Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтсӑр (тĕпĕ: вӑхӑтсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Хуранӗнчен тухакан сӗлек пек пӗтчӗр; вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пек, хӗвел ан курайччӑр.

9. Да исчезнут, как распускающаяся улитка; да не видят солнца, как выкидыш женщины.

Пс 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӗсен никӗсне шыв хупласа илсессӗн, вӗсене вӑхӑтсӑр пӗтерсе тухнӑ.

16. которые преждевременно были истреблены, когда вода разлилась под основание их?

Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсен вӑкӑрӗ ахаль йӑхмасть, вӑрлӑхне ахаль юхтармасть, вӗсен ӗни ахаль ертмест, вӑхӑтсӑр пӑруламасть.

10. Вол их оплодотворяет и не извергает, корова их зачинает и не выкидывает.

Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Халӗ эпӗ ҫӗр айӗнче выртнӑ пулӑттӑм; канлӗн ҫывӑрнӑ пулӑттӑм, 14. пушхирсене хӑйсем валли хула лартса тултарнӑ патшасемпе, вӗсене канаш парса тӑнӑ ҫынсемпе 15. е килӗ-ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗл тултарнӑ улпутсемпе пӗрле выртма мана канӑҫлӑ пулатчӗ; 16. е, вӑхӑтсӑр ҫуратса пытарнӑ ача пек, кун ҫути курман ача пек, эпӗ пулман та, пурӑнман та пулӑттӑм.

13. Теперь бы лежал я и почивал; спал бы, и мне было бы покойно 14. с царями и советниками земли, которые застраивали для себя пустыни, 15. или с князьями, у которых было золото, и которые наполняли домы свои серебром; 16. или, как выкидыш сокрытый, я не существовал бы, как младенцы, не увидевшие света.

Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Санӑн ҫӗрӳнте вӑхӑтсӑр ҫуратакан, ача туман арӑм пулмӗ; санӑн кунҫулна ҫителӗклӗ тӑвӑп.

26. Не будет преждевременно рождающих и бесплодных в земле твоей; число дней твоих сделаю полным.

Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗн чухлӗ юн тӑкса хӑвартӑмӑр эпир унта, мӗн чухлӗ ҫамрӑк ҫын ӗмӗрӗ вӑхӑтсӑр татӑлчӗ...

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 хутчен вут-ҫулӑм алхаснӑ, 2 ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр тӑтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Шел пулин те, Юрийпе йӗкӗреш ҫуралнӑ Гера вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

Жаль, но родившийся с Юрием близнец Гера ушел из жизни безвременно.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Иртнӗ ҫулта ҫак сӑлтавсене пула арҫынсенчен 22 проценчӗ вӑхӑтсӑр вилнӗ.

В прошлом году из-за подобных случаев безвременно скончались 22 процента мужчин.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлакан сӑлтавсен шутӗнче - юн ҫаврӑнӑшӗн системин чирӗсем (1,3 пин ар вилнӗ).

Основная причина смертности - болезнь системы кровообращения (1,3 тысячи мужчин умело).

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл меценатӑн вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗн Любовия Алексеевна Таланцевӑн ячӗпе ҫӳренӗ, совет влаҫӗн ҫулӗсенче - Константин Волков ячӗпе.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Шел, кайран, тӑван тӑрӑха таврӑнсан, чылайӑшне вӑхӑтсӑр юлашки ҫула ӑсатрӑмӑр.

Жаль, позже, по возвращению в родные края, многих проводили на последний путь.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Тен, эпӗ вӑхӑтсӑр килсе чӑрмантартӑм?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл пиллӗк ҫулта чухнех унӑн ашшӗ вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ пирки ҫырса пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн литературӑран та вӑл ҫулсенче талантлӑ писательсем вӑхӑтсӑр ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл ӗҫченсен ӑсӗпе алли ӗмӗртен, ҫулсерен хушса пынӑ нумай-нумай пурлӑхпа пуянлӑха вутпа ҫунтарса, шывпа юхтарса ячӗ; вӑл мӗльюншар вӑй питти ҫынсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татрӗ, ҫӗр ҫине мӗльюншар тӑлӑхсем хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑхӑтсӑр ача ҫуратрӗ ҫав кун Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритуна вӑхӑтсӑр ан хӑратӑр…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хальччен каламанччӗ сана, вӑхӑтсӑр хуйхӑртас теменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех