Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн умра тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн пулса иртнӗ ҫак ӗҫе курнипе чунӑмӑрсене тӑвӑр пулса ҫитрӗ, эпир Коноваловпа тӗттӗм урамалла пӑхатпӑр, татӑлса йӗрнине, ятлаҫнине, ҫухӑрнине, начальниксем кӑшкӑрнине, йывӑррӑн йынӑшнине илтнипе ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместпӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн юлашки минучӗсене никам та курман, вӑл вилес умӗн йынӑшнине никам та илтмен.Никто не видал последних его минут, не слыхал предсмертного стона.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Старик, урайӗнче выртса, шӑрчӑксем чӗриклетнине, хум шавланине, сывӑ мар ҫын йынӑшнине пӗр ҫывӑрмасӑр итлет.Дедушка устроился на земляном полу хибарки и тоже не спал, слушая сверчков, волну и стоны больного.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Эпӗ тӗлӗкре йынӑшнине илтнӗ вӗт эсӗ, — ӑнлантарчӗ вӑл, — Докторсем те манпа мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ, нимӗн те калаймаҫҫӗ вӗсем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей ҫынсем йынӑшнине, пуҫ ҫийӗнче самолётсем хумлӑн-хумлӑн ӗрленине тата ҫӳлтен ӳкекен бомбӑсем шӑмӑсем патне ҫитиех ҫӳҫентермелле ӳлесе шӑхӑрнине илтрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ мӗн ҫинчен шухӑшларӗ вӑл палатӑри тунсӑх та кичем шӑплӑхра, — лӑпкӑ мар Кукушкин айӗнче матрац пружинӗсем хаяррӑн йынӑшнине, танкист ним чӗнмесӗр ассӑн сывланине, виҫӗ хутлам пулса кукӑрӑлса ларнӑ Степан Иванович, кунӗ-кунӗпех чӳрече умӗнче лараканскер, пӳрнисемпе кантӑка тӑкӑртаттарнине итлесе выртса.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
22. Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр; 23. эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34. Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ ахлатса йынӑшнине илтрӗҫ, анчах лӑплантараканӑм ҫук; тӑшманӑмсем пурте ман инкекӗм ҫинчен илтрӗҫ те Эсӗ ҫапла тунӑшӑн савӑнчӗҫ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ Ху малтанах каласа хунӑ куна ҫитме хушсамччӗ, вӗсем те ман евӗрлех пулса тӑринччӗҫ!
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен килес ӑру валли ҫырса хурӗҫ, вара пулас ӑрусем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ: 20-21. касмӑкрисем йынӑшнине илтесшӗн, вӗлерес ывӑлсене хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти сӑваплӑ вырӑнӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ, Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫӗр ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ: 22-23. халӑхсемпе патшалӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме пӗрле пухӑнсассӑн, вӗсем Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ятне, Иерусалимра Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерччӗр терӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Турӑран пӑрӑннӑшӑн, Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек, ыттисем умӗнче пӗтерет, 28. апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ, Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем валли тӳре лартнӑ чухне Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрепе пӗрле пулнӑ, тӳре пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшмансенчен хӑтарса тӑнӑ: вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Турӑ вӗсем йынӑшнине илтнӗ те Хӑй Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа пӗрле хывнӑ халалне асне илнӗ.24. И услышал Бог стенание их, и вспомнил Бог завет Свой с Авраамом, Исааком и Иаковом.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.