Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илетӗн (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑрт ҫӳрекен поезд пекех: юлташупа уйрӑлатӑн, вӑхӑту пуртан тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫинчен сӳпӗлтететӗн, хускалсан, юлашки вакун мӗлтлетет те — аса илетӗн: эсӗ чи кирлине каламан-ҫке.

Как у скорого поезда: расстаешься с другом и, пока есть время, болтаешь о пустяках, а тронется, мелькнет последний вагон — и вспомнишь: главного-то я не сказал.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑтӑр кӗренке илетӗн те, пӗр пӑтшӑн таса укҫан тӳле.

Купишь тридцать фунтов, а заплотишь чистую денежку за пуд.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

 — Иксӗмӗр ыррӑн, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлнӑшӑн эпӗ савӑнтӑм, анчах юлашкинчен акӑ мӗн калатӑп сана, ырӑ кӳршӗм: вӑй ҫитет пулсан — илетӗн ӑна, ҫук-тӑк — ан кӳрен.

— Я рада, что мы с тобой по-доброму расстаемся, без драки, но напоследок я так тебе скажу, любезная соседушка: в силах ты будешь — возьмешь его, а нет не обижайся.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑмахран, культурӑллӑ ҫынсем пурте сӑмса тутрипе усӑ кураҫҫӗ пулсан, эсӗ, ав, икӗ пӳрне пулӑшнипе сӑмсуна шӑнкартатӑн, апат ҫинӗ чух аллусене е атӑ кунчисем е ҫӳҫӳ ҫумне шӑла-шӑла илетӗн, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн лаша ашӑкӗпе пит шӑлма та тиркесе тӑмастӑн, алӑ чӗрнисене е шӑлпа ҫыртса кӗскетен е хӗҫ вӗҫӗпе касатӑн.

Например: вместо того чтобы пользоваться носовым платком, как это делают все культурные люди, ты сморкаешься при помощи двух пальцев, во время еды руки вытираешь то о голенища сапог, то о волосы, после умывания не брезгаешь вытереть лицо лошадиной попонкой, ногти на руках либо обкусываешь, либо срезаешь кончиком шашки.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑмӑлу пулсан — пӑшал илетӗн те тепӗр сехетрен тискер кайӑк тытма тӳрех чӑтлӑха кӗрсе каятӑн, пулӑ тытас килсен — юхан шыв, кӳлӗ.

Хочешь — ружье в руки и через час лезешь напролом через чащобу, за зверем охотишься, хочешь порыбалить — река, озеро.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн чухлӗ суса илетӗн, пурне те шута илеҫҫӗ, сахал-и, нумай-и — хам аллӑмпа тунине никам та туртса илмест…

Что надоишь — все тебе в счет идет, мало ли, много ли — никто не отберет, что мои руки сделали…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑхран сӗт хӑвӑртрах илетӗн! — терӗҫ залра тӗрлӗ енчен.

Скорее у курицы молока выпросишь! — отозвались из разных концов зала.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ хӑв ӗҫӳшӗн сахал мар укҫа илетӗн, ман вара ирӗксӗрех таҫта ҫапкаланса ҫӳремелле е, килте пурӑнса, ӗҫ кунне мӗн чухлӗ тивнипе ҫырлахса лармалла.

Когда я получаю за свою работу немалые деньги, а он вынужден скитаться где-то на стороне или жить в своем доме и довольствоваться таким трудоднем!

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑнасене мӗн начар кӗтсе илетӗн эсӗ, арӑм? — сиввӗн ыйтрӗ вӑл.

— Ты что ж плохо гостей привечаешь, жена? — угрюмо полюбопытствовал он.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ма илетӗн!

Что берешь?!

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Казачкӑна мӗн пур хӗрарӑмсенчен уйӑрса илетӗн.

«Казачку из всех баб угадаешь.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Йывӑҫа мӗншӗн туртса илетӗн? —

— А зачем лес забираешь? —

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем ҫине пӑхсан хӑй тӗллӗн ҫитӗнекен вӑрманӑн ирӗклӗхне тата ытларах ҫивӗчреххӗн аса илетӗн, вӑл асаилӳ чуна тата ытларах ыраттарать.

И еще резче и больней вспоминается при взгляде на них дикое приволье леса.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн эсӗ, атте, манӑнне ҫаплах тинкене илетӗн?..

— Что ж, батя, на самом-то деле…

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтан илетӗн?

— Откель возьмешь?

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чунӑма илетӗн эсӗ манӑнне!..

Душу ты мою вынаешь!..

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ман аҫама илетӗн, — терӗ.

Зипун мой возьмешь.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑмӑр куҫусемшӗн юрататӑп, вӗсемпе пӑхса илетӗн те эс, чунӑм та хавассӑн кулса илнӗ пек туйӑнать: савӑнӑҫлӑ та питӗ лайӑх ӑна; хура уссисене те эсӗ ытла кӑмӑллӑ хускатса илетӗн; урампа пынӑ чух юрлатӑн, бандура калатӑн, сана итлеме те питӗ кӑмӑллӑ».

За то люблю, что у тебя карие очи, и как поглядишь ты ими — у меня как будто на душе усмехается: и весело и хорошо ей; что приветливо моргаешь ты черным усом своим; что ты идешь по улице, поешь и играешь на бандуре, и любо слушать тебя.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Акӑ телефон трубкине илетӗн те: «огонь» тесе кӑшкӑратӑн, вара темиҫе ҫӗр, темиҫе пин ҫын ҫапӑҫӑва чупать, вӗсенчен нумайӑшӗсем…

Вот берешь трубку, кричишь одно слово «огонь» — и сотни, тысячи людей идут в бой, и многие из них…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫынна партие илетӗн ҫеҫ, вӑл ҫапӑҫура вилет…

Только примешь человека, а его убило…

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех