Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касса сăмах пирĕн базăра пур.
касса (тĕпĕ: касса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов ҫакна самантрах ӑнланса илчӗ, ун чӗрине савӑнӑҫ касса кайрӗ, кӑштах хӑйӑлтатакан сасси хаваслӑн янӑрарӗ:

За какой-то миг все это дошло до сознания Давыдова, острой радостью коснулось его сердца и сделало голос приподнятым и чуть охрипшим:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫар службинче чухне полкри утсен ӑмӑртӑвӗнче, хӗҫпе касса, юланутпа ӑста чупса, ялан чи паха парнесем илнӗ.

На действительной службе в полку всегда первые призы забирал по скачке, по рубке и по джигитовке.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӳлӗмӗнче ун, пукан хыҫӗ ҫинче, пир тӑрӑхӗнчен касса илнӗ ал шӑлли ҫакӑнса тӑрать, кӗтесре пӗр кӑкшӑм сивӗ ҫӑл шывӗ ларать.

На спинке стула у него в комнате висело холстинное полотенце, в углу стоял кувшин холодной колодезной воды.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, тахӑшӗ шӑпах ҫав надзирателӗн ҫивӗтне касса янӑ та хӑй таҫта пытаннӑ.

— А помнишь, вскоре у самого надзирателя срезали косу, и ему пришлось скрыться.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ҫине тӑрсах хирӗҫлекенсене пурне те касса пӑрахнӑ, ваттисем вилсе пӗтнӗ, ҫапла майпа ҫивӗтсем сыпӑнчӗҫ темелле, анчах кӗҫех вӗт Хун Сю-цюаньпе Ян Сю-цин шавласа кайрӗҫ.

— Неблагонадежных всех вырезали, приверженцы старых порядков сами поумирали, косы вошли в обычай, но тут восстали Хун Сю-цюань и Ян Сю-цин.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Тепӗр сӑмах кӑна хушнӑ пул, эпӗ сана йытта каснӑ пек касса тӑкатӑп!

Если ты скажешь еще хоть одно слово, я зарублю тебя как собаку!

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Чарӑнӑр! — касса татрӗ Половцев.

— Перестаньте! — резко сказал Половцев.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл фольгаран касса кӑларнӑ парне укҫисене чӗртсе ҫунтарчӗ, икӗ тенкелпе хӑшпӗр тумтирӗсене салук шучӗпе хурса, Шань-сы валли икӗ юань укҫа тупрӗ: пулӑшакансене валли кучченеҫ хатӗрлемелле-ҫке-ха.

Она сожгла связку жертвенных денег из серебряной фольги, заложив две скамейки и пять платьев, раздобыла два юаня, чтобы приготовить угощение для помощников.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Парне укҫин ылтӑнланӑ хучӗсен касса илнӗ ҫыххине карҫинккаран ҫакса янӑ.

свисала нитка с нанизанными жертвенными деньгами.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Хуа Да-ма утма ҫулӑн сылтӑм енчи ҫӗнӗ вилтӑпри патне пырса ҫитрӗ, пахча ҫимӗҫсем касса хунӑ тӑватӑ турилккепе рис чашкине вырнаҫтарса лартрӗ те хӑй макӑрма тытӑнчӗ.

Только рассвело, а старуха Хуа уже стояла над свежей могилой справа от тропинки, она успела принести жертву: четыре блюдечка с овощами и чашку с рисом, и всплакнуть.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫын какайне пӗр татӑк касса ҫиме май пур-тӑк, ҫыннипех ҫисе яма та пулать ӗнтӗ.

Но раз можно съесть кусок, значит, можно съесть и человека целиком.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫавӑн чухне пичче мана ҫапла каланӑччӗ: «Ашшӗ-амӑшӗ чирлесен, ывӑлӗн хӑй какайне касса илмелле те вӗсене пӗҫерсе памалла. Ҫавӑн пек ывӑла кӑна лайӑх ҫын теме пулать».

Брат сказал тогда, что, если отец или мать заболеют, сын должен вырезать у себя кусок мяса, сварить и предложить родителям съесть: только в этом случае его можно назвать хорошим сыном.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Пӗлтӗр, хулара пӗр айӑпа кӗнӗ ҫынна касса вӗлернӗ чух, чахотка чирӗпе асапланакан темле ҫын ҫӑкӑр чӗллине вилнӗ ҫын юнӗ ҫине пуҫса илетчӗ те ӗметчӗ.

В прошлом году, когда в городе казнили преступника, какой-то чахоточный макал пампушку в кровь казненного и облизывал ее.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Тин ҫеҫ касса вӗлернӗ ҫыннӑн чӗрӗ юнӗпе йӗпетнӗ пампушка ҫисенех хӑйсен чирлӗ ывӑлӗ сываласса иккӗшӗ те ӗненеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Унтан вӑл, чук вырӑнӗ еннелле ҫаврӑнса тӑрса, пулӑшаканӗ аллинчен хӗрле ура лаппиллӗ шурӑ кӑвакарчӑна илнӗ, кайӑкӑн пуҫне касса татнӑ та кӑкӑрӗнчен чӗрине кӑларнӑ, вара ун юнӗпе чӳк вырӑнне те таса ҫӗҫҫе сирпӗтнӗ.

И затем, обернувшись к жертвеннику, он принял из рук помощника белого голубя с красными лапками, отрезал птице голову, вынул у нее из груди сердце и кровью ее окропил жертвенник и священный нож.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Манӑн пуҫа касаҫҫӗ пулсан, эпӗ те касса ҫӳреме пуҫлатӑп.

Раз меня казнят, и я буду казнить.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Касса йӑвантарӗҫ сана, ҫарамаслантарӗҫ, санӑн илемне — тураттусемпе хунавусене — пуртӑсемпе иртсе пӑрахӗҫ те хӑвна пӗве патне турттарса кайӗҫ, вара пӗве пӗвелекен вырӑна свай туса, ҫӗр ӑшне ҫапса лартӗҫ… — тесе шухӑшларӗ Яков Лукич, лаштра сарӑлса ларакан юманӑн тӑрри ҫине пӑхкаласа.

Свалют тебя, растелешат, отсекут топорами твою красу — ветки и отростки, и повезут к пруду, сваей вроют на месте плотины… — думал Яков Лукич, снизу вверх посматривая на шатристую вершину дуба.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чутласа паллӑ турӗ, хуйӑрне касса хӑйпӑтнӑ тӗле кӑранташпа «Г. К.» тесе ҫырса хучӗ, унтан йывӑҫ сӗткенне юхтарса выртакан чӗрӗ турпаса урипе аяккалла тапса ывӑтрӗ те чӗлӗм туртма ларчӗ.

Сделал надтес, надписал на обнаженной от коры боковине чернильным карандашом «Г.К.» и, откинув ногой сырую, кровоточащую древесным соком щепу, сел покурить.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юманлӑх сӑмсахӗнче вӑл ултӑ-ҫичӗ юмана касса паллӑ турӗ, тепӗр юман патне пырса тӑчӗ.

На краю отножины натесал штук шесть-семь дубов, подошел к очередному.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Касса ҫарататӑп та намӑс курса ҫӳреме кӑларса яратӑп.

Остригу на страм и пущу.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех