Шырав
Шырав ĕçĕ:
Крепоҫе вӑрах вӑхӑт хупӑрласа, крепость стенисене усӑсӑр персе тӑнипе вӗсем туроксене ывӑнтарса ҫитерес вырӑнне хӑйсем халтан кайса пынӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫӳлтипе аялти ретсенчен пӗр харӑс тупӑсемпе персе тӑнипе вӑл крепость патне пырса кӗме те май пулман.Двойная пушечная оборона (верхний и нижний ряды) прикрывала все подступы к ней.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Крепость йӗри-тавра бастионлӑ ҫӳлӗ стена туса лартнӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл крепость патӗнче Хотинпа Килирен килекен пысӑк ҫулсем пӗрлешнӗ, ҫавӑнпа та Измаил крепоҫне тытса тӑракан — пӗтӗм Дунай шывне хӑй аллинче тытса тӑнӑ.К ней сходились важнейшие пути из Хотина, Килии, и тот, кто владел Измаилом, владел Дунаем.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Темиҫе крепоҫе хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑнах илнӗ хыҫҫӑн вырӑссен ҫарӗ питех те вӑйлӑ крепость патне — Измаил патне ҫитнӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ку крепость хӑйӗн ҫӗр купаласа тунӑ ҫӗмрӗк хӳтӗлӗхпе тата ванчӑк стена юлашкийӗсемпе Днестр шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринченех курӑнать.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хулара хускану тата шӑй-шай пуҫланса кайнинчен Тарас ҫакна лайӑх курса тӑнӑ, вӑл васкавлӑ ӗҫе тытӑннӑ, япаласем купаланӑ, приказсемпе наказсем панӑ, куреньсене виҫӗ табор туса тӑратнӑ, вӗсен йӗри-тавра лавсене крепость евӗрлӗ вырӑнаҫтарнӑ, — лавсене кун пек пуҫтарсан запорожецсене никам та ҫӗнеймен, — икӗ курене засадӑна тӑма хушнӑ, кирлӗ вӑхӑтра тӑшман утлӑ ҫарне ҫакӑнта кӗртсе ярӗ тесе, хирӗн пӗр пайне шӗвӗр патаксем, пӑшал хуҫӑкӗсем, сӑнӑ татӑкӗсем ҫаптарнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Запорожецсем крепость илме юратман; парӑнтарас тесе йӗри-тавра хупӑрласа тӑнине вӗсем хӑйсемшӗн чыслӑ ӗҫ тесе шутламан.Запорожцы не любили иметь дело с крепостями, вести осады была не их часть.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑрӑсем мана эсир пурӑнакан крепость стени ҫумӗнчех ҫаратрӗҫ, — тенӗ.Разбойники ограбили меня под стенами той крепости, где вы изволите проживать.
Ҫулҫӳренпе бадшах ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Пӗр ҫулҫӳрене шӑпах бадшах пурӑнакан крепость ҫумӗнче ҫаратнӑ.Одного путника ограбили возле той крепости, где жил сам бадшах.
Ҫулҫӳренпе бадшах ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫуртне ҫирӗп чултан тунӑ, крепость пек, тӗрме пек ҫавӑрнӑ хӳме патне пырсан, яр уҫса пӑрахнӑ тимӗр алӑкран фабрикӑра ӗҫлекен халӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗвӗшет.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех, доктор пирӗн крепость ҫине атакӑпа пынӑ кун, унпа малтанхи хут курса калаҫнӑ чухне ыйтса пӗлнӗ.Все это доктор выведал у него при первом же свидании с ним, в день атаки на нашу крепость.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Крепость ҫине ӑнӑҫсӑр атакӑла килнӗ хыҫҫӑн паян маншӑн малтанхи хут шанӑҫ ҫутӑлса кайрӗ.Сегодня для меня впервые блеснула надежда после неудачной атаки на крепость.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мана хамӑр крепость йӗрӗнтерсе ҫитерни, унччен сехӗрленнӗ туйӑм пекех ӳссе кайрӗ.Отвращение, которое внушала мне наша крепость, было почти так же велико, как и страх.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Нумай пулмасть ҫеҫ эпир унпа картишӗнче лартӑмӑр, пирӗн ҫумран рабочисем иртсе каятчӗҫ, эпӗ вара хамӑр ҫурт ҫинчен, аша крепость вырӑнне хурса, хавхаланса калаҫрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӗсем ҫӗнӗ Лахорӑн е Карачин илемлӗ урамӗсемпе те, Белуджистан пушхирӗнчи Джамрутри крепость патӗнчи йӗплӗ ӳсентӑрансене ҫисе ҫӳрени чухнехи пекех, йӑвашшӑн та лӑпкӑн утаҫҫӗ.
Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Пуҫӑмра манӑн пӗртен пӗр шухӑш: «Танк — пирӗн крепость, нимӗҫсем кунта ҫӗмӗрсе кӗрсессӗн вара пурте пӗтрӗ».У меня не выходила из головы мысль: танк — наша крепость, если немцы прорвутся здесь — всё пропало.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унӑн ниҫта та пурӑнмалли вырӑн пулман — вӑл хӑй валли хӑех крепость тунӑ.
«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Капитолий — авалхи Рим хулинче Капитолий сӑрчӗ ҫинче ларнӑ крепость.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Жандармсем, пӗр ҫирӗм ҫын, халӑх хушшипе хӗсӗнсе, туса ҫитереймен крепость патне, юнпа йӗпетнӗ ялав варкӑшса тӑнӑ ҫӗре, пыма тӑрӑшрӗҫ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.