Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫырма хӗрне эпӗ кивӗ йӗрпе кайрӑм, малтан васкаса утрӑм, ҫывхарнӑҫемӗн хуллентерех те шӑппӑнрах утма тытӑнтӑм.Я пошел по старому следу сначала быстрым шагом, а потом все тише и тише.
Пулӑҫӑ-ӳхӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 81–83 с.
Ҫавӑнпа та эпир каялла таврӑнма шут тытрӑмӑр: анчах хамӑр йӗрпе мар, шывӑн тепӗр ҫыранӗпе, мӗншӗн тесен унта йывӑҫсем те, ҫӑра тӗмӗсем те сахалтарах.
Вӑрманти легенда // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 61–64 с.
Вуласа тухнӑ кӗнекене сӳтсе явни ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратма, калаҫӑва ҫӗнӗ йӗрпе яма пулӑшать.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унтан пӑвӑнса тухакан сасӑпа: — Усал-синкер, тух! тух! Ҫак килйыша ырӑ кун пар, пархатар кӳр, аслӑ Пихампарӑн сӑвапӗ ҫиттӗрех мӗскӗнсене! — тесе, ҫатмари шыва шӑпӑрӗ ҫине сапать, шӑпӑрӗнчен тӗрлӗ еннелле шывне сирпӗтет, кайран Шерпике, ҫав шӑпӑра чӑмӑртаса тытса, кӑмака картлашкинчен шӑрпӑк илет те ҫара пуҫӑн, ҫарран пӳртрен пӑлтӑралла тухса каять — Шерккей хуҫам, ут ман йӗрпе, — хушать вӑл ҫак ӗҫ пӗтессе кӗте-кӗте аптранӑ Шерккее, хӑй вара — лара-тӑра пӗлмен хӗрача тейӗн — хапха патнелле вирхӗнет.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл эрех сыпнине пӗрре пӑхсах чухлама пулать: хӗрӗнкӗ пуҫпа вӑл яланхи пек мар — урине чӗркуҫҫи тӗлӗнче ним чухлӗ те хутлатмасӑр каҫӑрӑлса утать; утасса, ҫип ҫапна йӗрпе пынӑ пек, пӗр пӑркаланмасӑр та тайӑлмасӑр, куҫӗ тӗлне палланӑ ҫынсем пулсан та, вӗсене пӑхмасӑр, чӑлт тӳррӗн утать.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вара самантрах, тен, пӗр секундӑн пинӗмӗш пайӗ чухлӗ ҫеҫ шутланакан вӑхӑт хушшинче каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та, Тойво тунӑ йӗрпе, ман хыҫҫӑн, питех хӑвӑрт икӗ теҫетке яхӑн боец аннине курах кайрӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Федор алла кобза тытатчӗ те вӗсем вӑрахчен калаҫса ларатчӗҫ, вара Петрӑн шухӑшӗсем пӗр тикӗс йӗрпе шума пуҫлатчӗҫ, малаллахи ӗмӗчӗсем те ҫирӗпленсех пыратчӗҫ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ак халь ӗнтӗ, шалти иккӗленӳллӗ туйӑм ҫумне мӗн ӑнланса илни пӗрлешет те каять вара пӗр йӗрпе.А теперь к инстинкту присоединилось сознание, и оба пойдут в одном направлении.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ыттисем вара ҫав тӗп пайне хушнӑ май ҫыхӑнса кӗрсе пынӑ, мӗншӗн тесен, — иртнӗ темӑна тепӗр хут хускатнӑ хыҫҫӑн, — шухӑшламасӑр-тумасӑрах ҫӗнӗ сценӑсем кӗртсе хунипе ҫырлахма пултарайман эпӗ, ҫавӑнпа вара, паллах, ӑс-пуҫа сӑнарланни малтанхи йӗрпе пырса повеҫӗн хушӑннӑ сыпӑкӗсене те кӗрет.
Автортан // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак икӗ ҫыннӑн шухӑшӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫмарӗҫ пулсан та, пӗр йӗрпе пырса, паллӑ мар ӗмӗтсемпе пӗрлешрӗҫ.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Ман йӗрпе пырӑр.
6 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Сулӑ пӗр тӳрӗ йӗрпе хӑвӑрт ишсе пырать.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫавӑн пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: эпир аялалла мар, тӳрӗ йӗрпе ытларах пыратпӑр пулӗ, тетӗп.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Асран ытлах пуянах марскер, политикӑллӑ сарлака комбинацисем вырӑнне часрах интригасем енне сулӑнаканскер, Петлюра пӗчӗк вӑрттӑн «событисем» тӑвас енӗпе уйрӑмах пултаруллӑ, вӑл ӗҫе пӗр вӑхӑтрах пӗрне пӗри хирӗҫ икӗ йӗрпе илсе пыма ӑста, ӗҫе час пуҫлать, ӗҫне кӗтмен хутран пуҫласа янине унӑн тӑшманӗсем кӑна мар, тусӗсем те сиссе ӗлкӗреймеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Саша, Шукурбек, Володя тата Соколов ман йӗрпе пыраҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кӑшт ҫеҫ шыва перӗнсен те вӑкӑрсем хӑйсем пынӑ йӗрпе каялла сиксе ӳкеҫҫӗ.Быки, едва коснувшись воды, возвращались по своим собственным следам.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Урӑх йӗрпе кӗрсе кайрӗ пулсан пурнӑҫ вӑл — урӑх пурнӑҫ.Коль жизнь наша пошла по другой колее, это уже не наша, другая, жизнь.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Акӑ мӗн пӗлтӗм эпӗ кайран: Федосеев лётчикран уйрӑлсан, икӗ сехетрен ман йӗрпе Лютта ятлӑ йытӑ ҫынсене лётчик патне илсе ҫитернӗ иккен.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Халӗ ӗнтӗ Мӗтри Энтип пичче пекех хӑйӗн хуҫи пулать тесе шутласа, вӑл йӗри-тавра чупса ҫӳреме тытӑнчӗ те мулкач йӗрне тупрӗ, ҫав йӗрпе вара вӗре-вӗре малалла кайрӗ.
XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Мулкач ури йӗрне тилӗ ури йӗрӗнчен уйӑрса илме ман пур чухлӗ ҫутӑлсан, эпир мулкач йӗрне илтӗмӗр те, ҫав йӗрпе кайрӑмӑр; вара, паллах ӗнтӗ, вӑл пирӗн пӗр ҫапӑ купи патне илсе пычӗ.
Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.