Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтменччӗ (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗлӗнмелле, — терӗ Ефим Леонтьевич: — шкулта мӗн чухлӗ ӗҫлетӗп, ачасен кунашкал хулӑн сасӑ пулнине илтменччӗ.

— Удивительный случай, — продолжал Ефим Леонтьевич, — сколько занимаюсь в школе, такого густого голоса у мальчика не слышал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл ҫӑмӑл чӗлхепе ӑнланмалла, питӗ ӑнланмалла япаласем ҫинчен калама пуҫларӗ, анчах хӗрсем ку таранччен унран та, никамран та унашкал япаласем ҫинчен илтменччӗ.

Стала говорить она самым простым языком вещи понятные, очень понятные, но каких от нее, да и ни от кого прежде, не слышали ее швеи.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗре нумайранпа курманччӗ вӑл, унӑн кӑкӑртан тухакан илемлӗ сассине нумайранпа илтменччӗ

Давно не видел он девушку, давненько не слышал ее милого грудного голоса…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар ун ури айӗнче тӑм чӑштӑртатнине те, хыт хуран типӗ тунисем хуҫӑлнине те илтменччӗ, хӑйӗнчен пӗр пилӗк утӑмра малалла ӳпӗнсе тӑракан ҫын мӗлкине курсан, вӑл шартах сикрӗ.

Макар не слышал ни шороха глины под его ногами, ни хруста сухой ветки бурьяна, и когда в пяти шагах внезапно возник силуэт слегка наклонившегося вперед человека, Макар вздрогнул от неожиданности.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ун пек пусмасем ҫинчен нихҫан та илтменччӗ; ҫук, пултараймастӑп, тетӗп.

А я — сроду не слыхала про такие лестницы; нет, говорю, не смогу я!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Мужиксем питӗ лӑпкӑччӗ, ни лайӑххине, ни усӑллине илтменччӗ, хӑйсен ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ те нимшӗн те ҫунмаҫҫӗ; халӗ ӗнтӗ алхасса кайӗҫ!

— Мужики были так себе, ничего не слышно, ни хорошего, ни дурного, делают свое дело, ни за чем не тянутся; а теперь развратятся!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кунашкал музыкӑна Мускавра халиччен илтменччӗ эп.

Я этой музыки в Москве еще не слышал.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ҫапла калаҫнине эпӗ нихҫан та илтменччӗ.

Я никогда еще не слышала, чтобы Ромка говорил так.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку юрруна пӗрре те илтменччӗ хальччен.

Я эту твою песню никогда не слышал.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Ӗмӗрте те эпӗ ҫавӑн пеккине илтменччӗ.

Никогда в жизни ничего подобного не слыхивала.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нихҫан та ун ҫинчен илтменччӗ.

А я и не знала. Я еще никогда об этом не слышала.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех