Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пулас спикер паллӑ

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хушнӑ: 2016.09.30 17:10

Пуплевӗш: 50; Сӑмах: 664

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Единороссем унӑн должноҫӗнче Валерий Филимонова кураҫҫӗ.

«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн XXIV конференцийӗн ӗнер иртнӗ иккӗмӗш тапхӑрӗнче /пӗрремӗшӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулнӑччӗ/ республикӑн улттӑмӗш суйлаври парламенчӗн спикерӗ кам пулассине татса пачӗҫ тесен те юрать-тӗр. Патшалӑх Канашӗн ҫӗнелнӗ йышӗнче единороссен представителӗсем 36-ӑн пулаҫҫӗ те — ҫитес сессире конференцие пухӑннисем сӗннӗ кандидат ҫӗнтересси иккӗленӳсӗр.

Форумра малтанах РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне пӗтӗмлетрӗҫ. Пухӑннисене республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ:
— Политика кӗрешӗвӗ хыҫа юлчӗ, — терӗ вӑл. — Халӗ суйлавҫӑсен наказӗсене пурнӑҫламалла.
Ҫак тӗллевпе ӗҫсен алгоритмне палӑртмалла, программа хатӗрлемелле. Эпир хамӑр ҫине пысӑк яваплӑх илтӗмӗр. Пирӗн республикӑри пурнӑҫ шайне ҫӗклемелле, граждансен тупӑшне пысӑклатмалла.

Михаил Васильевич шучӗпе, «суйлавра конкуренци пулчӗ. Сасӑлав кӑтартӑвӗсемпе эпир Раҫҫей субъекчӗсен хушшинче аван курӑнатпӑр. Дума суйлавӗн кӑтартӑвӗсемпе — 33-мӗш вырӑнта». Чӑваш Ен историйӗнче регионтан Думӑна пилӗк депутат суйланни хальччен пулман. Республика Пуҫлӑхӗ «Единая Россия» представителӗсемпе кӑна мар, ытти партирен суйланнӑ депутатсемпе те алла-аллӑн ӗҫлес тӗллевлӗ.

Тӗп доклада вара партин регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов турӗ. Чӑн та, ӑна сӑмах панӑ май Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов унпа «Единая Россия» партин генеральнӑй секретарӗ» тесех паллаштарчӗ те — зал шӳте ӑнланчӗ, шавласа кайрӗ. Леонид Ильич тӗп хула пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫапла шӳтлеме хӑяймастчӗ-ха ӗнтӗ, халь вара юрать — ҫӗршыв парламенчӗн аялти палатин депутачӗн статусӗ ирӗклӗрех пулма май парать. Ҫапах трибуна патне утнӑ май Николай Малов ӑна тӳрлетрӗ: «Эпир аплах ҫӳллӗ вӗҫместпӗр...»

Николай Владимирович палӑртнӑ тӑрӑх — «ЕР» представителӗсем Патшалӑх Думин депутачӗсен 343 мандатне ҫӗнсе илнӗ. Ҫакӑ — умӗнхи суйлаври Думӑринчен 100 мандат нумайрах. РЛДПсӑр пуҫне ытти мӗнпур партишӗн панӑ сасӑсен шучӗ чылай чакнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн йышне умӗнхи суйлаври парламентра пулнӑ мӗнпур парти представителӗсем кӗнипе вара вӑл кӑмӑллӑ. «Единая Россия» 37-мӗш Канаш суйлав округӗпе ку хутӗнче политика сӑлтавӗсене пула кандидат тӑратманнине «единороссен» лидерӗ «хамӑр илме пултарнӑ мандата пӗлсе тӑрсах «эсерсене» патӑмӑр» тесе хакларӗ. Ытти партирен Думӑна кайнӑ Шурчановпа, Николаевпа, Аксаковпа та «политикӑри тӗссене пӑхмасӑр» ҫыхӑну тытса ӗҫлеме хатӗр. «Единая Россия» Чӑваш Енре сасӑсен шучӗпе Раҫҫейре 33-мӗш вырӑна кӑна йышӑннипе Николай Владимирович кӑмӑллах мар: «Эпир малти 20 регион шутне кӗме тӗллев лартнӑччӗ».

Ҫапах унӑн, «Единая Россия» членӗсен хӑйсене ӳпкелеме сӑлтав ҫук-тӑр. Федерацин пӗрлехи суйлав округӗпе партин Чӑваш Енри сасӑсен шучӗ 50,9% танлашнӑ, регион ушкӑнӗн кандидачӗсем 8 мандат ҫӗнсе илнӗ. Ҫав шутра — списокра 5-мӗш позицире пулнӑ Алена Аршинова. Пӗр мандатлӑ 38-мӗш Шупашкар округӗпе сасӑсен 46,77% пухса Леонид Черкесов ҫӗнтернӗ. Дума тенӗрен, унӑн спикерӗ кам пулассине те «единороссем» палӑртнӑ ӗнтӗ. Тилхепене РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш заместителӗ пулнӑ Вячеслав Володин тытӗ.

Партин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗнчи кӑтартӑвӗсемпе те мӑнаҫланма пулать. Единороссемшӗн суйлавҫӑсен 50,7% сасӑланӑ. Пилӗк ҫул каяллахи суйлавра ку кӑтарту 44,8% яхӑн пулнӑ — ӳсӗм аванах. Апла пулин те Николай Малов пусӑм тусах палӑртрӗ: «Пирӗн тӗп ҫӗнтерӳсем — малашне-ха!»

«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн XXIV конференцийӗн ӗнер иртнӗ иккӗмӗш тапхӑрӗнче /пӗрремӗшӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулнӑччӗ/ республикӑн улттӑмӗш суйлаври парламенчӗн спикерӗ кам пулассине татса пачӗҫ тесен те юрать-тӗр. Патшалӑх Канашӗн ҫӗнелнӗ йышӗнче единороссен представителӗсем 36-ӑн пулаҫҫӗ те — ҫитес сессире конференцие пухӑннисем сӗннӗ кандидат ҫӗнтересси иккӗленӳсӗр.

Конференцире партин регион уйрӑмӗ РФ Федераци Канашӗн членӗ пулма кама сӗнесси те уҫӑмланчӗ. Чӑн та, кунта интрига текенни пулмарӗ: Вадим Николаев — ӑнах сенатор тӑвасшӑн. Патшалӑх Канашӗн Председательне суйлама вара Валерий Филимонов депутат кандидатурине сӗнчӗҫ. Ун тӗлӗшпе шухӑш маларахах ҫирӗпленнине Николай Малов хӑй те пытармарӗ, тепӗр кандидатурӑна пӗлтернӗ май «альтернатива валли» тесех каларӗ.

Вӑрттӑн сасӑларӗҫ. Бюллетеньсене шутланӑ вӑхӑтра вара кандидатсем сӑмах илчӗҫ. Владимир Викторов хӑйӗн кандидатури ячӗшӗн кӑна пулнине ҫирӗплетрӗ, ҫапах «стоматолог пулнӑ май» пухӑннисене сывӑ шӑллӑ пулма сунчӗ — «шӑлсем пире кирлӗ пулӗҫ-ха!» Фармаци сферинчен ПК спикерӗн пуканӗ ҫине куҫакан Валерий Филимонов вара хӑй председателе суйлансан ӗҫре тӑнӑҫлӑхпа килӗшӗве, демократие тӗпе хума шантарчӗ. Сасӑлав кӑтартӑвӗсем кӗтменлӗх пулмарӗҫ: конференцин 104 делегатӗнчен 3-шӗ Викторовшӑн сасӑланӑ, Филимоновшӑн вара — 97-ӗн.

Ҫавӑн пекех партин регион уйрӑмӗн политканашӗн йышне ҫӗнетрӗҫ. Ҫакнашкал ротаци — уставпа пӑхнӑскер, йыша ҫуллен 10% кая мар улӑштараҫҫӗ — кӑҫал та ҫак йӗркерен пӑрӑнмарӗҫ. Ҫапла вара Сергей Галкина, Георгий Егорова, Петр Столярова, Герман Борецкие йышран кӑларчӗҫ, вӗсен вырӑнне Евгений Автина, Владимир Башкирова, Валерий Клементьева, Юрий Петрова, Вячеслав Рафинова йышӑнчӗҫ.

Ҫакӑнпа конференци вӗҫленчӗ. Партконференци Патшалӑх Канашӗн Председателӗн должноҫне йышӑнмашкӑн суйланӑ кандидатурӑна партин парламентри фракцине сӗнӗҫ. Фракци вара авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртекен сессире Валерий Филимонова спикера суйламашкӑн тӑратӗ. Вице-спикерсен, комитетсен должноҫӗсене йышӑнмашкӑн камсене тӑратассине те фракцире татса парӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех