Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илетӗн (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ма ҫӑмне илетӗн, анне?

Зачем снимаешь шерсть, мама?

Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..

Сирӗн тумӑрсем ҫине пӑхсан, пултарулӑхӑра курсан район малашлӑхӗ пуррине ӗненсе, туйса илетӗн, — терӗ Игорь Нестерович.

Глядя на вас, видя способности, начинаешь чувствовать, верить в то, что у района есть будущее - сказала Игорь Нестерович.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

- Мӗнле тӑрӑшатӑн - ҫавӑн пек тухӑҫ илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Халӗ ҫав ҫутӑ самантсене аса илетӗн те (ача пулнӑ), тӗлӗнетӗн: самаях ҫӳллӗ майлӑ культура, пер-пӗрне темле ырӑ сунни, пӗр-пӗрне шанни, чӑвашсен темле тӗреклӗхӗпе пысӑк шайлӑ шухӑшлавӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсене аса илетӗн те (XX ӗмӗр), ун чухнехи ӗҫ коллективӗсенче еплерех хӑвна лайӑх туйнине астӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Мӗн чухлӗ аякка каятӑн - тӑван кил чуна ҫывӑххине ҫавӑн чухлӗ ытларах туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

45 пин ҫын вырнаҫмалли аренӑна кӗрсен футбол вӑййин чӑн-чӑн хӑватне туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

20. Виҫҫӗмӗшӗ пырса каланӑ: «хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм, 21. мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн» тенӗ.

20. Пришел третий и сказал: господин! вот твоя мина, которую я хранил, завернув в платок, 21. ибо я боялся тебя, потому что ты человек жестокий: берешь, чего не клал, и жнешь, чего не сеял.

Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Сан патӑнта юн тӑкнӑшӑн сӗрев тыттарнине кӑмӑллаҫҫӗ; эсӗ укҫуна усламла паратӑн, ытлашши илетӗн, вӑйпа хӑратса, тӑванунтан мулне туртса илетӗн, Мана вара манса кайрӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

12. Взятки берут у тебя, чтобы проливать кровь; ты берешь рост и лихву и насилием вымогаешь корысть у ближнего твоего, а Меня забыл, говорит Господь Бог.

Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вирлӗ чӗлхеллӗ ҫынна таҫтанах палласа илетӗн; анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын вӑл ӑҫта такӑннине курса тӑрать.

8. Издалека узнается сильный языком; но разумный видит, где тот спотыкается.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ нумай пулнине кайран унӑн ыйхи мӗнле пулнинчен пӗлнӗ евӗр, ӑссӑр ҫынна сӑмахӗ нумай пулнӑран пӗлсе илетӗн.

2. Ибо, как сновидения бывают при множестве забот, так голос глупого познается при множестве слов.

Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Паратӑн та — илеҫҫӗ, аллуна уҫатӑн та — ырӑлӑхупа тӑранаҫҫӗ; 29. Хӑвӑн сӑнна кӑтартмастӑн та — аптӑраса ӳкеҫҫӗ, сывлан сывлӑшне илетӗн те — вилеҫҫӗ, каллех тӑпра пулаҫҫӗ; 30. Хӑвӑн сывлӑшна яратӑн та — чӗрӗлеҫҫӗ, ҫапла Эсӗ ҫӗр питне ҫӗнететӗн.

28. Даешь им - принимают, отверзаешь руку Твою - насыщаются благом; 29. скроешь лице Твое - мятутся, отнимешь дух их - умирают и в персть свою возвращаются; 30. пошлешь дух Твой - созидаются, и Ты обновляешь лице земли.

Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ.

4. По окончании своего совещания, Навуходоносор, царь Ассирийский, призвал главного вождя войска своего, Олоферна, который был вторым по нем, и сказал ему: 5. так говорит великий царь, господин всей земли: вот, ты пойдешь от лица моего и возьмешь с собою мужей, уверенных в своей силе,-- пеших сто двадцать тысяч и множество коней с двенадцатью тысячами всадников,-- 6. и выйдешь против всей земли на западе за то, что не повиновались слову уст моих.

Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисем ҫине пӑхса илетӗн те — вӗсене кӗҫӗнлететӗн.

28. Людей угнетенных Ты спасаешь и взором Своим унижаешь надменных.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. [Мемфивосфей] пуҫҫапнӑ та каланӑ: камах ӗнтӗ санӑн чуру — эсӗ мана, вилӗ йытӑ евӗрлӗскерне, хӑвӑн хӳттӳне илетӗн, тенӗ.

8. И поклонился [Мемфивосфей] и сказал: что такое раб твой, что ты призрел на такого мертвого пса, как я?

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗлтернӗ ӑна: йӗрлесе кай, ҫитетӗн те туртса илетӗн, тенӗ.

И сказано ему: преследуй, догонишь и отнимешь.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Тата кама ырӑпа аса илетӗн?

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Манӑн тахҫанах асанне, кукамай пулма вӑхӑт. Вӑйӑм-халӑм пур чухне мӑнукӑмсене ӑс парас, йӑпанас килет. Ҫав вӑхӑтрах халех ӗҫлеме пӑрахас килмест-ха. Килте кӑна ларакан хӗрарӑм пек курмастӑп-ха хальлӗхе хама. Ӗҫе кӑмӑлласах ҫӳретӗп. Пӗлӗве ҫуллен ӳстеретӗп. Отпускра чухне те ӗҫшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Пирӗн професси — питӗ асамлӑ. Туртса кӗрсе каять те — тӗпчетӗн, тишкеретӗн, сӑнатӑн. Ҫав ӑшталануран вара пысӑк киленӳ илетӗн», — чунне уҫрӗ тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех