Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӑн аҫаҫури ашшӗне Микулая фронта илсе кайрӗҫ.

Отчима Юрия - Николая - забрали на фронт.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Урисем лӗнчӗр! кайрӗҫ каччӑн.

У парня подкосились ноги.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Малтан клуба ташӑ каҫне кайрӗҫ.

Сначала пошли в клуб на танцевальный вечер.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Шел, иккӗшӗ те пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗҫ, — аса илет Пелагея Николаевна.

Жаль, оба навеки расстались с белым светом, — вспоминает Пелагея Николаевна.

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Суяпа Аннана мӗн пулса иртнине ӑнлантарма хӑйсемпе лартса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӑҫал ытла та ир ҫитӗнсе кайрӗҫ ыраш калчисем!

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак вӑхӑтра йывӑҫ турачӗсем ерипен сирӗне-сирӗне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак вӑхӑт тӗлне аванах ура ҫине тӑма ӗлкӗрнӗ ял хуҫалӑхӗ тата Раккасси ялӗ пушанса юлчӗ: вӑйпитти арҫынсемпе яшсем, чи хастар хӗрарӑмсемпе пикесем хӑйсен ирӗкӗпе фронта тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫичӗ класс пӗтернӗ Валентин Яковлев тата юлташӗсем Элшел айӗнчи вӑрмана кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чӑнахах та, куккасем те ҫунса кайрӗҫ — килсӗр юлчӗҫ.

И правда, и у дяди дом сгорел, остались без дома.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Аттене часах больницӑна илсе кайрӗҫ — вӑл унтан таврӑнаймарӗ.

Отца вскоре увезли в больницу - он оттуда не вернулся.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пысӑк хуласенче пурӑнакансем, темле концертсемпе театрсенче пулса курнӑскерсем, тӗлӗнсех кайрӗҫ: «Епле пултаруллӑ иккен пирӗн ентешсем», – тесе савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Семен Яковлевич аслӑ ывӑлӗпе — 11 ҫулти Кольӑпа — лаша урапипе выльӑх масарне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хуҫалӑхсене патшалӑх пулӑшма пӑрахрӗ те — вӗсем вакланса, пайланса кайрӗҫ.

Государство перестало поддерживать хозяйства - и они раздробились, разделились.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Унтан хӗрарӑмсем Атӑл хӗрринчи улӑха утӑ ҫулма «кайрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Унтан пире Чӑваш халӑх поэчӗн Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине пуҫ тайма илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

86 хӗрпе каччӑ, чӑваш хастарӗ икӗ автобуса вырнаҫса инҫет ҫул ҫӳреве тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Акӑ иртсе те кайрӗҫ паянхи 11-мӗш класс ачисен шкул ҫулӗсем.

Вот и прошли школьные годы у сегодняшних учеников 11-ых классов.

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Хайхискерсем ҫур сехетрен ман патран пи-и-итӗ савӑнӑҫлӑ тухса кайрӗҫ.

Этакие через полчаса ушли от меня о-о-очень веселенькие.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Тӑваттӑмӗш кунне Тӑрӑн шкулӗнчи 9-мӗш класра вӗренекенсем Янӑш шкулне тӗл пулӑва кайрӗҫ.

На четвертый день учащиеся 9-ого класса Туруновской школы отправились на встречу в Янышскую школу.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех