Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

епле сăмах пирĕн базăра пур.
епле (тĕпĕ: епле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юланутпа епле ҫӳретчӗ.

А верхи ездил как!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун ҫине пӑхнӑ май, тем хытӑ ыратнӑ чухнехи пек, пит-куҫне пӗркелесе, Разметнов шухӑшларӗ: «Ав епле сӑхса илнӗ ӑна Лушка!

Глядя на него и морщась, как от сильной боли, Размётнов подумал: «Эк его выездила Лушка!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ав епле йӑскӑн иккен эсӗ.

Вот ты какой, оказывается, жук!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Епле вӑрттӑнра тытӑн-ха ӑна, намӑса пӗлмен Лушка ҫакна пытарма мар, юри куҫ умне кӑларма тӑрӑшнӑ пулсан.

Да и как можно было сохранить эти отношения в тайне, если беззастенчивая Лушка не только не хотела их скрывать, а даже нарочно выставляла напоказ.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Епле пулса кайнӑ, шуйттан ачи! — тарӑхса каларӗ Яков Лукич.

Каков герой оказался, сукин сын! — с сердцем воскликнул Яков Лукич.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрле ӗҫлекенсем епле пулсан та манран аяккарах пулма тӑрӑшатчӗҫ, пуҫлӑхсем вара ҫине тӑрсах мана сӑнатчӗҫ.

Коллеги старались держаться от меня подальше, начальство поблажек не давало, —

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

«Ах, епле вӗреннӗскерсем!

«Вот это вышколенные!

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чирӗ епле пулсан та иртетех…

Уж теперь наверняка выздоровеет.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Епле лайӑх шӑрш!

— Как вкусно пахнет!

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Шуйттан пек чеескерсем кусем, вӗсем ҫынна ҫиесшӗн, ҫав вӑхӑтрах ҫакна епле те пулин вӑрттӑнрах тӑвасшӑн, тӳрех ӗҫе пуҫӑнма хӑраҫҫӗ.

Эти люди необыкновенно хитры, они хотят съесть человека и в то же время придумывают, как бы это скрыть, боятся прямо приступить к делу — вот потеха!

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— Правленинчен ыйтмасӑрах эсӗ колхоз витинчен мӗн те пулин илсе кайма епле пултарнине курасчӗ-ха манӑн!

— Я посмотрю, как ты сумеешь взять что-либо из колхозной конюшни без ведома правления!

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир те сирӗнсӗр епле те пулин пурӑнкалӑпӑр-ха!

— Мы-то тоже без вас как-нибудь проживем!

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара вӑл, хӑвах куратӑн пулӗ, Давыдов, ӗлӗк те эпир, темле, колхозсӑрах пурӑнкаланӑ-ҫке, выҫӑ аптраса шыҫӑнман, хамӑр пурлӑхӑн хуҫисем хамӑрах пулнӑ, епле ака-суха тумаллине пире ют ҫынсем килсе кӑтартман…

Да оно, видишь ли, Давыдов, и раньше без колхоза мы как-то жили, с голоду не пухли, свому добру сами были хозяева, чужие дяди нам не указывали, как пахать, как сеять, на попихачах ни у кого не были…

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Епле ҫавна та ӑнланаймастӑн!

Как ты этого не поймешь!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара вӑл, вӑтам хресчен, колхоза кӗрсен те харпӑрлӑхӗнчен хӑпма пултараймасть-ҫке, хӑйӗн выльӑхнех епле те пулин лайӑхрах тӑрантарасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет, ҫавӑн пек ҫын вӑл вӑтам хресчен!» — тенӗ пулӑттӑм.

Ить он, середняк этот, в колхоз войдет, и то не может отрешиться от собственности, а все прицеляется, как бы свою худобу дюжей подкармывать, вот он какой!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ хамӑр пӗрле тунӑ йӑнӑшсене халӗ епле тӳрлетесси пирки сӗнӳсем пар, кун пек мӗнле-ха апла эсӗ, Троцкий майлах: «Эпӗ партире, эпӗ тата парти…» — тесе кӑна тӑратӑн…

Давай предложения, как нам наши общие ошибки поправлять, а этак что ж ты, как Троцкий: «Я в партии, я да партия…»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ епле: хамӑр усал ҫынсене хӑшне-пӗрне, вӗсем вӑтам хресченсем шутӗнче тӑраҫҫӗ пулин те, тӳрех ҫапла калаттӑмччӗ:

А вот как: кое-кому из наших злодеев, хотя они и середняки числются, прямо говорил:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхозшӑн епле тӑрӑшрӑм-ха эпӗ?

Я за колхоз как агитировал?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле!

Так-то!

— Ну, халӗ ӗнтӗ колхозсем ҫӗршӗннӗ кӗпе-тумтир ҫӗвӗрен кайнӑ пекех саланса каяҫҫӗ! — хӑй епле шухӑшланине никамран малтан каласа пачӗ савӑнса ӳкнӗ Банник.

— Ну, теперь полезут колхозы по швам, как прелая одежина! — первым высказал догадку торжествующий Банник.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех