Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
йӗнер (тĕпĕ: йӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ питли лашаран тайӑнтарнӑ Нуарес хул пуҫҫи урлӑ йӗнер ҫине сиксе ларчӗ те сиккипе чуптарчӗ, виле тайӑлса ӳкрӗ; Фиас печӗ.

Краснощекий прыгнул в седло через плечо прислоненного им к лошади Нуареса и поскакал прочь; труп, согнувшись, упал; Фиас выстрелил.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Кӗпҫесенчен шурӑ тӗтӗм ҫаврашки сирпӗнсе тухрӗ — шӑпах ҫак самантра Фиас йӗнер ҫумне тӗршӗнчӗ.

Фиас пригнулся к седлу в тот самый момент, когда из стволов грянул белый клубок дыма.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Пӗр вӑхӑт уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑва аса илтерекен сасӑсене вӑрман хӑй кӑларнӑн туйӑнать; унтан Ганэльпе юнашарах самантлӑх чарӑнса, сӑрӑ тата хура лашисене уттарса икӗ ҫын иртсе кайрӗ; иккӗшӗ те Роэнк пекех тилӗ ҫӗлӗкӗпе, йӗнер сӑмсинчен тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмлӑ утиял ҫавӑрса хунӑ.

Некоторое время казалось, будто сам лес роняет звуки, напоминающие полувнятный шепот; затем, почти вплотную к Ганэлю, шагом, на серой и черной лошадях проехали двое, смутно похожие на Роэнка лисьими шапками и свернутыми у седельных лук одеялами из цветной шерсти.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Дэзие кӑмӑллакансем йышлӑ, вӑрлаканни вара — Гоан Гнор; каҫ пулттипе — ку вӑхӑтра чухлама питех те хӗн: халь-халь анса ҫухалакан хӗвел ҫутинче урамӑн тусанлӑ катинче — те шыв ӗҫсе таврӑнакан вӑкӑрсем сӗкӗшеҫҫӗ, те ҫӑварне алӑпа хупланӑ хӗре йӗнер ҫине йӑтса хураҫҫӗ…

У Дэзи было много поклонников, а похитил ее Гоан Гнор вечером, когда в пыльной перспективе освещенной закатом улицы трудно разобрать, подрались ли возвращающиеся с водопоя быки или, зажимая рукой рот девушки, взваливают на седло пленницу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Темиҫе хут ӑнӑҫсӑр хӑтланнӑ хыҫҫӑн йӗвен вӗҫне тинех ҫаклатрӗ те йӗнер ҫине сиксе улӑхрӗ, кутӑнлашакан чӗр чун пуҫне Конкаиб еннелле ҫавӑрчӗ.

После некоторых неудачных попыток он схватил наконец повод, взлетел на седло и обратил голову артачащегося животного в сторону Конкаиба.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Йӗнер ҫинчи сумккаран тепӗр икӗ ҫыру тухса ӳкрӗ.

Еще два письма выпали из седельной сумки.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Йӗнер ҫумӗнчи уҫӑ сумкка хуппи ут утмассерен чӗтрене-чӗтрене хутланать, унран пӗр-пӗрин тӑрӑх шӑва-шӑва анса, сӑран борт хӗрринче ҫаврӑна-ҫаврӑна суркӑчланӑ конвертсем ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.

У седла лошади при каждом шаге вздрагивала откинутая крышка сумки, откуда, скользя друг по другу и перевертываясь на краю кожаного борта, сваливались запечатанные конверты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ӑна малта йӗнер ҫинче питӗ илемлӗн те ҫӑтӑ ларакан хӗрарӑм ҫул кӑтартса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти ҫумне уйрӑмшарӑн, анчах пӗри теприн патӗнчен курӑнмалла кӑкарса хунӑскерсем, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсемпе михӗсене йӗнер ҫумне ҫыха-ҫыха хучӗҫ те, малтан Валет, ун хыҫҫӑн Телегин килнӗ ҫулпа каялла Йӗпреҫрен тухрӗҫ, ирхине ыттисем вӑрманалла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, хӑйсем те сылтӑмалла кӗчӗҫ, малалла вара пӗрлех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курносов йӗнер ҫинчен вӑшт кӑна сиксе анчӗ, самантрах куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юланутпа ҫул ҫӳрекенскер, йӗнер ҫинче кӑна ларса пынипе, ҫумӑртан юпӑнчӑпа витӗннӗ пулин те, ӗнтӗркесе кайнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрмана шаларах кӗчӗҫ те, тинех лӑш сывласа илсе, канма ларчӗҫ, утсене курӑк ҫине яриччен йӗнер ҫумӗнчи хутаҫра камӑн мӗн пуррине кӑларса, кӑштах ҫырткалам пекки турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Амӑшӗ Синопӑна йӗнер ҫинчен ывтӑнса юлнӑ самантра хуса ҫитнӗ.

Мать догнала Синопу как раз в ту минуту, когда он был выброшен из седла.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пурӑш пурӑнакан шӑтӑка курсан, вӑл сасартӑк аяккалла сикнӗ, Синопа ҫакна кӗтменскер, йӗнер ҫинчен ывтӑнса юлнӑ.

Увидев нору барсука, он внезапно отскочил в сторону, и Синопа, не ожидавший этого прыжка, вылетел из седла.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унпа ҫуммӑн, тачанка ҫинчен йӗнер ҫине куҫса ларнӑ Ворошилов тата Пархоменко пыраҫҫӗ.

Конь о конь с ним — Ворошилов и Пархоменко, пересевшие с тачанки в седла.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ялавпа юнашар, малта, ҫӳрен тӗслӗ Дон лаши ҫинче, хӑйӗн хуҫи пекех курпун сӑмсаллӑ, типӗ те шӑнӑрлӑ лаша ҫинче, йӗнер ҫине шӑратса лартнӑ пек, тӗксӗм сӑн-сӑпатлӑ лӑпкӑ Семен Буденный пырать.

Рядом со знаменем — впереди на рыжем донском коне, горбоносом, сухом и жилистом, как его хозяин, — шел Семен Буденный, влитый в седло, нахмуренный и спокойный.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эй, хлопцы, парӑр-ха командующипе адъютанта ларма йӗнер минтерӗсене…

Эй, хлопцы, дайте-ка седельные подушки командующему и адъютанту…

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Командирӑн хӑрах айӑккинче тӗрлӗрен ут хатӗрӗсем — йӗнер, йӗвен выртаҫҫӗ, тӑркӑч ҫинче — кӗмӗлпе эрешленӗ кукӑр сабля туратран ҫакӑнса тӑрать, унӑн тепӗр енче пӗрене пуҫӗсем ҫине айлӗн-ҫийлӗн хунӑ хӑмасем ҫинче — темиҫе ҫӗр е ытларах та пулӗ, питӗрсе лартнӑ пӗчӗк кӗленчесем, ахӑрнех таҫти аптекӑран илнӗскерсем пулас, лараҫҫӗ.

По одну сторону командира лежала всякая сбруя — седла и уздечки, на стояке, на сучке висела кривая сабля в серебре, по другую сторону от него на досках, положенных на чурбашки — одна над другой, — стояло несколько сот — если не больше — закупоренных пузырьков, взятых, видимо, где-то в аптеке.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Урам тӑрӑх усӑк купарчаллӑ ҫӳрен лашапа, йӗнер вырӑнне кӗҫҫе хунӑскер, йӑранасӑр-мӗнсӗрех пӗр-пӗр отрядӑн командире пулас, юрттарса иртет.

Рысью, на рыжем вислозадом меринке — на одной попоне без стремян — проезжает командир какого-нибудь отряда —

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вара Гапка ларчӗ те: — Ай, аннеҫӗм! Эпӗ сана — вӑл тӑнлӑ ҫын пулнӑ ӗнтӗ, яхӑнне те хӑй патне ярас ҫук пулӗ, тесеччӗ… Мӗн эпӗ сана, ухмаха, йӗнер ҫумне кӑкарса ҫӳрӗп-им? — тесе калассӑн та туйӑнатчӗ… — Ай, аннеҫӗм, — тесе хурать.

Тогда Гапка села: — Ой, мама! А я ждала — ты сурьезный, не подступишься к нему… А еще — боялась — скажет: что я тебя, дуру, скажет, за седлом буду возить? Ой, мама!

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех