Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: алӑ ҫупнӑшӑн, урупа тӑпӑртатса тӑнӑшӑн, Израиль ҫӗрӗнчен йӗрӗнсе чунтан хӗпӗртенӗшӗн 7. акӑ Хамӑн аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана халӑхсене ҫаратма парӑп, сана халӑхсем хушшинчен пӗтерӗп, сана ҫӗрсен шутӗнчен кӑларса пӑрахӑп; аркатса тӑкӑп сана, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Мӑнаҫлӑх кунусенче эсӗ хӑвӑн Содома йӑмӑкна аса та илмерӗн, 57. ҫылӑхусене ҫиеле кӑлариччен аса илмерӗн, ҫылӑхусем вара Сири хӗрӗсемпе ҫав таврари пӗтӗм халӑхран тата филистимсен хӗрӗсенчен мӑшкӑл тӳснӗ чухне, вӗсем сан ҫине пур енчен те йӗрӗнсе пӑхнӑ чухне, ҫиеле тухрӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах вӗсене уншӑн та, урӑххишӗн те, йӗрӗхсене пуҫҫапса Турӑ ҫинчен йӗркесӗр шухӑшланӑшӑн та, таса йӗркерен йӗрӗнсе суя тупа тунӑшӑн та айӑплӗҫ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам та кам юратушӑн мӗнпур пурлӑхне пама хатӗр, йӗрӗнсе ҫеҫ хӳтерӗҫ ӑна.Если бы кто давал все богатство дома своего за любовь, то он был бы отвергнут с презреньем.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Суя чӗлхе-ҫӑварсем — тӳрӗ ҫын ҫинчен сӗмсӗр, мӑнаҫланса, йӗрӗнсе калаҫакансем — чӗнейми пулччӑр.19. Да онемеют уста лживые, которые против праведника говорят злое с гордостью и презреньем.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чунӑм мӗнрен йӗрӗнсе тӑратчӗ, ҫавӑ маншӑн ҫимӗҫ пулса тӑчӗ.7. До чего не хотела коснуться душа моя, то составляет отвратительную пищу мою.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсен аслӑ ҫыннисене вилӗм аллине панӑ, илӗртсе улталанине курнӑ выртан вырӑнне юнпа пӗветнӗ, чурисене хуҫисем ҫумӗнче, хуҫисене хӑйсен чаплӑ пуканӗ ҫинчех вӗлерсе тухнӑ, 4. вӗсен арӑмӗсене ҫаратма панӑ, хӗрӗсене тыткӑна панӑ, мӗнпур тупӑша Хӑв юратакан ывӑлусем хушшинче уйӑрнӑ, вӗсем Эсӗ тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшнӑ, хӑйсен юнне ирсӗрлетнинчен йӗрӗнсе Сана пулӑшма чӗннӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Туррӑмӑр, илтсемччӗ пире, пирӗнтен епле йӗрӗнсе кулаҫҫӗ, вӗсен хӑртса каланӑ сӑмахӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑр; вӗсем тыткӑна, ют ҫӗре лекчӗр, мӑшкӑл курччӑр, 5. вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ан каҫар, вӗсен ҫылӑхӗ те Сан умӑнта ан ҫухалтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӳме юсакансене кӳрентерчӗҫ!
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Хорон ҫынни Санаваллат, аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, Арави ҫынни Гешем пирӗнтен кулчӗҫ, йӗрӗнсе каларӗҫ: мӗн ӗҫ тӑватӑр вара эсир?
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Давида курсассӑн, филистим ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен туррисенӗн кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр; вӗсем ҫинчи кӗмӗле е ылтӑна илме ан шутла: ку вӑл саншӑн серепе пулса ан тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, ирсӗр япала; 26. ирсӗр япалана хӑвӑн килне илсе ан кӗр, ун пек тупаланмалла ан пултӑр; унран пӑрӑн, унран йӗрӗнсе тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — пӗтермелле тупаланӑ япала.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.