Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышран (тĕпĕ: йыш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗ чухӑн йышран, сӑнӗпе хитре.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самарта вӗреннӗ чух эпӗ илемлӗ литература кӗнекисене вулаттӑм, ӑна та пулин малтан йышран уйӑрнӑ ача пулнипе — «кулак ачи» — улах кӗтессенче вуласа ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫурт патне ҫитиччен арабсем чарӑнчӗҫ, ҫав йышран иккӗн уйрӑлчӗҫ те Ливигстон хӳшши патнелле хыпаланса ҫывхараҫҫӗ.

Не доходя до дома, арабы остановились, и от их группы отделились два человека, быстро шагавшие к жилищу Ливингстона.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Грэй чылайранпа пӗр йышран тӑракан командӑпа темиҫе ҫул хушши ишнине палӑртмалла.

Следует заметить, что Грэй в течение нескольких лет плавал с одним составом команды.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Нина хӑй аллине Лёня аллинчен туртса илчӗ те, пирӗн йышран тухса, коридор тӑрӑх утса кайрӗ.

Тут Нина вырвала свою руку из Ленькиной, и прошла сквозь нас, и пошла по коридору.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мӗн пур йышран чӗрӗкӗ ӗҫре пултӑр.

Так, чтобы четверть людей в расходе была.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Анчах тӑшман ҫарӗ пирӗн йышран пӗр вӑтӑр хут пысӑкраххи пирӗншӗн ытла кӑмӑллӑ хыпарах мар…

Но то, что враг имеет численное превосходство над нами примерно раз в тридцать, — это, уж конечно, для нас не так чтобы чересчур приятно было…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ятарласа пысӑк йышран тӑракан комисси те йӗркелеҫҫӗ.

Назначили многочисленную по составу комиссию.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫапла вара Сергей Галкина, Георгий Егорова, Петр Столярова, Герман Борецкие йышран кӑларчӗҫ, вӗсен вырӑнне Евгений Автина, Владимир Башкирова, Валерий Клементьева, Юрий Петрова, Вячеслав Рафинова йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Усал хыпар утпа ҫӳрет, пӗлетпӗр, Йышран чакатпӑр, имӗш, ҫулсерен, Тӑван чӗлхе сӳнсен, чӑнах, пӗтетпӗр, Ҫӗршыв пӗтме пуҫлать тет чӗлхерен.

Плохая весть, мы знаем, ходит на коне, Оказывается годами уменьшается численность наша, Когда умрет язык родной, мы знаем, Страна умрет, когда умрет язык.

Турат пулса хуҫӑлатӑп // Николай КАРЛИН. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

11. Ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ йышлӑ халӑх ҫине ҫакӑ вут-ҫулӑм ҫӗмрен пек ыткӑнса тапӑнчӗ, пурне те ҫунтарса ячӗ, имсӗр-сумсӑр йышран кӗлсӗр пуҫне нимӗн те юлмарӗ, тӗтӗм шӑрши ҫеҫ сарӑлчӗ; ҫакна куртӑм та — сехӗрленсе ӳкрӗм.

11. И стремительно напал он на это множество, которое приготовилось сразиться, и сжег всех, так что ничего не видно было из бесчисленного множества, кроме праха, и только был запах от дыма; увидел я это, и устрашился.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

69. Вӑл — Тӳре, Вӑл Хӑйӗн сӑмахӗпе пултарнисене каҫарман пулсассӑн, нумай йӗркесӗрлӗхе пӗтермен пулсассӑн, 70. тен, имсӗр-сумсӑр йышран питӗ сахалӑшӗ анчах юлнӑ пулӗччӗ, терӗм эпӗ.

139. Он судия, и если бы не прощал тех, которые сотворены словом Его, и не истребил множества преступлений, 140. может быть, из бесчисленного множества остались бы только весьма немногие.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫавӑн чухне Асаф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Иозиил левит ҫине, — унӑн ашшӗ — Захария, Захария ашшӗ — Ванея, Ванея ашшӗ — Иеиел, Иеиел ашшӗ Матфания пулнӑ, — халӑх хушшинче тӑнӑ чухнех Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 15. вара Иозиил каланӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем тата Иосафат патша, итлӗр пурте! Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ҫакӑ пысӑк йышран ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — сирӗн вӑрҫӑ мар, Турӑ вӑрҫи.

14. Тогда на Иозиила, сына Захарии, сына Ванеи, сына Иеиела, сына Матфании, левита из сынов Асафовых, сошел Дух Господень среди собрания 15. и сказал он: слушайте, все Иудеи и жители Иерусалима и царь Иосафат! Так говорит Господь к вам: не бойтесь и не ужасайтесь множества сего великого, ибо не ваша война, а Божия.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех