Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтсӑр (тĕпĕ: вӑхӑтсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах вӑхӑтсӑр мухтанса хумарӗ вӗт-ха вӑл, «ҫемйипӗх тракторпа ӗҫлӗпӗр», тесе тахҫан малтан каласа хумарӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Калаччӑрах-ха ҫынсем, ҫаплах калаччӑр, ҫамрӑклах хутланса ларчӗ, вӑхӑтсӑр ватӑлчӗ тени мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ун пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнишӗн хурланма пӗлместӗн пулсан, хӑвна та хаклама пӗлместӗн эс, пысӑк тӗнче.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хирӗҫ килекенсем, Анатолий Ҫеменович тӗлне ҫитсен, чарӑнса тӑрсах ун ҫинелле пӑхаҫҫӗ, куҫҫулӗ юхтарса утакан ватӑ ҫынна шеллесе, пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ йытӑ ҫурине хӗрхенсе, хӑйсем тӗллӗн шӑппӑн калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ, кунта вӑхӑтсӑр та вырӑнсӑр килсе кӗнӗскер, халӗ ним тума пӗлмесӗр дача кӗтессинчен пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑхӑтсӑр килсе ҫитнӗ хӗл сиввине ҫӗнтерсе, ҫав-ҫавах чӗрӗ-сыввӑн ларнӑран-ши, пушшех те чиперрӗн те илӗртмелле курӑнаҫҫӗ пек халӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халех пӗлес килчӗ ун Хветура мӗнле шухӑш тытнине, Хветура хӑй пуҫласа хӑй вӑхӑтсӑр татнӑ калаҫӑва халех тепӗр хут сыпӑнтарса, вӗҫне тӗвӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Канашлура эпӗ, Тарас Поликарпович, сана хисеплесе чӗлхене вӑхӑтсӑр ҫыртса лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗрисем кашни утӑмра эрех сутсан та вӑхӑтсӑр пӗр тумлам ӑша ярас ҫук, — терӗ малалла Лашманов.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тата тем каласшӑн пулчӗ Прохор Петрович, анчах ӳсӗрме тытӑнчӗ те, вӑхӑтсӑр ҫулӑхнӑ ӳслӗкне вӑрҫа-вӑрҫа, тарӑхнипе пушшех хытӑ кӑхлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пек этем кирек кам ҫӳҫне те вӑхӑтсӑр шуратма пултарӗ, анчах хӑйӗн илемне чакармӗ, танлӑхне ҫухатмӗ, ҫав-ҫавах лӑпкӑн, кулкаласа калаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ан та шухӑшлатӑр мана хирте е фермӑра ӗҫлеттерсе вӑхӑтсӑр ватӑлтарма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑтайманнисем вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ е хӑйсем ҫине алӑ ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑяр ҫулҫи вӑхӑтсӑр сарӑхнинчен те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751

Ҫӳп-ҫап контейнерсене вӑхӑтсӑр е пахалӑхсӑр тасатас темӑпа 30 ытла пӗлтерӳ килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Ку поэтӑн пурнӑҫӗ саккунсӑр репресси ҫулӗсенче вӑхӑтсӑр татӑлнӑ».

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтсӑр вилнӗ ҫыншӑн вӗсем иккӗшӗ те кулянаҫҫӗ паллах, анчах калавра ҫырса кӑтартнӑ пек мар.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Атте вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен пире шутсӑр йывӑр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ан тив, радиопа ӳлӗмрен Сехмет Сантӑрккин ячӗ янратӑр, сӑлтавсӑр-мӗнсӗр инкек тӳссе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ ҫын ҫӗнӗрен чӗрӗлтӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтсӑр вилнӗ ҫап-ҫамрӑк ачапа ватӑран та ватӑ карчӑка Таранов хӑҫан аса илчӗ тетӗр?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех