Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренекен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗренекен (тĕпĕ: вӗренекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анне, атте, паян класс пухӑвӗ пулнине манса ан кайӑр, — хӑюллӑн калаҫрӗ виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Валя.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шкулта лайӑх вӗренекен ачан вӗрентекенӗн ячӗ те яланах чи пултаруллисен шутӗнче.

В школе у ученика, который хорошо учится, и учитель всегда в числе самых лучших.

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чӑн та, кӗҫӗн класра вӗренекен ачасемпе ҫӑмӑлах пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Врача вӗренекен Нинель те аптраса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Шкулта вӗренекен Костя, шӑп ҫав вӑхӑт-ра ҫыран хӗррипе утса пынӑскер, ним шухӑшламасӑрах шыва сикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑл Шупашкарти 4-мӗш лицейре вӗренекен мӑнукне Алексей Алексеевич пирки нумай каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пӑва районӗнчи Элшел вӑтам шкулне тавра ялсенчен юрлас пултарулӑхне кӑтартма шкулта вӗренекен ачасем пуҫтарӑнчӗҫ.

В Альшеевскую среднюю школу Буинского района блеснуть вокальными способностями собрались учащиеся школ из окрестных сел.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӗренекен чунне ӑнланасси, тӗрӗс ҫул ҫине тӑма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшасси – тӗп тӗллевсем тесе ҫирӗплетет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Самана улшӑннӑ тапхӑрта ҫемьене тӑрантарма укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй Мускава ҫӳренӗ чухне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Женьӑн пахчаҫимӗҫ акма-лартма, мӗн пур лаптӑкри утта ҫулма, турттарма тивнӗ.

Из-за нехватки денег Александру Куприяновичу одно время пришлось ехать на заработки в Москву, всю мужскую работу по хозяйству пришлось делать девятикласснику Евгению: сажать овощи в огороде, сеять картошку в поле, косить траву на лугу, а затем и привозить на тракторе скошенное сено.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен Алиса Замуткина пуҫламӑш классенченех вӗренӳре лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать.

Алиса Замуткина ученица из Красночетайской средней школы, ещё с начальных классов получает хорошие отметки.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Тӗслӗхрен, реклама уйрӑмӗнче вӗренекен Кристина Петрова тӗп хулари «Мониторинг Центрӗпе вӗренӳ аталанӑвӗ» автономи учрежденийӗ ыйтнипе «Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литература кабинетне йӗркелесси» проект хатӗрлерӗ.

К примеру, по просьбе автономного учреждения столицы "Развитие мониторинга и центра образования" обучающаяся рекламного отделения Кристина Петрова подготовила проект "Организация кабинета чувашского языка и литературы в школах с русским языком обучения".

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Тӑрӑмри Владимир Егоров «XXI ӗмӗрти Кулибин» куравра хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ трактора кӑтартнӑ пулсан, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти Алексей Данилов вӗрентекен ертсе пынипе районти 4 шкулта /Елчӗкре, Аслӑ Елчӗкре, Кушкӑра тата Лаш Таяпара/ вӗренекен ҫамрӑк ӑстаҫӑсем робот техникипе паллаштарнӑ.

Если Владимир Егоров из Сабанчино на выставке "Кулибин XXI" представил самодельный трактор, то под руководством учителя Яльчикской общеобразовательной средней школы Алексея Данилова в 4 школах района (в Яльчиках, Байдеряково, Кошки-Куликеево, Лащ Таяба) учащиеся юные конструкторы представили технику-робот.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Юлашки шӑнкӑрава хӑш вӗренекен хӗпӗртесе кӗтмест-ши, унтан ӗмӗр тӑршшӗпе шкул ҫулӗсене чи телейлӗ вӑхӑт пек кам аса илмест-ши?

Кто же из выпускников не ждёт с радостью последний звонок, кто же на протяжении всей своей жизни не вспомнит это, как самое счастливое время?

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кӑҫал Тереза Камаловӑн ыр кӑмӑллӑх фончӗ нушаллӑ ачасем валли укҫа пуҫтарас тӗллевпе йӗркелекен концертсемсӗр пуҫне тата социаллӑ учрежденисенче вӗренекен отличниксене укҫан премисем пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ял хуҫалӑх академийӗ хӑйӗн историйӗнчи ырӑ йӑлине — кирек хӑш направленипе вӗренекен студента рабочи профессисен никӗсӗсене те вӗрентессине — тавӑрас тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Сценарине Кинематографи институтӗнче вӗренекен чӑваш ачи — халӗ эпир пурте лайӑх пӗлекен Никифор Мранькка прозаик — ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӗсене 7-мӗш класра вӗренекен Вика Симушкинӑпа Вика Кадикина вожатӑйсем пулӑшаҫҫӗ.

В качестве вожатых им помогают ученицы 7 класса Вика Симушкина и Вика Кадикина.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Тӑрмӑшри вӑтам шкулта вӗренекен 60 ача каникула шкул ҫумӗнче йӗркеленӗ лагерьте ирттерет.

60 детей Уразметовской средней школы проводят каникулы в пришкольном лагере.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Хусанти сборта Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен чӑваш каччисене ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илме пулатчӗ.

Во время сборов в Казане легко можно было отличить юношей с Чувашского государственного университета.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Куллен вӗренекен ҫын ҫеҫ паха сюжетсем, кӑларӑмсем ӳкерейӗ, проектсем шухӑшласа кӑларса вӗсене халӑх патне ҫитерме тӑрӑшӗ.

Только тот, кто обучается ежедневно, может снимать выпуски, придумывать проекты и довести все до народа.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех