Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кана сăмах пирĕн базăра пур.
кана (тĕпĕ: кана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Ҫын ӗмӗрӗнче сасартӑк пурнӑҫа улӑштаракан самантсем пулаҫҫӗ, — вӗсем тепӗр чух пӗр сехет е минут хушши кана тӑсӑлаҫҫӗ.

…В жизни человека бывают крутые, переломные моменты, — они занимают иногда только часы, а то и минуты.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ытла шӑрӑххипе те ансӑр хутлӑхах питӗ нумаййӑн чыхӑнса тулнипе ӳт-пӳ йывӑррӑн пӑсланнӑран тата атӑсен, махоркӑн, таса мар тирпе хура ҫӑкӑр ӑшра йӳҫсе пуланнин шӑршине пула ҫынсем йӑлтах халтан кайса ҫитрӗҫ ӗнтӗ, ура ҫинче те аран кана тӑркалаҫҫӗ.

Люди изнемогали от духоты и от тяжелых испарений собственных тел, скученных в малом пространстве, от запаха сапог, махорки, грязной человеческой кожи и переваренного желудком черного хлеба.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӑшалӗсене унтах хӑвартӑм, мӗншӗн тесен вӗсем мана кирлӗ пулмарӗҫ, тарне кана илтӗм.

Ружья я оставил, так как они были мне не нужны, а порох взял.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— «Халӗ пулсан, кана придворнӑй бал теме пулатчӗ, хӗрарӑмсем вара ытла та чаплӑ тумланнӑ, ҫапла, вӑхӑчӗ урӑх ҫав, платьесене урӑхла ҫӗленинченех паллӑ. Пирӗнни пек платьесем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем те курӑнкалаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫапла ахаль ҫеҫ, шӳтшӗн кӑна тумланнӑ; ҫапла, вӗсем ахаль ҫеҫ иртӗхеҫҫӗ, хӑйсен тумӗсенчен шӳтлесе кулаҫҫӗ; ыттисем ҫинче урӑхла костюмсем, темли те пур: хӗвелтухӑҫ енче тӑхӑнаканни те, кӑнтӑр енче тӑхӑнаканни те, анчах пурте вӗсем пирӗннинчен чипертерех, ҫыпӑҫуллӑрах; анчах чи паллӑ вӑхӑтри Афинӑра пурӑннӑ гречанкӑсем тӑхӑнса ҫӳренӗ тум евӗрлӗ питӗ ҫӑмӑл та ирӗк костюмсем ытларах; арҫынсем те пилӗк тӗлӗнче тытса тӑман, манти е иманти евӗрлӗ шалпар кӗпесем тӑхӑннӑ; ҫакӑ вӗсен ахаль чухне, килте тӑхӑнса ҫӳремелли тумӗ иккенӗ пӑхсах курӑнать, анчах мӗнле кӑмӑллӑ та илемлӗ вӑл тум!

— «А по-нынешнему, это был бы придворный бал, так роскошна одежда женщин; да, другие времена, это видно и по покрою платьев. Есть несколько дам и в нашем платье, но видно, что они оделись так для разнообразия, для шутки; да, они дурачатся, шутят над своим костюмом; на других другие, самые разнообразные костюмы, разных восточных и южных покроев, все они грациознее нашего; но преобладает костюм, похожий на тот, какой носили гречанки в изящнейшее время Афин, — очень легкий и свободный, и на мужчинах тоже широкое, длинное платье без талии, что-то вроде мантий и матиев, видно, что это обыкновенный домашний костюм их, как это платье скромно и прекрасно!

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сан пурнӑҫу икӗ хут пӑхса ҫаврӑнмалӑх та тӑватӑ хут сывламалӑх кана юлнӑ.

Жизни тебе осталось на два огляда и на четыре вздоха.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗттӗмре пуҫа философиллӗ шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, нервсем вӗсем имшеркке, шатра питлӗ хӗрсен тата чараксӑр ҫӑварлӑ, мигреньпе асапланакан хӗрарӑмсен кана пулаҫҫӗ.

Она способствует философским размышлениям о жизни, а нервы практически существуют только у малокровных, прыщеватых девиц и у дам, страдающих недержанием слова и мигренью.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мана пӗтӗмпех бинтпа ҫыхса пӗтернӗччӗ — пуҫа та, кӑкӑра та, урана та — эпӗ вара хулӑн кана шурӑ пукане пек пӗр хускалмасӑр выртрӑм.

Я был весь забинтован — голова, грудь, нога — и лежал неподвижно, как толстая белая кукла.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйӗн сывлӑхӗ начар тесе пӗрре кана каламан вӑл мана, ҫырӑвӗсене ҫапах та савӑнӑҫлӑ ҫырать, ӳкерчӗксем тӑва-тӑва ярать, ҫавӑнпа эпӗ унӑн сывлӑхӗ пирки шухӑша та илмен.

Она не раз мельком упоминала о своём нездоровье, но письма были такие весёлые, с рисунками, что я не придавала этим упоминаниям никакого значения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ пӗрре те Кира пек мар, тӗлӗнмелле карчӑк, артистка-декламаторша, Мускав клубӗсенче вӑл классикла произведенисене пӑхмасӑр каласа парать, хӑй пӗчӗкҫӗ кана, ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ, романтикла ҫын ӗнтӗ!

Это была чудная мама, артистка-декламаторша, выступавшая в московских клубах с чтением классических произведений, маленькая, седеющая и романтическая — не то, что Кира.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗнле каларӑм эпӗ Катьӑна, эх, мӗнле кана каларӑм!

 — Как я говорил с ней! Ох, как я говорил с ней!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех