Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кимӗ сăмах пирĕн базăра пур.
кимӗ (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Темиҫе ҫӑмӑл кимӗ ҫинчи тӗкӗрҫӗсем вырӑссен малта пыракан пысӑк киммине пакурсемпе ҫаклатрӗҫ те тытса чарса кимӗ ҫине кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрсе пӑшал пенӗ вӑхӑтра эпир хамӑрӑн кимӗ мӗнли ҫинчен мансах кайрӑмӑр, — сасартӑк, Ермолай вӑйлӑн хускалнине пула, (вӑл, персе ӳкернӗ кӑвакала илес тесе, пӗтӗм пӗвӗпе кимӗ хӗрри ҫине выртрӗ), пирӗн кивӗ кимӗ тайӑлса шыв ӑсса илчӗ те, пирӗн телее пулас, ытлашши тарӑн вырӑнтах мар, мухтавлӑн тӗпнелле анса кайрӗ.

В пылу перестрелки мы не обращали внимания на состояние нашего дощаника, — как вдруг, от сильного движения Ермолая (он старался достать убитую птицу и всем телом налег на край), наше ветхое судно наклонилось, зачерпнулось и торжественно пошло ко дну, к счастью, не на глубоком месте.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Эпӗ кӗсменсемпе ишсе пыратӑп; хуҫа кимӗ хысӗнче ларса, лайӑххӑн пӗлмесӗр кимӗ хыҫӗнчи кӗсмене шыв ӑшне тарӑна ярса, хӳрине тытса пырать; кимӗ унталла-кунталла ҫавӑрӑнкаласа, шухӑша кайнӑ пӑтранчӑк та тӳлек шыв ҫийӗпе пӗр урамран тепӗр урама пӑрӑнкаласа пырать.

Я — на веслах, хозяин, сидя на корме, неумело правит, глубоко запуская в воду кормовое весло, лодка неуклюже юлит, повертывая из улицы в улицу по тихой, мутно задумавшейся воде.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Киров сӑмахне эпир сасӑпа вуларӑмӑр, ачасем ӑна пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлерӗҫ: вӗсем Сергей Мироновичпа паллашнӑ-ҫке, унпа калаҫнӑ, вӗсен кимӗ пулать, вӗсем ӑна «Киров» тесе ят параҫҫӗ (тата мӗншӗн пӗр кимӗ анчах? Нумай кимӗсем пулччӑр! «Киров» ятлӑ флотили пултӑр!)

Речь Кирова мы читали вслух, и ребята слушали ее, не упуская ни слова: ведь они теперь с Сергеем Мироновичем знакомые, они говорили с ним, у них будет лодка, названная его именем (нет, почему одна лодка? Много лодок! Целая такая флотилия: «Киров»!).

59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кимӗ сӑвайсем хушшине кӗриччен ӑна кӑларса ӗлкӗрсен, пурте аван иртӗ; ӗлкӗреймесен, кимӗ ҫакланса ларать, — ку вара кимӗ ҫинчи ҫынсемшӗн вилӗм.

Если они успеют убрать их до того, как пирога войдет в проход между сваями, все кончится благополучно; если же нет, пирога застрянет, и это будет конец для всех, кто в ней плывет.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах ытти кимӗсене пурне те сӑнчӑрпа кӑкарса ҫӑрапа питӗрнӗ, вӑл вара манӑн кимӗпех кайма пулчӗ, мана хӑй каялла таврӑниччен ҫакӑнта ларма е тепӗр кимӗ шыраса тупма хушрӗ.

Только все другие лодки были на цепи и на замке, и он взял мой челнок, а мне велел подождать, пока он не вернется, или поискать другую лодку.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗр-пӗр кимӗ курӑннӑ пулсан, эпир тӳрех хамӑрӑн кимме куҫса, Иллинойс еннелле вӗҫтереттӗмӗр; юрать, нимӗнле кимӗ те курӑнмарӗ, пирӗн пӑшал та, вӑлта та, апат-ҫимӗҫ те ҫукчӗ.

Если бы нам навстречу попалась лодка, мы пересели бы в челнок и поплыли бы к иллинойсскому берегу; и хорошо, что ни одна лодка нам не повстречалась, потому что мы позабыли положить в челнок ружье, или удочку, или хоть что-нибудь из съестного.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗр негр, Боб ятлӑскер, юханшыв ҫинче лаптак тӗплӗ кимӗ тытнӑ, унӑн хуҫи ҫакна пӗлмен; эпӗ ҫав кимме туянтӑм та уншӑн ҫулталӑк вӗҫӗнче вӑтӑр пилӗк доллар пама пултӑм; анчах киммине ҫав каҫах вӑрласа кайрӗҫ, тепӗр кунне хӑрах ураллӑ негр панкрута тухрӑм тесе пӗлтерчӗ.

Один негр, которого зовут Боб, поймал большую плоскодонку, а его хозяин про это не знал; я ее купил и сказал, что дам ему в конце года тридцать пять долларов; только плоскодонку украли в ту же ночь, а на другой день одноногий негр объявил нам, что банк лопнул.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вара, тӑна кӗнӗ пек, пӗр самант тӑпах тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра Грицько кӗсменпе ҫине тӑрса ишме пуҫларӗ, кимӗ хытӑ кайрӗ; акӑ вӑл ҫӑлкуҫсем ҫуркаласа пӗтернӗ чӑнкӑ ту ҫумӗпе иртет, чулсем тӑрӑх, шултӑра куҫҫуль пек, тӑрӑ шыв юхса анать; акӑ кимӗ шыв ҫинче усӑнса тӑракан йывӑҫсен сулхӑнне лекет, ҫынсен пӗшкӗнсе ларма тиврӗ — кимӗ ҫӑра ҫулҫӑсен айӗпе иртет; унтан сарлака шыв варрине тухрӗ, шыв ҫинче сӑрт хыҫӗнчен пӑхакан хӗвел куҫа йӑмӑхтарса ялтӑрать…

Потом, как бы опомнившись, секунду постояла на месте, Грицько налег на весла, и лодка понеслась вперед мимо отвесных стен, источенных родниками, струйки которых, чистые, как серебро, стекали по камням, потом поплыли в тени, под склонившимися на воду ветками, под густой кровлей листьев, так чти людям приходилось низко нагибать головы; наконец выбрались на середину реки, залитой слепящими лучами выглянувшего из-за скалы солнца…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кимӗ патне ҫитсен, ӑна вӑл малтан кимӗ хӗррине майӗпен лартрӗ, унтан кимӗ ӑшне ашшӗпе юнашар вырнаҫтарчӗ.

Дойдя до лодки, он осторожно посадил его сперва на борт, а затем на дно, подле отца.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кимӗ тӑвас ӗҫе нумай вӑй хутӑмӑр, — унӑн тулашне пуртӑпа чукласа якатрӑмӑр, ҫапла вара пирӗн чӑннипех те тинӗсре ҫӳремелли пысӑк кимӗ пулса тӑчӗ; кимӗ хӳри ҫӳллӗ, аяккисем ҫирӗп пулчӗҫ.

Мы потратили на нее много труда, обтесали ее снаружи топорами, и у нас получилась настоящая морская лодка, с высоким килем и крепкими бортами.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Икӗ кимӗпе» тени вӗсен чӗлхинче пысӑк шлюпка тенине, ахаль кимӗрен икӗ хут пысӑк кимӗ тенине пӗлтерет иккен.

На его языке две лодки означает большую шлюпку, по крайней мере вдвое больше обыкновенной пироги.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑшт тӑрсан, кимӗпе тинӗс хушшине виҫсе пӑхрӑм та канал алтма шут тытрӑм: шыв патне кимме илсе пыма май ҫук пулсан, шывне кимӗ патне илсе пырӑп, терӗм.

Тогда я вымерил расстояние, отделявшее пирогу от моря, и решил вырыть для нее канал: если нельзя было провести лодку к воде, оставалось провести воду к лодке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек.

— Бросают зеленые волны нашу маленькую лодку, как дети мяч, заглядывают к нам через борта, поднимаются над головами, ревут, трясут, мы падаем в глубокие ямы, поднимаемся на белые хребты — а берег убегает от нас всё дальше и тоже пляшет, как наша барка.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Эпӗ пуринчен малтан брезейт кимӗ куртӑм, тӗрӗсрех каласан, вӑл кимӗ пулнӑ иккенне тавҫӑрса ҫеҫ илтӗм, икерчӗ пек лапчӑннӑччӗ вӑл, хӑрах аякки шывпа ҫийӗннӗ ҫӗр айӗнчен курӑнса тӑратчӗ, вӑл кимме ҫуна ҫине вырнаҫтарса лартнӑ.

Я первый увидел брезентовую лодку, то есть, вернее, понял, что этот сплющенный блин, боком торчащий из размытой земли, — лодка, да ещё поставленная на сани.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тинӗсре чӗркуҫҫи таран шывра тӑрса, Гаврик кимӗ хыҫне атма хунӑ та, чупса пырса, кимме тӗртсе янӑ, хӑй кимӗ хӗрри ҫине кӑкӑрпа выртнӑ.

Стоя по колено в море, Гаврик поставил на корму садок для рыбы — маленькую закрытую лодочку с дырками, сильно толкнул шаланду, разбежался и лег животом на борт.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм.

«Ты видел, — отвечала она, — ты донесешь!» — и сверхъестественным усилием повалила меня на борт; мы оба по пояс свесились из лодки, ее волосы касались воды: минута была решительная, я уперся коленкою в дно, схватил ее одной рукой за косу, другой за горло, она выпустила мою одежду, и я мгновенно сбросил ее в волны.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

22. Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ.

22. На другой день народ, стоявший по ту сторону моря, видел, что там, кроме одной лодки, в которую вошли ученики Его, иной не было, и что Иисус не входил в лодку с учениками Своими, а отплыли одни ученики Его.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ; лешӗсем пырсан, икӗ киммине те туллиех тултарнӑ та, киммисем те пута пуҫланӑ.

7. И дали знак товарищам, находившимся на другой лодке, чтобы пришли помочь им; и пришли, и наполнили обе лодки, так что они начинали тонуть.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех