Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн ҫурисем йынӑшнине илтсе, упа ами вӗсене хӑтарма чупнӑ.Услышав визг детёнышей, медведица бросилась спасать своих малышей.
Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Йынӑшнине илтсе, ача пӑши патне пынӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Икӗ талӑк хушши, кунӗн-ҫӗрӗн итлерӗ Петр арӑмӗ йынӑшнине.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсен умӗнче хамӑн сурана е хам йынӑшнине палӑртма манӑн тивӗҫ пур-и?Имею ли я право обнаружить перед ними свои раны или стонать от боли?
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Ӳксе ҫӗмӗрӗлсе юнланса пӗтрӗм пулас, эпӗ» — шухӑшласа илчӗ вӑл, унтан вара вӑл, хай, хӑй умӗнчен ҫаплах-ха вӗлтлетсе иртекен салтаксем хӑйне таптаса каясран, ытларах та ытларах хӑрама пуҫларӗ, вӑл петӗм вӑйне пухрӗ, «мана та илсе кайӑр-ха» тесе кӑшкӑрма тӑчӗ, анчах кӑшкӑрас вырӑнне чӑтма ҫук хытӑ йынӑшса илчӗ, хӑй йынӑшнине илтсе, хӑй хӑраса ӳкрӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Манӑн нервӑсем пӑсӑлчӗҫ пулмалла, ача ҫуратакан хӗрарӑм йынӑшнине тӳсме пултараймастӑп.«Нервы, что ли, испортились у меня, что не могу выносить криков роженицы?
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Тата тепӗр минутран вӗсем, тӑшман йынӑшнине пӑхмасӑрах, унӑн аллисене ҫирӗппӗн ҫыхса лартрӗҫ.А еще через минуту они крепко связали руки врага, не обращая внимания на его стоны.
7. Ракетчик // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Улпутсем ӑна — христос хӗрес ҫинче йынӑшнине пӑхса киленеҫҫӗ, эпир акӑ ҫынтан вӗренетпӗр, сире те кӑштах вӗрентес, тетпӗр…
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗҫӗмсӗр юн юхнине, виселицӑсем нӑчӑртатнине, ачасем йынӑшнине, пиншер-пиншер ҫын вилнине, ялсем ҫинче хура тӗтӗм йӑсӑрланнине, вӗҫӗ-хӗррисӗр масарсене, Рудыре тата ытти ҫӗршер вырӑнсенче, йӗплӗ пралук хыҫӗнче асапланса вилекен ҫамрӑксене мӗнле юрӑ пӗтӗҫтерӗ-ши?
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хурал йӗркесӗр пени аманнисем кӑшкӑрашнине тата вилекеннисем хаяррӑн йынӑшнине хупласа лартрӗ.Беспорядочные залпы охраны заглушали крики раненых и страшные стоны умирающих.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Димка тӗттӗм сарайӗнчен такам йывӑррӑн йынӑшнине илтрӗ.И Димка ясно услыхал доносящийся из темной глубины сарая тяжелый, сдавленный стон.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ҫӗр ҫинчен вӑл куҫҫульпе калаҫнӑ, анчах ҫӗре те, вӑл колхозӑн пулнӑшӑн, таптаса лапчӑтасшӑн мар, ҫук, татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса тӑкасшӑн пулнӑ, ҫӗр йынӑшнине илтесси килнӗ…
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл ӗмӗтленнӗ чухнехи евӗр йӑвашшӑн йӑл кулчӗ, куҫӗсене ҫаплах Константин ҫинчен илмерӗ: ҫав асран кайми ҫулсенчен пуҫласа, Мажаров ӑна канӑҫсӑр каҫсене, вут-кӑвар ялкӑшнине, чан ҫапса йынӑшнине аса илтерчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапла, вӑрҫӑ ун ҫийӗнчи ҫӑмӑл платьине тата туфлине ҫар тумтирӗпе — гимнастеркӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа тата ҫӑматӑпа улӑштарттарнӑ; вӑрҫӑ ӑна фронтри йывӑр пурнӑҫпа — ҫывӑрса, ҫисе тӑранмасӑр пурӑнмалла, иртен пуҫласа каҫчен аманнисем йынӑшнине итлемелле, хӑйшӗн хаклӑ пулнӑ ҫынсен юнне курмалла, тӑтӑшах вилӗмпе тӗл пулмалла тунӑ…
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Аманнӑ ҫын йынӑшнине илтсен, тем парсан та, вӗсем патне ҫывхармаҫҫӗ — каялла туртӑнаҫҫӗ, айккинелле сиксе ӳкеҫҫӗ, шӑлӗсене йӗрсе хӑрлатаҫҫӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗрре вӗсем, аслӑк ҫывӑхӗнче вылянӑ чух, пуҫ тӑрринче темӗскер ҫинҫе сасӑпа йынӑшнине илтнӗ.Один раз они играли подле амбара и услыхали — над головой кто-то мяучит тонкими голосами.
Кушак ҫури // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 10–12 стр.
Володя тӗттӗмре вӑл йынӑшнине илтет; кӑшт ҫеҫ ҫутатнӑ кӗтесре ларакан койка патне хуллен пырса, нимӗн чӗнмесӗр, шурса кайнӑ пит ҫине нумайччен пӑхса тӑрать; лейтенант пичӗ улшӑннӑҫемӗн улшӑнать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя пӗрмай табуретка ҫинче Бондаренко йынӑшнине итлесе ларчӗ; ӗҫме ыйтсан — шыв парать, витрере алшӑлли йӗпетсе моряк ҫамки ҫине хурать; тытса пӑрахнӑ пек койка ҫинче турткаланма пуҫласан, лӑпкӑ выртма ӳкӗтлет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Савнӑ тусӑм эпӗ йынӑшнине илтрӗ те ман пата кӗчӗ, вӑл кӗнӗ чухне эпӗ юрлатӑп ӗнтӗ (вӑранмасӑрах, тӗлӗкре), мӗншӗн тесен манӑн юратнӑ сарпике килчӗ те мана йӑпатма пуҫларӗ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынна ача ҫуратакан хӗрарӑм ҫывӑхӗнче пулма юраманнине Давыдов пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл ҫаплах Кузнецовӑн лутра ҫатанӗ патӗнче хӑлаҫланса ҫӳрет, пушӑ урамалла тимлӗн пӑхать, хӗрарӑм йынӑшнине, вӑрӑммӑн ҫухӑра-ҫухӑра янине илтсе, хӑйшӗн ют ача амӑшӗн асапӗ чӗрине тивнипе матросла киревсӗр сӑмахсем каласа, хыттӑн мар вӑрҫа-вӑрҫа илет.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.