Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ирсӗр (тĕпĕ: ирсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эй, тур-тур, ҫурри таран пулин те манӑн сан пек «ирсӗр» пуласчӗ.

Боже ты мой, боже, хоть бы мне вполовину быть таким хорошим, как ты!

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ ҫав тери ирсӗр ача пулнӑ…

Грехов у меня уж очень много.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл, манӑн шутпа, ирсӗр хӑтланни ҫеҫ пулать.

Это просто свинство, больше ничего.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каччӑшӑн ку хыпар ирсӗр вӑрҫӑ «парнеленӗ» тӳрленсе ҫитеймен суранӗсем ҫине тӑвар сапнӑ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫынсем, вӑрҫӑра Совет Союзӗ ирсӗр тӑшмана ҫӗнтерессине ӗненсе, ырми-канми хавхаланса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫав-ҫавах ирсӗр шухӑш тытса арчаран укҫа-мӗн илменнине те.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Йӑлтах, йӑлтах ирсӗр нимӗҫсем айӑплӑ!

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Карелири ҫак поселокрах унӑн сӑвӑ йӗркисене гранит ҫине ҫырнӑ: «Юншӑн — юн! Ирсӗр вилӗмшӗн — вилӗм! Малалла, тӑшмана ҫӗнтерме!»

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

16. Вӗсем: «Турра пӗлетпӗр» теҫҫӗ, анчах хӑйсем ирсӗр пирки, пӑхӑнман пирки, нимӗн ырри те тума пултарайман пирки ӗҫӗсемпе Унран уйрӑлаҫҫӗ.

16. Они говорят, что знают Бога, а делами отрекаются, будучи гнусны и непокорны и не способны ни к какому доброму делу.

Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ — 7. ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ.

6. К сим принадлежат те, которые вкрадываются в домы и обольщают женщин, утопающих во грехах, водимых различными похотями, 7. всегда учащихся и никогда не могущих дойти до познания истины.

2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Турӑ пире ирсӗр пурӑнма мар, таса пурӑнма чӗнсе илнӗ.

7. Ибо призвал нас Бог не к нечистоте, но к святости.

1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр; 9. пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, 10. ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать.

8. А теперь вы отложите все: гнев, ярость, злобу, злоречие, сквернословие уст ваших; 9. не говорите лжи друг другу, совлекшись ветхого человека с делами его 10. и облекшись в нового, который обновляется в познании по образу Создавшего его,

Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Пӗлсех тӑрӑр: аскӑн ҫыннӑн, ирсӗр ҫыннӑн, мула хапсӑнакан ҫыннӑн, — ку ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех, — Христоспа Турӑ Патшалӑхӗнче пайӗ ҫук.

5. ибо знайте, что никакой блудник, или нечистый, или любостяжатель, который есть идолослужитель, не имеет наследия в Царстве Христа и Бога.

Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тата сире ирсӗр сӑмах калаҫни те, пушӑ сӑмах калани те, кӑнттамла шӳтлени те килӗшмест, сирӗн хушшӑрта Турра тав туса калаҫни анчах илтӗнтӗр.

4. Также сквернословие и пустословие и смехотворство не приличны вам, а, напротив, благодарение;

Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӗсене ирӗке кӑларма пулаҫҫӗ, хӑйсем вара — ирсӗр ӗҫ чурисем, мӗншӗн тесессӗн кам кама парӑннӑ, вӑл унӑн чури пулать.

19. Обещают им свободу, будучи сами рабы тления; ибо, кто кем побежден, тот тому и раб.

2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.

1. Пастырей ваших умоляю я, сопастырь и свидетель страданий Христовых и соучастник в славе, которая должна открыться: 2. пасите Божие стадо, какое у вас, надзирая за ним не принужденно, но охотно и богоугодно, не для гнусной корысти, но из усердия, 3. и не господствуя над наследием Божиим, но подавая пример стаду; 4. и когда явится Пастыреначальник, вы получите неувядающий венец славы.

1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ.

28. И сказал им: вы знаете, что Иудею возбранено сообщаться или сближаться с иноплеменником; но мне Бог открыл, чтобы я не почитал ни одного человека скверным или нечистым.

Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑра ҫын умӗнче тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартатӑр, анчах Турӑ сирӗн чӗрӗре пӗлсе тӑрать: ҫынсем мӗне хисепе хуни Турӑ умӗнче ирсӗр вӑл.

15. Он сказал им: вы выказываете себя праведниками пред людьми, но Бог знает сердца ваши, ибо что высоко у людей, то мерзость пред Богом.

Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала; 28. эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ.

27. Горе вам, книжники и фарисеи, лицемеры, что уподобляетесь окрашенным гробам, которые снаружи кажутся красивыми, а внутри полны костей мертвых и всякой нечистоты; 28. так и вы по наружности кажетесь людям праведными, а внутри исполнены лицемерия и беззакония.

Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Ҫавӑнпа та ҫухал эсӗ, ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатусем те, ирсӗр пӗчӗк ҫунатусем те, хаяр пуҫусем те, шелсӗр чӗрнӳсем те хӑвӑн юравсӑр кӳлепӳпе пӗрле ҫухалччӑр, 46. пӗтӗм ҫӗр канса илтӗр, санӑн пусмӑрунтан ирӗке тухтӑр, — хӑйне Пултараканӑн сутне тата ырӑлӑхне шанса тӑтӑр.

45. Поэтому исчезни ты, орел, с страшными крыльями твоими, с гнусными перьями твоими, со злыми головами твоими, с жестокими когтями твоими и со всем негодным телом твоим, 46. чтобы отдохнула вся земля и освободилась от твоего насилия, и надеялась на суд и милосердие своего Создателя.

3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех