочередно.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Микинь хӑйӑртан крепость турӗ.
Ҫӑрттан // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 12–13 с.
Хыҫалта Сен-Мишель тӑвӗ хуралса ларать, вӑл пысӑк, виҫкӗтеслӗ, хурҫӑ тумтир пӗркеннӗ крепость пек, унӑн икӗ катмар тӑрри — пӗри шӗвӗр те ҫаврака, тепри тӑваткал тӑрӑллӑ башньӑсем.
I. Хӑйӑр сӑрчӗн тӑрри // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫук, тусӑм, Ла-Тург лайӑх та шанчӑклӑ крепость, унта сыхланма та ҫӑмӑл, анчах юлашки минутра тарас тесе санӑн ҫӗр айӗнчи ҫулна шанса тӑракан ҫын ухмах пулать.
II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сылтӑм енӗпе вӗҫӗ-хӗррисӗр тусем карталанса, ҫутҫанталӑк вӑй-хӑвачӗпе купаланнӑ крепость стенисем пек курӑнса тӑраҫҫӗ.Направо тянулась до бесконечности цепь гор, точно возведенный самой природой ряд грозных крепостей.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ытарайми сӑн-сӑпатлӑ Гретхен та хампа пӗрле ҫакӑнтах пулнӑ пулсан, эпир унпа пӗрле епле аван уҫӑлса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑрччӗ, ҫакӑнта лӑпкӑн тӑракан икӗ палубӑллӑ карапсемпе фрегатсен гаванӗсем тӑрӑх, тинӗс пырӗн ешерсе ларакан йывӑҫ-курӑклӑ ҫыран хӗррисем тӑрӑх, крепость башнинчи хура ӑшлӑ кӗпҫисене бузинӑпа йӑмрасен турачӗсен хушшинчен тӑсса тӑракан тупӑсене башни мӗнӗпех пытарса хупланӑ лапсӑркка йывӑҫсем хушшинче уҫӑ сывлӑша тулли кӑкӑрпа ҫӑтса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑр.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах вӑл нимӗнех те курман; нимӗнпе те чаплах мар король дворецне те музей умӗнче канал урлӑ хывнӑ XVII ӗмӗрти илемлӗ кӗпере те, Торвальдсен скульптурӑран масар тӑпри ҫине туса лартни пысӑк памятнике те, ку памятникӗн стенисем ҫинче те мӗнле хӑрушӑ картинӑсем тата ҫав скульптор тунӑ кӗлеткесем пурччӗ, питех илемлӗ паркри Розенбергӑн чаплӑ ҫуртне те, Ренессанс стилӗпе туса лартнӑ тӗлӗнмелле ҫурта та, унӑн тӑрринче тӑватӑ драконӑн хӳрисене явкалантарса тунӑ башняна та, крепость хӳмисем тӑррине туса лартнӑ пысӑк ҫиларманӗсене те, вӗсен пысӑк ҫуначӗсем тинӗсрен вӗрекен ҫилпе карап парусӗсем пек хӑпарса тӑнине те — ҫаксене вӑл пурне те курман.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем пурте тавра сапаланса выртрӗҫ, анчах часах ку пӳрт хӑйне майлӑ крепость пулнине ӑнланса илчӗҫ.Они рассыпались в цепь вокруг дома, но сразу поняли, что это своего рода крепость.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Фролов Совет Российи халӗ йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ крепость евӗрли ҫинчен, тӗнчери империализм ӑна пӗтерсе лартма темӗн пекех тӑрӑшать пулин те, пурпӗр ӑна никам та ҫӗнтерейрес ҫукки ҫинчен каласа парать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Манӑн ҫурт — манӑн крепость».
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑшӗсем кӑмӑла та кайнӑ, сӑмахран, «Ту тӑрӑхӗнчи крепость», «Бенгальскинче арӑслан тытни».Иногда интересные, — например, «Крепость в горах» или «Охота на бенгальского тигра».
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Нимӗҫсем ӑна чӑн-чӑн крепость туса хунӑ-мӗн.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ку пирӗн крепость, пирен замок, пирӗн столовӑй, ӗҫ кабинечӗ.— Это наша крепость, наш замок, наша столовая и рабочий кабинет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку крепость йӗри-тавра виҫӗ хӳме туса ҫавӑрӑннӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тавлашу кӑларнӑ ҫӗр ҫинче вӑл крепость туса лартнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.