Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтсӑр (тĕпĕ: вӑхӑтсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла мӗскӗнӗн пӑхни: мӗншӗн вӑхӑтсӑр ыйту парса лармалла?

Этот взгляд точно говорил: зачем же преждевременно задавать вопросы?

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачана Прокофий амӑшӗ, ватӑ карчӑк, хӗрхенсе, хӑй патне илнӗ.

Недоношенного ребенка, сжалившись, взяла бабка, Прокофьева мать.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫӗ чӗтреме тытӑннӑ Прокофий, куҫӗсене нимӗн хускатмасӑр, пийклетсе сас паракан хӗрлӗ нӑймакаллӑ чӑмаккана — вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачана — сурӑх тир кӗрӗкпе чӗркесе тӑнӑ.

Прокофий, с трясущейся головой и остановившимся взглядом, кутал в овчинную шубу попискивающий комочек — преждевременно родившегося ребенка.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвеланӑҫӗнчи хӗрлӗ ҫутӑ сӳннӗ вӑхӑтра, ҫӑлтӑрсем тухса ӗлкӗреймен чух, уйӑх та ҫутатман вӑхӑт ӗнтӗ ку, ҫӗрле мар пулсан та, вӑрманта ҫӳреме хӑрушӑ; йывӑҫсем ҫинелле, туратсенчен яра-яра тытса, тӗне кӗртмесӗр вилнӗ ачасем кармашаҫҫӗ, ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче те вӗлтӗрен хушшинче тикӗл-макӑль тӑваҫҫӗ; Днепр хумӗсем хушшинчен умлӑ-хыҫлӑнах вӑхӑтсӑр шыва путса вилнӗ хӗрсем чупа-чупа тухаҫҫӗ; вӗсен симӗс пуҫӗсем ҫинчен хулпуҫҫийӗсем ҫинелле ҫӳҫесем шуса анаҫҫӗ: вӑрӑм ҫӳҫсем ҫинчен ҫӗрелле шыв шӑнкӑртатса юхать, хӗр вара, шыв витӗр, кантӑк кӗпе витӗр курӑннӑ пек, янках ҫутӑлса курӑнать; ытармалла мар кулать вӑл, питҫӑмартийӗсем хӗмленсе ҫунаҫҫӗ, куҫӗсем чуна илӗртеҫҫӗ…

В час, когда вечерняя заря тухнет, еще не являются звезды, не горит месяц, а уже страшно ходить в лесу: по деревьям царапаются и хватаются за сучья некрещеные дети, рыдают, хохочут, катятся клубом по дорогам и в широкой крапиве; из днепровских волн выбегают вереницами погубившие свои души девы; волосы льются с зеленой головы на плечи, вода, звучно журча, бежит с длинных волос на землю, и дева светится сквозь воду, как будто бы сквозь стеклянную рубашку; уста чудно усмехаются, щеки пылают, очи выманивают душу…

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӗвел ҫуттинче вӑхӑтсӑр ватӑлнипе пӗркеленнӗ ҫӗр тӗслӗ курӑнакан питне пӑрса, вӑл Вася Сойкина хаваслӑн куҫ хӗсрӗ:

Повернув на солнце землистое, прежде времени постаревшее лицо в густой сетке морщин, он весело подмигнул Васе Сойкину:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Капла вара туйӑмӗсем те, энергийӗ те вӑхӑтсӑр, вырӑнсӑр ҫӗрте ҫуралать, — ҫакӑ вӑл, паллах, ҫынна сиен кӳнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те кӳмест.

А то несоответственное ни месту, ни времени вызывание энергии, чувства, ничем не проявляющегося, не может не действовать губительно.

XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вакуна ҫывӑхри станцӑсене каякансем кӗреҫҫӗ, анса юлаҫҫӗ, анчах виҫӗ ҫын, ман пекех, пуйӑс хускалса кайнӑранпах ларса пыраҫҫӗ-ха: пӗри ҫамрӑках мар илемсӗр майра, табак туртаканскер, ӗшенчӗк сӑн-питлӗскер — арҫынсенни майлӑ пальтопа шапка тӑхӑннӑ; унӑн юлташӗ, тӑпӑль-тӑпӑль ҫӗнӗ япаласем илсе пыраканскер, хӗрӗхелле ҫитнӗ калаҫма юратакан арҫын; виҫҫӗмӗшӗ — лутрарах та вӑр-вар господин, вӑл хӑйне хӑй ыттисенчен уйрӑм тытать, ватах мар, анчах кӑтра ҫӳҫӗ вӑхӑтсӑр шуралнӑ пулмалла.

В вагон входили и выходили едущие на короткие расстояния, но трое ехало, так же как и я, с самого места отхода поезда: некрасивая и немолодая дама, курящая, с измученным лицом, в полу мужском пальто и шапочке, ее знакомый, разговорчивый человек лет сорока, с аккуратными новыми вещами, и еще державшийся особняком небольшого роста господин с порывистыми движениями, еще не старый, но с очевидно преждевременно поседевшими курчавыми волосами.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӑхӑтсӑр килсе ҫитнӗ хӗл ҫӗр ҫинчи чӗрчунсене вӗлерсе юр айне пытарнӑн туйӑнать.

Казалось, неурочная зима похоронила под снегами всякую жизнь на земле.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑхӑтсӑр вӗҫтерсе килчӗ!

— И прилетел же не вовремя!

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хускалма иртерех иккенне пӗлсе, Матвей Юргин салтаксене вӑхӑтсӑр вӑратма шутламарӗ.

Матвей Юргин боялся разбудить солдат прежде времени.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӑван ҫӗршыв талкӑшӗнче, ҫакӑнти пек, вӑхӑтсӑр вилсе выртнисем сахал-им халӗ?

Мало ли тех, что нашли без времени свой конец на просторах родной земли?

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Паллӑ ӗнтӗ, пурте лӑпкӑ мар, Лозневоя вӑхӑтсӑр, пӗр кӗтмен ҫӗртен вӑратса пӳртрен илсе тухни никама та канӑҫ памасть.

Все были встревожены тем, что Лозневого подняли в неурочный час да еще вызвали из дома.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӑшмана хамӑр ҫинчен вӑхӑтсӑр пӗлтерме юрамасть.

Нам до поры до времени давать знать о себе врагу — дело излишнее.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Нихҫан та унӑн пӗр грамматикӑллӑ йӑнӑшӗ те ҫакнашкал вӑхӑтсӑр сиксе тухман.

Никогда еще ни одна его грамматическая ошибка не обнаруживалась так не вовремя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Апрельти пӑлхану вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача майлӑ пулчӗ, киленсе юратнӑ вӑхӑтра пуҫланчӗ те, амӑшӗ ӑна ҫуратнӑ чух пӑвса вӗлернӗ пек пулса тухрӗ.

Апрельское восстание было недоноском, зачатым в упоении пламенной любви и задушенным родной матерью в муках рождения.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Йывӑра ан илӗр те, манӑн сирӗн сӑмахӑра вӑхӑтсӑр таттармалла пулса тухрӗ иккен, — кулам пек туса каласа хучӗ Огнянов, хӑй шурсах кайрӗ.

— Извините, что так рано помешал вашей беседе, — проговорил Огнянов, горько усмехаясь и бледнея.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ашшӗ кунне вӑхӑтсӑр татаҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем!

Уморят отца раньше времени!

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Телейсӗр Огняновӑн кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑшӑн пурте чӗререн кулянчӗҫ: вӑл вилнӗ тенӗ хыпар ӑҫтан килнӗ унтан илтӗнех тӑчӗ.

Все в один голос оплакивали судьбу несчастного Огнянова; слухи о его смерти приходили отовсюду.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнтан кайран ҫичӗ ҫул иртет, телейсӗр граф килне таврӑнать, Геновева хӑварнӑ ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, арӑмӗн нимӗн чухлӗ те айӑпӗ ҫук иккенне тавҫӑрса илет те унӑн вӑхӑтсӑр вилӗмӗшӗн татӑлса хуйхӑрать.

Спустя семь лет злосчастный граф вернулся с войны и, узнав из письма, оставленного Геновевой, что она невинна, стал оплакивать ее раннюю смерть.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав чӑланта пӗр виҫ ҫул каялла вӑхӑтсӑр вилнӗ Левский ҫывӑрнӑ-мӗн.

В этом чулане три года назад ночевал покойный Левский Доктор,

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех