Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм, епле усал йӑнӑш пулчӗ ку, епле тума пултарнӑ-ха вӑл, ача амӑшӗ, ҫак йӑнӑша?Ах, боже мой, боже мой, какая страшная ошибка, как могла она допустить это!
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тен эпӗ йӑнӑш ҫул суйласа кайрӑм пулӗ, анчах эпӗ хам йӑнӑшнине ҫак галерийӑн вӗҫне тухмасӑр уҫҫӑн татса калаймастӑп.
XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку ӗнтӗ каҫарусӑр йӑнӑш — Географилле обществӑн ҫекретарне тивӗҫсӗр йӑнӑш!Это непростительная ошибка — ошибка, недостойная секретаря Географического общества!
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн кистьпе шухӑшӗсем пӗр виҫерен тухаймарӗҫ, хӑйне тытса тӑракан тӑлла татма тӑни ӑна пӗр йӑнӑшран тепӗр йӑнӑш патне илсе пычӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗтӗм йӑнӑша хам ҫине кӑна илме кирлӗ мар, пурте йӑнӑш тунӑ, пурте айӑплӑ…»Не следует одному брать на себя вину и признавать ошибки, когда виноваты все…»
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Рощенски районӗнче вӑл пӗтӗм районӗпе чи лайӑх председатель пулнӑ, халӗ унӑн темле йӑнӑшӗсене тупнӑ пултӑр, ара: нимӗн те ӗҫлемен ҫыннӑн ҫеҫ йӑнӑш пулмасть-ҫке.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун хыҫҫӑн телеграфпа йӑнӑш хыҫҫӑн йӑнӑш ҫырса пӗтернӗ хут татки казаксен тарлӑ аллисем тӑрӑх куҫрӗ.Потом листок с перевранными телеграфом словами пошел по потным рукам.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Артамашовӑн йӑнӑшсем те, туса ҫитерменни те пур, анчах нимӗн те ӗҫлемен ҫын анчах йӑнӑш тумасть.— Знаю, у Артамашова есть и промахи, и ошибки в работе, но тот не ошибается, кто ничего не делает.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак ҫырупа унӑн шухӑшӗ йӑнӑш пултӑр, анчах кам нимӗн те тумасть, ҫав ҫеҫ йӑнӑшмасть вӗт…Пусть это письмо и его мнение ошибочное, по не ошибается только тот, кто ничего не делает…»
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Енчен ҫав ҫынсем вилӗмсӗр пулас пулсан, хӑйсен тӗллевне пиншер ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ пулӗччӗҫ (сӑмах майӗн каласан, хӑйсен йӑнӑшӗсене тӳрлетсе пур енчен те кӑлтӑксӑр пулма ҫӗнӗ ӑрурисене мар, ҫак ҫынсенех, пӗрре йӑнӑш тунисене, ҫӑмӑлрах), анчах ун пек пулсан, мӗне кирлӗ вӗсем?
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Эпӗ йӑнӑшнӑ пек, ан йӑнӑш, ҫынсене мӗнле ӗҫ ытларах усӑ парать, ҫавӑн пек ӗҫе тытӑн!— Не ошибись так, как я ошибся, берись за такую работу, которая дает больше всего пользы людям!
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тата пӗр уйӑхран Володя ҫакнашкал шухӑшлама пуҫларӗ: пурнӑҫра чи интересли — класа журналпа, глобус е кайӑк катемпи йӑтса кӗни, класа кӗрсен пурте ура ҫине тӑрсан сана сасӑпа пӗр харӑс саламлани; эсӗ пур, сӗтел хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларатӑн, стена ҫине илемлӗ картина ҫакатӑн, пурне те пӗлетӗн, сана пурте сума сӑваҫҫӗ, пурте итлеҫҫӗ, тата кӑштах хӑраҫҫӗ те; эсӗ класс журналне мӗн ҫырнине пурне те вулама пултаратӑн, тӗрлӗ отметкӑсене пӑхса илетӗн, иртӗнме пуҫласан, кирек мӗнле вӑйлӑ ачана та класран кӑларса яратӑн, хулӑн хӗрлӗ кӑранташпа е унтан та ытларах, хӗп-хӗрлӗ чернилпа тетрадьри йӑнӑшсене туртатӑн та, аяла: «В. Дубинин пӑхса тухнӑ. 100 йӑнӑш. Пит япӑх» — тесе ҫыратӑн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кайрантарахпа эпӗ час-часах ҫакна асӑрхаттӑм: ҫынсем — пуринчен ытла ҫамрӑк чухне — йӑнӑш тунӑшӑн мар, йӑнӑш турӑм тесе ӳкӗнессинчен вӑтанаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ, Макар, чӑнласах акӑ мӗн тума сӗнетӗп: эпир, ҫав ылханлӑ чӑх-чӗпсемпе ҫапла хӑтланса, политика тӗлӗшӗнчен йӑнӑш туса хутӑмӑр, факт, йӑнӑшрӑмӑр!И я, Макар, серьезно предлагаю вот что: мы политически ошиблись с проклятой птицей, факт, ошиблись!
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрарӑм юратса улталанать пулин те, ҫав илӗртӳллӗ ултавшӑн вӑл, темле пысӑк йӑнӑш тума та, йӑнӑшпа телейлӗ пулма та хатӗр — Ольга Штольца кӑшт та пулин ҫапла юратать-ши?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куратӑр-и, эпӗ сире мӗншӗн юратнине пӗлетӗп, йӑнӑшасран хӑрамастӑп: эпӗ сире юратса йӑнӑш тумастӑп…Видите, я знаю, за что я люблю вас, и не боюсь ошибки: я в вас не ошибаюсь…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Пӗр юрату ҫеҫ мар вӗт, пӗтӗм пурнӑҫ ҫапла… — сасартӑк пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Тата кашни пулса иртекен ӗҫех йӑнӑш вырӑнне хурса тӗртсе ярсан, хӑҫан йӑнӑш марри пулать?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ сире юратни йӑнӑш мар-и тесе иккӗленместӗр вӗт эсир: эпӗ эсир иккӗленнине сирсе яма пултараймастӑп; тен, йӑнӑш та пулӗ — эпӗ пӗлместӗп…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн чи малтанах сире хытарса каламалла пулнӑ: «Эсир йӑнӑшрӑр, сирӗн умра — эсир кӗтсе тата ӗмӗтленсе пурӑннӑ ҫын мар. Тӑхтӑр-ха, вӑл сирӗн умӑра тухса тӑрӗ, эсир вара ун чухне тӑна кӗрӗр; хӑвӑр тунӑ йӑнӑш сире тарӑхтарӗ те, ҫилентерӗ те; ҫак тарӑхупа ҫилӗ ман чӗрене ыраттарӗ», — акӑ мӗн каламалла пулнӑ манӑн, эхер те эпӗ ачаранпах ӑс-пуҫӑмпа малтине курса тӑма пултарнӑ, чунӑмпа хӑюллӑрах, юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑрах пулнӑ пулсан…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тӗрӗс мар ҫырнӑ кашни цифра йӑнӑш патне илсе пырать, — тенӗ Крылов — ытлашши цифра — хӑех ҫур йӑнӑш».— Всякая неверная цифра составляет ошибку, — сказал Крылов.— Всякая лишняя цифра — половину ошибки.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.