Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кимӗ сăмах пирĕн базăра пур.
кимӗ (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Вӑл пӗр кимми ҫине, Симон кимми ҫине, ларнӑ та ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ; вара халӑха кимӗ ҫинче ларса вӗрентнӗ.

3. Войдя в одну лодку, которая была Симонова, Он просил его отплыть несколько от берега и, сев, учил народ из лодки.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӑвар кимми тӗл пулсан — Хуҫи сыхлан тапӑнсан: Кӗтмен ҫӗртен типӗ шар, Е ҫур кимӗ тӑвар пар, Вара иртӗн малалла Атӑл тарӑх тӑвалла.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Каҫар, манӑн шӑпчӑкӑм, кимӗ лартнӑ гараж уҫҫине тем чул шырасан та тупаймарӑм, кимӗпе тепӗр чухне ярӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Кашни 10 ача пуҫне пӗрер кимӗ туянсан, аслӑрах классенче 120 ача — 12 кимӗ кирлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Кимӗсем Чалӑма ҫитсен крепоҫре темиҫе хутчен тупӑран печӗҫ, Али-Акрам ӑна илтсе чӑтса тӑраймарӗ, кимӗ ҫинчи чатӑр кавирӗсене турта-турта антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫӗнӗ те пысӑк кимӗ патне ҫитсен утне тап! чарчӗ те пурне те кимӗсемпе сулӑсем ҫине ларма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑннӑ ҫынсемпе вӗсен тарҫисем пурте ҫак кимӗ ҫинче лараҫҫӗ, — терӗ Бибар Растов кимӗ ҫинчи таҫта уява кайма хатӗрленнӗ пек капӑр тумланнӑ ҫынсем ҫинелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода патне ҫывхарас умӗн патша кимми ҫинчи кӗсменпе ишексем ӗҫлеме пӑрахрӗҫ те, пысӑк кимӗ хӑйӑрла ҫырана сулӑм вӑйӗпе ҫеҫ пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Карачӑм, кимӗ командирӗ пулнӑ пек, команда пачӗ те, кимӗсем хускалса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ кимӗ ҫинчи ҫамрӑксем те пӗр-пӗрин кӗсменӗсенчен, кимӗ хӗррисенчен пӗр харӑсах ярса тытрӗҫ, ҫавна пула хӑйсене шыва путассинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ Карачӑмсен киммине хумсем ҫине-ҫине темиҫе пырса ҫапрӗҫ, ун ҫинчи ҫынсем пӗр вӑхӑтлӑха кӗсмен сулӑмне ҫухатрӗҫ курӑнать, кимӗ, шыв ҫинче сӑпка пек вылянса, хумсене май ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кимӗ сывлӑшра турпас татки пек чикеленсе шывалла чӑмрӗ, чылай аякра ишсе тухса тепӗр кимме хыттӑн пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша пуррисем лашапа катаччи чупрӗҫ, кимӗ пуррисем Атӑлпа Казанка ҫинче кимӗсемпе ярӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимӗ пушанса юлчӗ — юлашки хут пуртӑ ҫӗклекен ҫынӗ никам тӗртсе ямасӑрах вӑйсӑррӑн кимӗ айккине шуса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ҫырана анса кимӗ ҫине вырнаҫрӗҫ те кимӗпе ишсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑма ҫине сарнӑ кавир тӑрӑх элчӗсем утса кӗнӗ-кӗменех ҫӗлен пуҫлӑ кимӗ ҫунат хушнӑ пек пулать — ун ҫийӗн шап-шурӑ ҫилкӗҫ ҫӗкленет, кимӗ икӗ айккипе вӑрӑм кӗсменсем шыва шӑмпӑртаттарма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимме шыва антарсан вӑл унта кӗрсе ларчӗ, Цаупере вара хыҫалта кӗсмен йӑтса тӑрать, кӗҫех кимӗ юхан шыв варрине ишсе тухрӗ.

Столкнув лодку на воду, он сел, а Цаупере стал сзади с веслом, и пирога выплыла на середину реки.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсем ҫула тухнӑ ҫыран чӑнкӑ, шывӑн хӑвӑрт юхӑмӗ кимме малалла вирхӗнтерчӗ; авӑсма тивмерӗ, кимӗ — кӗсменсӗрех — васкаса утакан ҫын хӑвӑртлӑхӗпе пырать.

Берег, от которого они отправлялись, был крут, и быстрое течение реки стремительно понесло лодку; без весел она пошла со скоростью быстро шагающего человека.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Лар, музунгу, — терӗ негр кимӗ шырама каяс умӗн тӗм хушшине пытарнӑ мӗн пур япалана кимӗ ҫине куҫарса хурсан.

— Садись, музунгу, — сказал негр, перенося в пирогу всю поклажу, спрятанную среди кустов на время поисков лодки.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӑйне хӑй вӗлерӳҫӗ ҫак самантра пач кӗтмен ҫӗртен аялалла вирхӗнчӗ, кимӗ ҫине кӗрсе ларчӗ те самантрах ҫыранран хӑпрӗ, старик пӳрнисем — йӑрӑлӑхӗ йӑшнӑран — вӑйлӑн авӑсакан кӗсменпе кӗрешме мехел ҫитереймерӗҫ, кимме хӗрринчен ҫатӑрласа тытма дюйм ҫеҫчӗ, анчах тӑсӑлнӑ хальлӗнех юлчӗҫ.

как самоубийца, воспряв, неожиданно кинулся вниз, завладел лодкой и отплыл в тот момент, когда пальцы старика, менее проворного, чем судорожная работа веслом, на дюйм лишь не достигнув борта, остались протянутыми к убегающей лодке.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех