Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 10:23

Пуплевӗш: 185; Сӑмах: 1368

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тул ҫутӑлнӑ чух пӗтӗм ҫӗре тӗтре хупӑрласа илчӗ. Ним сассӑр та тӗксӗм тӗтре хумӗсем Ольховкӑри сӑртлӑх тавра хуллен ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. Шупкалансах пыракан ҫутӑра, хӑш-пӗр ҫӗрте, сӑрт тӑррисем палӑркалаҫҫӗ, — вӗсем ҫийӗнче, ҫӳлте, пӑрахса кайнӑ маяксем пек, картлӑ-картлӑ та хура чӑрӑшсем курӑнаҫҫӗ. Ольховкӑра ҫеҫ, чи пысӑк сӑртлӑхра — кӑшт ҫутӑрах. Халь ӗнтӗ ҫав ҫутӑ тӗтре ҫийӗн, майӗпен, карап пек шуса пырать, ирхи шупкарах хӗрлӗ шуҫӑм ҫуттине хирӗҫ шӑвать вӑл. Ун тӗлӗнче, ылтӑн парӑс пек, хуллен кӑшӑлтатса, хурӑнсем лараҫҫӗ.

Лопуховсен килӗнче пуринчен малтан Алевтина Васильевна вӑранчӗ, ун хыҫҫӑн вара — куҫ хупмасӑр тенӗ пек ҫӗр каҫнӑ Марийка тӑчӗ. Вӑл шурса кайнӑ. Ҫывӑракансене вӑратас мар тесе, вӗсем шӑппӑн ҫеҫ кӑмака умӗнче тӗрмешме тытӑнчӗҫ. Пурӑнасса вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, туслӑ пурӑннӑ. Иккӗш те Андрейшӑн тӑрӑшнӑ. Ҫак вӗсен туслӑхне ытларах ҫирӗплетнӗ, ӑшӑ, ҫутӑ туслӑх пулнӑ вӑл. Алевтина Васильевна ҫемйине хытӑ тыткалакан Ерофей Кузьмича пӑхӑнма хӑнӑхнӑ пулин те, пурпӗрех, унӑн влаҫне чӑтса пурӑнма йывӑр пулнӑ ӑна. Ырӑ та йӑваш кӑмӑллӑ Алевтина Васильевна вара пӗртен пӗр. кинӗпе туслӑ пурӑнса, ҫав власть йывӑрлӑхне сирсе яма тӑрӑшнӑ. Халӗ, Андрей валли ҫул ҫинче ҫимеллисем хатӗрленӗ хушӑра, кӑмака кукринче ӗҫлекен Алевтина Васильевнӑпа Марийка пӗрмаях шӑппӑн калаҫкаласа илнӗ.

Квас чӗресӗнче кукӑль пӗҫермелӗх чуста ҫӑрса хатӗрлесен, Алевтина Васильевна, Ерофей Кузьмич харлаттарнине илтнӗ хушӑрах, пӗр шикленмесӗр тенӗ пек хӑйӗн тулли те тарлӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчен куҫҫульне шӑлса илчӗ.

— Каламарӗ-и, пит инҫете каяҫҫӗ-ши? — ыйтрӗ вӑл.

Марийка кӑштах кушӑрканӑ тута хӗррисемпе хурлӑхлӑн йӑл кулнӑ пек пулчӗ:

— Ӑҫтан пӗлтӗр вӑл, анне! — терӗ. — Мускавран иртмеҫҫӗ пуль. Мускавран леререхре нихҫан та вӑрҫӑ пулман пулас.

— Унтан вара? Каялла-и?

— Паллах каялла!

— Ах, турӑҫӑм! Урисене шӑйӑрттарса пӗтерет вӗт ӗнтӗ Андрюша.

— Ӑна валли эп запас пиртӑла чиксе хутӑм.

— Чӑлха чикрӗн-и? Чӑлха чик тата, асту! — терӗ Алевтина Васильевна. — Тӑхта, кинӗм! Каламарӗ-и: мӗншӗн ӗҫ тухсах каймасть вӗсен, мӗншӗн хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ, э? Е ӗнтӗ лешсем… нимӗҫсем… пирӗннисенчен вӑйлӑрах-ши? Вӑр-вартарах ҫаврӑнкалаҫҫӗ-ши?

— Пӗлместӗп, анне. Курман вӗт-ха эпӗ вӗсене… — Ҫук, апла мар! — сасартӑк хыттӑн каларӗ Алевтина Васильевна, яштах чӑсӑлса тӑрса. — Аҫа ҫаптӑр та мана, вырӑс ҫыннине кам та пулин ҫӗнтерме пултарасса пурӗпӗр ӗненместӗп! Лайӑхрах, майлӑрах вырӑн суйласа илӗҫ те ак, хире-хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫавӑнта пӗтерсе тӑкаҫҫӗ те ак вӑл эсрел пуҫӗсене! Ӗненместӗн пулсан — куҫран сур вара мана ун чух, кинӗм! Андрюша таврӑнсан… Айтӑрух, кинӗм, шарфне мӗнле? Чиксе хутӑн-и? Кӗҫех хӗл ларать вӗт-ха!

— Ой, анне, йывӑр пулать ӑна, — терӗ Марийка. — Ҫапӑҫу-мӗн пуҫлансан, чупмалла-ҫке-ха!

— Мӗн чупмалли ун? Аяккарах хур та — ҫапӑҫ! Килкартишӗнче хура йытӑ хаяррӑн вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Лозневой патне темле ҫар ҫыннисем килчӗҫ иккен. Вӗсем комбата вӑратма хушрӗҫ те ӑна пӳртрен чӗнсе тухрӗҫ.

Шинельне хулпуҫҫийӗнчен уртса, ҫамка хӗрринчи тӗссӗрленсе, лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫӳҫ пайӑркисене шӑлкаласа, Лозневой пӳртумне тухрӗ; сӑнӗ-пичӗ салху, тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑран ӗнтӗ, кӳпченӗ. Хуллен — кушак чӗрнипе чавса илнӗ пек, унӑн чӗрине шиклӗ шухӑш чӗрсе, чавса илнӗ пек пулчӗ. Пӳртумӗнче ӑна адъютант старший, ачанни пекех ачаш сӑн-питлӗ те пит ҫамрӑк Хмелько лейтенант кӗтсе тӑрать иккен. Хӗвелтухӑҫнелле, шуҫӑм хӗрелсе килнӗ ҫӗрелле пӑхса илсе, Лозневой шиклӗн ыйтрӗ:

— Мӗн пулчӗ? — терӗ вӑл.

Амбар умӗнче йытӑ хӑрлатса илчӗ. Адъютатӑн вестовойӗ, аякра тӑраканскер, ӑна баспа хӑратса юнарӗ.

— Чарӑн, тискер кайӑк! — терӗ вӑл.

— Пӳрте кӗрес темерӗм эп… — калама тытӑнчӗ Хмелько.

— Мӗн пулчӗ, ну?

— Акӑ приказ. Халех каймалла, — терӗ Хмелько, хыпаланса.

Лозневой хута алла илчӗ.

— Нумай пулать-и илни? — ыйтрӗ комбат.

— Пӗр ҫур сехет ҫитрӗ пулмалла.

— Полк штабӗ ӑҫта? Ӗлӗкхи вырӑнтах-и?

— Тухса кайрӗ ӗнтӗ. Лерелле каять.

Лозневой приказа хуҫлатрӗ, брюки кӗсйине чикрӗ.

Хӑй пӑлханнине палӑртмасӑр, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, хуллентерех каларӗ:

— Ну, Хмелько, мӗн тумаллине ту эппин!

— Есть!

— Ҫынсене ҫул ҫинче ҫитерӗпӗр-и?

— Ҫул ҫинче. Кухньӑсенчен тӗтӗм тухать.

Кайма та юратчӗ ӗнтӗ, анчах Хмелько лейтенант вестовой ҫинелле вӑрт ҫаврӑнса пӑхса, Лозневой ҫумнерех пычӗ, ӑна хӑлхинчен шӑппӑн каларӗ:

— Нимӗҫсем ҫывӑхра!

— Пустуй сӑмах мар-и?

— Тӗрӗсех, — терӗ Хмелько. — Ҫӗрле кунтан беженецсем иртсе кайрӗҫ. Ухмаха ернӗ пек чуптараҫҫӗ. Нимӗҫсем мӑн ҫул ҫинчи оборонӑна татнӑ, теҫҫӗ. Кӗмсӗртеттерсе кӑна килеҫҫӗ, тет. Капла эпир капкӑна та лекме пултаратпӑр. Боецсем пӗлнӗ те — ҫывӑрмарӗҫ, пӑлханаҫҫӗ, ҫӗрӗпе ял тӑрах сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗҫ. Халь ҫеҫ пӗлтерчӗҫ мана: тата виҫҫӗн тарнӑ, тет.

— Ҫывӑхри ялсем-и?

— Ҫывӑхрисем.

Лозневой кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан сиввӗн каларӗ:

— Вӑт вӑрҫ ӗнтӗ!

— Ун пеккисемпе вӑрҫни вӑл — вӑрҫни мар, хурлӑх курни ҫеҫ! — терӗ Хмелько та.

— Ну, ҫитӗ, Хмелько, мӗн кирлине ту!

Каялла кӗрсен, Лозневой кухньӑра чарӑнса тӑчӗ. Вӑл Хмелькопа калаҫнӑ хушӑра пӳртрисем пурте ыйхӑран вӑранса тӑчӗҫ. Ерофей Кузьмич сӗтел хушшинче шухӑша кайса, шурӑ ӳтлӗ тачка кӑкӑрне хыҫкаласа ларчӗ. Андрей, хӑйӗн тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, алӑк сули патӗнче ботинкине тӑхӑнчӗ. Костя ӗнтӗ тумланнӑ, ҫунакан вут ҫинелле пӑхса, пӗчӗк куҫӗсене сӑтӑркалать. Килхуҫи хӗрарӑмӗсем ҫаплах-ха кӑмака кукринче пӑшӑлтатаҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ, пурте лӑпкӑ мар, Лозневоя вӑхӑтсӑр, пӗр кӗтмен ҫӗртен вӑратса пӳртрен илсе тухни никама та канӑҫ памасть.

— Ҫывӑратӑн-и-ха? — ыйтрӗ Лозневой Костьӑран. Вестовой васкавлӑн сиксе тӑчӗ.

— Хатӗр, комбат юлташ!

— Пуҫтарӑн, каятпӑр!

Лозневой малти пӳрте кӗчӗ, тепӗр минутран, шинельне хывса пӑрахсан, чӗн пиҫиххине илсе, вӑл каллех алӑк сули патнелле пычӗ.

— Лашасем тутӑ-и?

— Лашасем йӗркеллӗ, — терӗ вестовой.

— Ӑҫта эсир капла пит ир? — ыйтрӗ Ерофей Кузьмич.

— Служба, мучи! — куҫӗсене ялкӑштарса илсе, Лозневой самантрах чӗн пиҫиххине ҫыхрӗ. — Служба.

— Татах каялла чакатӑр эппин?

— Приказ, мучи!

— Апатне хӑҫан ҫиетӗр?

— Ҫынсене ӑсататӑп та ак, кӗретӗп.

Андрей алӑк сули патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл аялти шалпар кӗпе аркине брюки ӑшне пуҫтарса чикнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте вӑл, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑскер, питӗ маттур пек курӑнать. Мунча хыҫҫӑн, ҫителӗклех ҫывӑрса тӑраннӑ хыҫҫӑн, вӑл тасалса кайнӑ, анчах апла пулин те, хӑй ҫаплах-ха салху, шухӑша кайнӑ пек.

— Халех тухмалла-и, комбат юлташ?

— Ҫапла, ҫынсене вӑратаҫҫӗ те, — терӗ Лозневой, алӑк патнелле иртсе. Ҫав хушӑрах: — Телей сирӗн, Лопухов юлташ. Эсир телейлӗ! — терӗ вӑл.

— Мӗнтен телей вара манӑн, старши лейтенант юлташ?

— Телей пулмасӑр, киле кӗрсе куртӑр!

— Мӗн телейӗ вӑл! — сассине хӑпартса, хурлӑхлӑн каларӗ Андрей. — Вӑл телее пула ӑшчик ҫунать. Вӗлтӗренпе вӗтелентернӗ пек. Кил витӗр каялла чакса кайма ҫӑмӑл тетӗр-им эсир?

— Ҫапах та килтисене курса калаҫрӑр…

— Ӗнер каҫхине эп хӗрӗнкӗччӗ, — хуллен каларӗ Андрей. — Паян ав, мухмӑрла. Вӗсем кунта пулман пулсан, вӗсене курман пулсан, лайӑхрахчӗ-и тен.

Лозневойпа Костя тухса кайсан, кухньӑра темиҫе минут хушши чуна йывӑр шӑплӑх тӑчӗ. Ирхине Андрей каясса пурте пӗлнӗ, ҫапах та вӑл ытла сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен каять ӗнтӗ. Ерофей Кузьмич сӗтел хушшинче ларать, сулахай аллине вӑл сӗтел ҫинелле хунӑ, чӑмӑрне лӑштӑрах уснӑ.

Алевтина Васильевнӑпа Марийка кӑшт ҫеҫ кӑмакари вут ҫути ҫутатакан тӗттӗм кӗтесре, кӑмака кукринче, пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса тӑнӑ. Пӗри те чӗнмест. Пурте Андрей ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн чаплах мар салтак хатӗр-хӗтӗрне пуҫтарма пуҫларӗ. Юлашкинчен Ерофей Кузьмич тӑвӑннӑ сасӑпа ыйтрӗ:

— Пуҫтарӑнатӑн апла?

— Каяс пулать, атте, — хӑйне хӑй чарсарах ответлерӗ Андрей.

— Ну, асту, Андрей! Асту, ывӑлӑм!

— Нимех те мар, атте, пурте чиперех пулӗ…

— Асту, ӑс-пуҫпа ҫапӑҫ!

Кӑмака кукринче ӗсӗкленӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

— Ну, эсир унта! — хыттӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Ерофей Кузьмич хӗрарӑмсене, хӑй арӑмӗ макӑрнине кӑна илтрӗ пулин те. — Ҫухӑрма тытӑнчӗҫ! Ха, лӗркеҫҫӗ! Ним ҫухӑрмалли те ҫук унта! Мӗн вӑл — пӗчӗк ача-им? Унӑн халь хӑйӗн ӑс-пуҫӗ пур! Пухса ҫитернӗ!

Андрей кутамккине ҫакма тӑхтарах пачӗ.

— Ҫук, атте, пухсах ҫитереймен-ха, — терӗ вӑл сасартӑк, хытӑ сасӑпа, — пухма тытӑнатӑп кӑна. Эсӗ, атте, асту, кунта юлатӑн — ӑс-пуҫна ҫухатса ан пӗтер!

Ерофей Кузьмич тӗлӗннипе хытсах кайрӗ.

— Эсӗ-и ку… тӑхта, мӗн пирки капла?

— Ҫухатса пӗтерсен, — тесе хучӗ Андрей, — иккӗмӗш хут пухасси кая пулать. Кун пек вӑхӑтра вӑл — ҫухатса пӗтерме питӗ ҫӑмӑл.

— Э-э, ав мӗн пирки! — Ерофей Кузьмич тӑчӗ, сарлака сухалне кӑкӑрӗ ҫумне хӗсрӗ. — Халь ӗнтӗ куратӑп: ӳссе ҫитнӗ эс! Каях эппин!

Андрейӑн ҫак сехетре тӑванӗсемпе пӗрле ҫав тери лӑпкӑн ларас килетчӗ. Анчах ҫемьери килӗшӳ пӑсӑлса кайрӗ. Халь ӗнтӗ Лопуховсен килӗнче лайӑх мар, чуна тӑвӑр пек. «Сӗрӗм тивнӗ пек, — шухӑшларӗ Андрей. — Чӗрене хӗсет те хӗсет!» Чунӗ тӑвӑрланса килнипе вӑл, шинельне уртса, тулалла тухрӗ. Ашшӗпе халиччен кун пек хытӑ калаҫманччӗ вӑл, пӗрремӗш хут пулчӗ ку, ун пек калаҫас мар тенӗ ҫӗртенех, ирӗксӗрех пулса тухрӗ. Ҫитменни ҫине тата, юри тенӗ пекех, шӑп уйрӑлнӑ сехетре пулса тухрӗ. Ҫакна пула Андрейӑн чӗри ыратать.

Карташӗнче ӗнтӗ юратнӑ хурӑнсем кӑштӑртатса ҫулҫисене тӑкаҫҫӗ. Сарайӗнче, ҫуначӗсене ҫапса, автан авӑтса ячӗ. Ҫамрӑк хуҫине курсан, амбар умӗнче выртакан хура йытӑ тӑчӗ те, ҫурӑмне кукӑртса, шӑлӗсене шат тутарса, карӑнкаласа илчӗ. Хӑйӗн юлташӗсене команда панӑ пек, чӗрик! тутарса, сарайӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тухрӗ. Карташӗнче пурте яланхи пекех, ача чухнехи пек, нимӗн те улшӑнман.

Хура йыттине ачашларӗ те Андрей, сивӗ тӑпра ҫине ҫемҫен кӑна пусса, карташӗпе утса кайрӗ, тӑм ӳкнипе нӳрелнӗ пахча алӑкне уҫрӗ. Унӑн пӗччен пулас килчӗ. Сарай хыҫнелле кайса вӑл, хулпуҫҫийӗпе тата пӗҫерекен питҫӑмартийӗпе сарай стени ҫумне сӗвӗнсе тӑчӗ.

Виҫӗ уйӑх маларах Андрей килтен, ҫемьерен уйрӑлса каяс йывӑрлӑха пӗрремӗш хут тӳссе ирттернӗччӗ. Анчах ун чухне вӑл хӗвеланӑҫнелле, вӑрҫа хирӗҫ кайнӑ. Килтисемшӗн, вӗсем ҫав тери инҫете тӑрса юлнӑ пулин те, хӑрушлӑх таврашӗ пулман. Халь ун вӗсене тӑшман аллине хӑварса, хӗвелтухӑҫнелле каймалла. Мӗн курӗҫ-ши вӗсем? Мӗн курӗ-ши Марийка? Андрее иккӗмӗш хут килтен тухса кайма хӑрушӑ пек туйӑнчӗ, унӑн каллех чӗри ыратса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех