Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнӑран (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫланкӑ Ашак кӑмӑлне кайнӑран, вӑл унта вырнаҫнӑ.

Понравилась ослу поляна, тут он и поселился.

Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

Хӑрани иртсе кайнӑран пулас, халӗ ӗнтӗ ӑна ҫӑмӑлтарах пек туйӑнчӗ.

Видимо, потому, что страх прошел, теперь ему стало легче.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Отрядсем пуҫланса кайнӑран вара Король влаҫӗ чакнӑ — вӑл халӗ виҫҫӗмӗш отрядра кӑна пулнӑ.

С тех пор как возникли отряды, владения Короля сузились — их ограничивали теперь рамки третьего отряда.

17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Лодка кӑмӑлсӑррӑн шӑпланса ларчӗ, унтан, темле ҫӗнӗ те кулӑшла шухӑшпа сасартӑках ӑшран ҫутӑлса кайнӑран, куҫӗсене хӗссе хурса, вӗтӗ шӑлӗсене ҫутӑлтарса, хуллен кӑна лӑхлатса кулма тытӑнчӗ.

Лодка хмуро помолчала и, вдруг осветясь изнутри какою-то новою весёлою мыслью, начала тихонько смеяться, прищурив глаза, сверкая мелкими зубами.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ытла ӑсланса кайнӑран пулмалла.

Всё от большого ума, видно.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Яшка пиҫнӗ хушӑра инкӗш унран килти пурнӑҫ пирки ыйта-ыйта пӗлчӗ, ҫурчӗ ҫунса кайнӑран чун пек хута кӗрсе калаҫрӗ.

И пока варился суп, продолжал отвечать на вопросы тети, которым, казалось, не будет конца.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑтӑкӑн аялти хӗрри ура айӗнчи ҫӗрпе танах пуҫланса кайнӑран, унта кӗрсе кайма та ҫӑмӑл.

Нижний край отверстия находился в уровень с землей, и в туннель можно было войти без труда.

XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ку Париж лимузин машинӗсем утма та мантарчӗҫ, — тесе тарӑхса шухӑшларӗ те вӑл, таҫта ыратса кайнӑран, питне чалӑштарса илчӗ.

Эти парижские лимузины отучили даже ходить, — с досадой подумал он и поморщился от боли.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Те хӗрсе кайнӑран, те лару-тӑру яланхилле пулманран, сасартӑк эпӗ Соколова: — Мана — санбата, хӑвӑр пирки шарламастӑр! — тесе хутӑм.

И то ли от возбуждения, то ли от необычности происходящего я вдруг выпалил Соколову: — Меня в санбат, а сами!

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Е ку эп пӗрремӗш хут пӗччен тухса кайнӑран ҫеҫ ҫапла-и?

Или это оттого, что я впервые уезжаю один?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анна Федоровнӑпа пирӗн анне иккӗш питӗ килӗштеретчӗҫ, эвакуаципе тухса кайнӑран вара пӗрне-пӗри курманччӗ-ха вӗсем.

Анна Федоровна и мама очень дружили между собой и не виделись с отъезда в эвакуацию.

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.

А сначала каждый закрывал лицо и голову руками, беззащитно поднимая ладони к глазам, когда перед самыми зрачками сине вспыхивали железные жала вил-тройчаток или тускло посверкивала тупая белесая концевина кола; из толпы избиваемых пленных слышались и мольбы о пощаде, и стоны, и ругательства, и нутряной животный рев нестерпимой боли.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Шыв кукӑрӑлса кайнӑран вӑл…

— Это ж река завернула…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей йӑл кулчӗ те ҫутӑпа ыратса кайнӑран куҫне хупрӗ, хупсанах сарӑ ҫаврашкасемпе пӗрле Ирина ҫаврӑнма пуҫларӗ…

Сергей зажмурил глаза, и вместе с синими, оранжевыми кругами перед ним поплыла Ирина…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗнтӗ ӗнтрӗк килсе ҫитнӗ пулин те, Марийка ӑна пӗрре пӑхсах лайӑх курчӗ: питӗ ҫамрӑк вӑл, хаваслӑ сарӑ йӗкӗт, анчах пичӗ шыҫӑнса кайнӑ, юнӑхса кӑвакарса ларнӑ вырӑнсем пур, пичӗ шыҫӑнса кайнӑран ӗнтӗ, сылтӑм куҫӗ пӗчӗк ҫеҫ ҫурӑк пек кӑна курӑнса тӑрать.

И хотя уже спускались сумерки, Марийка разглядела его с одного взгляда: он очень молоденький, веселой светленькой породы, а лицо у него опухшее, в подтеках и ссадинах, и правый глаз — узенькая щелка на большой засиневшей опухоли.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӳкерчӗкӗ ку ӑсра пит чӗррӗн те калама ҫук уҫҫӑн тухса тӑчӗ те, Ромашов, тахҫантанпах ӗнтӗ пысӑк утӑмсемпе хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн хӑлаҫлаканскер те тарӑннӑн-тарӑннӑн сывлаканскер, сасартӑк тӑрӑлтатсах чӗтӗренсе илчӗ, хӑраса кайнӑран вырӑнӗнче тӑпах чарӑнчӗ, — чышкисем унӑн, шӑнӑр туртса хутлатнӑ евӗр, ҫатӑринех чӑмӑртаннӑччӗ, чӗри хыттӑн-хыттӑн тапатчӗ.

Эта картина вышла в воображении такой живой и яркой, что Ромашов, уже давно шагавший частыми, большими шагами и глубоко дышавший, вдруг задрожал и в ужасе остановился на месте со сжатыми судорожно кулаками и бьющимся сердцем.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫав ҫын хӗрарӑм пултӑр; вӑл хӗрарӑм, качча кайнӑран, питӗ ирӗк пурӑнать пултӑр; вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе питӗ кӑмӑллӑ пултӑр; ҫавӑн пек чухне ӑна хӑйӗн савӑнса пурӑнакан лайӑх пурнӑҫне кам ҫухаттарасшӑн пулӗ-ха?

Предположу, что этот человек — женщина; предположу, опять-таки в смысле отвлеченной гипотезы, что это положение, в котором ему привольно жить, — замужество; предположу, что он доволен этим положением, и говорю: при таких данных, по этой отвлеченной гипотезе, кто имеет право подвергать этого человека риску потерять хорошее, которым он доволен, чтобы посмотреть, не удастся ли этому человеку приобрести лучшее, без которого ему легко обойтись?

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл пӗр аллине кунтӑк йӑтнӑ, кунтӑкӗнче чӗпӗ кӑларма пуслӑха хунӑ хур ҫӑмартисем выртаҫҫӗ, тепӗр аллине тӳлекленсе ларнӑ, шап-шурӑ юрпа тата хӗвелпе алчӑраса кайнӑран курми пулнӑ хур амине тытнӑ.

Она несла в одной руке кошелку с насиженными гусиными яйцами, в другой — притихшую, ослепленную снегом и солнцем гусыню.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах пӗр утӑм ҫеҫ тума ӗлкӗрчӗ, кӗл чечексен пуххине ҫатӑрласа тытнӑ алли йӗппе чикнӗ чухнехи пек ыратса кайнӑран тӑпах чарӑнчӗ, ҫеҫкесем ҫул ҫине сапаланса ӳкрӗҫ.

Но не успела делать и шага, как рука, державшая букет роз, почувствовала колющую боль, как от острой иглы, и цветы рассыпались по дороге.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Мускавран хам тухса кайнӑран вара Инҫетри Ҫурҫӗрте пысӑк ӗҫсем пула-пула иртнӗ-мӗн, ҫавсене пула Р. контр-адмирал хӑйне ӗҫлеме хушнӑ вырӑна ҫинчех вӗҫсе кайнӑ.

Со времени моего отъезда из Москвы на Крайнем Севере произошли события, которые заставили контр-адмирала Р. немедленно вылететь к месту назначения.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех