Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

именерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Именерех пӑхать вӑл ман ҫине, аллӑма шӑлать, чуптӑвать.

Он робко смотрит на меня, гладит по руке, целует.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Капитан юлташ… — именерех тытӑнтӑм эп, — мана юрамӗ-ши унта?

— Товарищ капитан… — начала я нерешительно, — а туда никак нельзя?..

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа экспедици ятӑмӑр тенӗ хыҫҫӑн, вӑл, именерех кӑна: шӑпах унӑн пуҫне «Норденшельд йӗрӗпе каяс» шухӑш пырса кӗчӗ, тет.

Указывая, что экспедиция была снаряжена на общественные средства, он скромно намекал, что именно ему впервые пришла в голову мысль «пройти по стопам Норденшельда».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата вӑл сире, — терӗ урядник, именерех, — пӗр полтинник укҫа парсаччӗ те… каҫарӑр тархасшӑн, эпӗ ӑна ҫул ҫинче ҫухатса хӑвартӑм.

Да еще, — примолвил, запинаясь, урядник, — жалует он вам… полтину денег… да я растерял ее дорогою; простите великодушно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл та кулса ячӗ, унтан именерех каласа хучӗ:

Он тоже засмеялся, потом смущенно добавил.

«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Эсир шӳт тӑвассипех, батюшка Кирила Петрович, — именерех кулса илчӗ Антон Пафнутьич, — чӑн та юхӑнса ҫитрӗмӗр, ҫука ертӗмӗр ӗнтӗ, — терӗ те Антон Пафнутьич, хуҫан шӳтне ҫуллӑ пулӑ татӑкне ҫинипе пӗрле ирттерсе ячӗ.

– Вы все изволите шутить, батюшка Кирила Петрович, – пробормотал с улыбкою Антон Пафнутьич, – а мы, ей-богу, разорились, – и Антон Пафнутьич стал заедать барскую шутку хозяина жирным куском кулебяки.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Салтак патне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑҫта ҫырмалли паллӑ вӑл, — именерех ответ пачӗ те Степан Иванович тата тепӗр хут пурне пӗр харӑс, ҫӗре ҫитиех пуҫ тайса, алӑк хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Известно, куда солдату в войну пишут, — ответил смущенно Степан Иванович и, еще раз поклонившись земно, теперь уже всем, скрылся за дверью.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ӑна курнӑ чух Дефорж хӑйне епле именерех тытнине, ҫӳҫенсе илнине тата сасси улшӑннине те Маша асӑрхаман.

Она не заметила и впечатления, ею произведенного на m-r Дефоржа, ни его смущения, ни его трепета, ни изменившегося голоса.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех