Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
йӗнер (тĕпĕ: йӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗша тӑрӑхне таврӑннӑ чухне малта йӗс шлем тӑхӑннӑ, йӗнер сӑмси урлӑ Салтыков хӗҫне хунӑ Мамич-Бердей пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лаши мӗнле чӑтать-ши ӑна йӗнер ҫинче ларса пынӑ чух?

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан йӗвен юсать, йӗнер юсать, ҫӗтӗк сӑхманне саплать.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кайрӑмӑр!» — терӗ те урхамахне хырӑм айӗнчен йӗнер пускӑчӗпе тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нӳрлӗ ҫеремпе йӗпе ҫапӑ ҫинче пуҫ айне йӗнер хурса нумай ҫывӑрса выртаймӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрӗпе йӗнер ҫинче пулнӑран хӑйсем те самаях ӗшеннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун чухне вӑл хӳме ҫывӑхӗнчи каска пуканӗ ҫинче йӗнер юсаса ларатчӗ пулас, никам ҫукран хӑй тӗллӗн юрӑ ӗнӗрлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телее, хуҫа ӑна лашапа мӗн тӑвать-ха ку тесе сӑнаса тӑмарӗ, йӗнер ҫинче йывӑррӑн сиккелесе пылчӑклӑ урампа сӑрталла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шурӑ картузлӑ ҫын йӗнер ҫинче, лаши чупнӑ май, ҫӗкленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Йӗнер ҫинчен аран вӑл анчӗ; Кӗҫ типтерленчӗ вӑй илсе.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫичӗ ҫулхи хӗр ачана илсе каясшӑн пулнӑ вӗт вӑрӑ-хурахсем йӗнер ҫине хурса!

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак халь ӗнтӗ эп сана тата хытӑрах тыткалама пуҫлатӑп, Сахвине инке! — йӗнер ҫинчен ҫӗкленсе ҫухӑрчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна темле чаплӑ ҫынна утлантарнӑ пек утлантарчӗҫ, йӗнер ҫине ҫӗклесех лартрӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫпа пӑхма сӑнӑ хул пуҫҫи ҫийӗн айккипе иртсе кайнӑн туйӑнчӗ, анчах Иван Семенович куҫӗнчен вут тухрӗ, тӑнлавра туптавпа ҫапнӑ пек тем янӑраса кайрӗ, вӑл тӑнне ҫухатса йӗнер ҫинчен ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ…

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрне лаша парать вӑл, теприне ылтӑнланӑ йӗнер, тепӗрне дамаск хурҫинчен тунӑ хӗҫ — лешсем вӑл хушнипе-вута кӗме те хатӗр.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗклесе илеҫҫӗ те кантрапа наччас йӗнер ҫумне кӗлте ҫыхнӑ пек ҫыхса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвах пӗлен, йӗнер тивнӗ лашана тытса утланма ҫав тери кансӗр.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах асту: Хусан вӑл ҫурӑмне йӗнер тивнӗ лашапа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнса кайнӑ мӑрсасем ӑна ҫийӗнчех йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурӑмӗ хыҫне хӗҫне ҫирӗплетрӗ, йӗнер ҫумне ҫыхнӑ уххине салтса аллине тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех