Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ещӗкӗ (тĕпĕ: ещӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ещӗкӗ шуса анчӗ.

Ящик скатился.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пирвайхи трактор ҫине металтан тунӑ хӗрлӗ вымпел — малта пынине пӗлтерекен паллӑ — ҫакса янӑ, чи кайри трактор ҫинче, трактористпа юнашар, ларчӑк ҫинче, рацин кӑвакрах ещӗкӗ выртать.

На первом из тракторов горел красный металлический вымпел — знак первенства, а на последнем, рядом с трактористом, на сиденье, лежал серый ящичек рации.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий, сӗтел ещӗкӗ патнелле ӳпӗнсе, мӑшӑлтатса, ятлаҫса илчӗ, шутсене, рулеткӑсене, линейкӑсене шакӑртаттарчӗ, унтан, хӑйне хӑй алла илсе, пуҫне хӑюллӑн ҫӗклерӗ.

Василий уткнулся в ящик стола, посопел там, погромыхал, чертыхаясь, счетами, рулетками, линейками, потом пересилил себя и решительно поднял голову:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кашни ещӗкӗ ҫинче этикетка пулнӑ:

На каждом ящике пестрела этикетка:

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Чиркӗве пынӑ ҫынсем тата арестантсем ҫаврӑнса пӑхнӑ, чиркӳ старости ҫурта ещӗкӗ патӗнче ҫуртасем шутлама пӑрахса сӑхсӑхса илнӗ.

Прихожане и арестанты оглянулись, а церковный староста перестал считать свечи у свечного ящика и даже перекрестился.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Чи юлашки ещӗкӗ нихҫан та уҫӑлман.

Нижний ящик никогда не открывался.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Адресӗ вара ытла та мӑшкӑлскер пулчӗ, пӗрре те ҫар ҫыннин ардесӗ мар: Ногинск, Мускав облаҫӗ, … номерлӗ почта ещӗкӗ.

Адрес был ужасный — предательски гражданский: Ногинск, Московской области, почтовый ящик…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мана почта ещӗкӗ кирлӗ-ҫке-ха.

В поисках почтового ящика.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пысӑкрах ещӗкӗ — шкаф.

Ящик побольше — шкаф.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Картонпа ҫапнӑ икӗ ещӗкӗ — пукансем.

Два ящика, обитых картоном, — это стулья.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ мӗн ҫын япалине тытатӑн! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ лапчӑк сӑмсаллӑ хӗрарӑм, хӑйӗн ещӗкӗ чӗрҫи ҫине пырса ларнине кура.

— Ты что чужие вещи трогаешь! — заверещала плосконосая деваха, когда он на ее колени поставил ящик.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ку камӑн ещӗкӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ватӑрах ҫынран, чӳрече патӗнче ларакан ещӗке тӗллесе кӑтартса.

— Чей это ящик? — спросил он пожилого железнодорожника, указывая на деревянную коробку у окна.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вара, пӑтраштарса ярас мар тесе, ӳкерчӗкпе кассетӑсене иккӗшне те Валентина ещӗкӗ ӑшне чиксе хурсан, ҫӗнӗ лампочка илме магазина чупрӑм.

Тогда, чтобы не перепутать, я сунул обе кассеты со снимками в ящик Валентины и побежал за новой лампой в магазин.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Пӳлӗмсен ӑшчиккине пуҫтарса тирпейленӗ чух эпӗ сасартӑк ҫыру сӗтелӗн сылтӑм енчи ҫӳлти ещӗкӗ питӗрӗнсе тӑнине асӑрхарӑм.

Прибирая комнаты, я неожиданно обнаружил, что правый верхний ящик письменного стола заперт.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫав вӑхӑтра сысна ҫури ещӗкӗ ҫуна ҫинчен тухса ӳкнӗ, пуринчен те начарри вӑл — ещӗкпе пӗрле ҫунаран пӗр сунарҫӑ тухса ӳкнӗ, унӑн пӑшал та, пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк те пулман.

Так и полетел из саней ящик с поросенком, и, самое скверное, вывалился один охотник без ружья и даже без шапки.

Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.

Яшка унӑн тыткӑччине пӑрчӗ те, ещӗкӗ ҫинче пӗчӗкҫеҫҫӗ лампа ҫуталчӗ.

Яшка завертел, как у шарманки, ручку, индуктор зажужжал, и на ящике зажглась небольшая лампочка.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ун ещӗкӗ ҫинче кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ икӗ арҫын кабинӑ тӑрринчен тытнӑ та алсишӗсемпе ҫапкаласа, сиккелесе, сулкаланса пыраҫҫӗ.

В кузове ее, держась за крышку кабины и хлопая по ней рукавицами, подпрыгивали и качались от толчков двое мужчин в полушубках.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Грузовик ещӗкӗ варринче пӗкӗрӗлсе тӑракан пиччӗшне Ксени тин асӑрхарӗ.

Ксения только сейчас заметила сутуло горбившегося в глубине кузова старшего брата.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней, урине грузовик ещӗкӗ урлӑ ярса, атӑ путушӗпе кустӑрмана хыпашласа тупрӗ, ялт сиксе анчӗ те васкамасӑр хӗрӗ патне пычӗ.

Перекинув через борт кузова ногу, Корней нащупал подошвой сапога колесо, легко спрыгнул и неторопливо подошел к дочери.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Иннокентий Павлович, юрамасть, ӑнланӑр, почтӑ ещӗкӗ пулма юрамасть — мӗн хунӑ, ҫавнах кӑларса илнӗ.

— Нельзя, Иннокентий Павлович, поймите, нельзя быть почтовым ящиком — что в тебя вложили, то и вынули.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех