Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтереҫҫӗ (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сивӗ окопсенче, шурлӑхсенче тӑшман пульлинчен пытанса выртнисем те хӑй ҫинчен аса илтереҫҫӗ: фронтра шӑнса пӑсӑлнипе халӗ Петӗр пичче сывлӑш тухманнипе нушаланать.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

В. Алентей калавӗсем ирӗксӗрех тепӗр прозаикӑн В. Иванов-Пайменӑн калавӗсене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Айӑккинчи куҫа Анемподист Никодимович евӗрлӗ кадрсенчен тӑракан йыш, чӑн малтан, ӑслӑлӑх канашӗн пайташӗсем, обществӑн сывӑ ӳчӗ ҫине тухса ларнӑ ҫӑпана аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Унӑн йӗпписем шурлӑхра ӳсекен чӑрӑш евӗр курӑка аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пурнӑҫ пуррине аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тумӗсем тӑрӑх ӑнкарнӑ ҫамрӑк ҫын: тапӑнакансем тутар-монголсем ахӑр, хӳтӗлекенсем вара вырӑссене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Шӑп ҫав эпизода аса илтереҫҫӗ «Радио России — Чувашия» радиоканал передачисем.

Именно такой эпизод напоминают передачи радиоканала «Радио России — Чувашия».

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Акӑ мӗншӗн Чӑваш Ен ертӳҫисем ӗҫ укҫине легализацилемелли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кашнинех юнри холестерин, сахӑр шайне пӗлмелли ҫинчен ятарлӑ акцисем йӗркелеҫҫӗ, юн пусӑмне тӗрӗслесех тӑмалли пирки аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех