Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑрах аллипе хӑй патнех шутарса лартнӑ котелока хӗрринчен ҫирӗппӗн тытса, Ваня тепӗр аллинчи кашӑкпа пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах касса хунӑ ыраш ҫӑкӑрӗн пысӑк чӗллисем ҫинчен куҫ илмен, — вӗсене тытма унан алли пушӑ пулман.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫав вӑхӑтра Ваня Солнцев разведчиксен палаткинче, чӑрӑш тураттисем ҫинче, ҫара урисене хӑй айне авса, котелокран пысӑк йывӑҫ кашӑкпа вӗри те тӗлӗнмелле тутлӑ, ҫӗрулми, сухан, сысна какайӗ, пӑрӑҫ, ыхра тата лавровӑй лист ярса пӗҫернӗ яшка ҫисе ларнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
– Каллех шаркку! – чӳлмеке кашӑкпа шаккарӗ чикан.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
«1968 ҫул. Август уйӑхӗ. Любовь Тимофеевна Космодемьянская пӳрчӗ умне ҫитрӗмӗр те алӑка шаккарӑмӑр. Шалта такам кашӑкпа стаканри чее пӑтратнӑ сасӑ илтӗнет. Анчах алӑка уҫакан ҫук. Любовь Тимофеевнӑн никама та курас килмест пуль тесе шутларӑмӑр эпир. Унтан алӑк айне ҫыру хӑварса каялла кайма тытӑнсан: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!» – тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Хӑрах аллипе вӑл ҫӑкӑр та тытса ҫиет-ха, анчах кашӑкпа ӗҫлеймест.
Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
«Польша чиккинчен каҫрӑмӑр та Германие кӗриччен пуйӑс чарӑнчӗ. Эпӗ эшелон дежурнӑйӗн пулӑшуҫи пулнӑ май лару-тӑрӑва уҫӑмлатма кайрӑм. Пӑравус умӗнче нимӗҫсем тӑраҫҫӗ: пушӑ икӗ пӗчӗк хуран тытнӑ та кашӑкпа шаккаҫҫӗ. Вӗсем выҫӑ пулнине тӳрех ӑнлантӑм, хамӑрӑн салтаксене яшка илсе килме хушрӑм. Хуранпа яшка илсен нимӗҫсем сигнал пачӗҫ те пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ», — калаҫу ҫӑмхи малаллах сӳтӗлчӗ.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
Шаларах чикме тӑрсан атте кашӑкпа пуҫран шак! тутаратчӗ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№