Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсенче (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки вӑрҫӑран таврӑнсан, вӑл хӑйне хӑех вӑрман сыхлавҫи туса хучӗ те, хӑлтӑр-халтӑр пӑшалне тупса, вӑрӑсем пач кӗтмен вӑхӑтсенче вӑрмана кайма тытӑнчӗ, сӗм-тӗттӗм ҫӗрсенче, шӑп ҫур ҫӗрте, шартлама сивӗре, кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑманра е витререн янӑ пек ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра — ырӑ хуҫа йыттине килтен кӑларман ҫанталӑкра тухать вӑл вӑрмана.

Вернувшись с последней войны, он вскоре самозванно нарек себя полесовным, обзавелся ружьишком и стал выходить в лес в самое неожиданное для похитителей время: в глухую полночь, в лютую стужу, в жуткую метель или в проливной дождь — тогда, когда хороший хозяин собаку во двор не выгонит из дому.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хӑш-пӗр айвансем, ӗлӗк-авалхи вӑхӑтсенче пӗр ҫакӑн пек утнине курсан та ухмаха тухнӑ ҫав!

Уже далекие времена — от одной этой походки с ума сходили.

XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

(Николай Артемьевич арӑмне яланах эсир, тесе чӗнет, хӗрне вара — никам кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ вӑхӑтсенче кӑна.)

(Николай Артемьевич всегда говорил жене вы , дочери — в экстраординарных случаях.)

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫав вӑхӑтра, юри тенӗ пекех, хӑна йышӑнмалли пӳлӗмре Анна Васильевна хӑни пулчӗ; ку вӑл Стаховсемпе юнашар пурӑнакан протопоп арӑмӗ, ҫав тери лайӑх та хисеплӗ хӗрарӑм, анчах темле чаплӑ генерал ҫемйи час-часах иртсе ҫӳрекен ҫул хӗрринчи пӗвере чи шӑрӑх вӑхӑтсенче шыва кӗнӗшӗн полиципе урлӑ-пирлӗ пулкаласа пӗтнӗ.

Как нарочно, о ту пору в гостиной Анны Васильевны сидела гостья, соседка протопопица, очень хорошая и почтенная женщина, но имевшая маленькую неприятность с полицией за то, что вздумала в самый припек жара выкупаться в пруду, близ дороги, по которой часто проезжало какое-то важное генеральское семейство.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Увар Иванович табак тӗслӗ шалпар сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, мӑйне шурӑ тутӑр ҫыхать, час-час тата нумай ӗҫсе ҫиет, аптраса ӳкнӗ йывӑр вӑхӑтсенче, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн мӗнле те пулин шухӑшне каласа пӗлтересси килсен, вӑл кашнинчех сылтӑм аллинчи пӳрнисене — малтан пуҫ пӳрнинчен пуҫласа кача пӳрни патне ҫити, унтан кача пӳрнинчен пуҫласа пуҫ пӳрни патне ҫити, — хӑвӑрттӑн сывлӑшра ҫавӑркаласа илет те аран-аран: «кирлӗччӗ… мӗнле те пулсан… ара…» тесе мӑкӑртатать.

Увар Иванович носил просторный сюртук табачного цвета и белый платок на шее, ел часто и много, и только в затруднительных случаях, то есть всякий раз, когда ему приходилось выразить какое-либо мнение, судорожно двигал пальцами правой руки по воздуху, сперва от большого пальца к мизинцу, потом от мизинца к большому пальцу, с трудом приговаривая: «Надо бы… как-нибудь» того…»

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫавнашкал вӑхӑтсенче вӑл хӑйпе хӑй калаҫать, иртнӗ куншӑн отчет тӑвать.

Она беседовала сама с собою в это время, отдавала себе отчет в протекшем дне.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫарти пурнӑҫ пуҫлансан, малтанхи вӑхӑтсенче Саша пуринчен те нумайрах гауптвахтӑна ҫакланатчӗ, черетсӗр нарядсем те ыттисенчен ытларах илетчӗ.

В первый год нашей службы в армии Саша больше всех отсидел на «губе» и наряды вне очереди получал чаще других.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсене эпӗ коридор тӑрӑх ҫӳренӗ вӑхӑтра, сурансене салтса ҫыхмалли пӳлӗмре е ӗҫсӗр сулланиччен сестрасене температура графикӗпе дежурство графикӗ тума пулӑшнӑ вӑхӑтсенче ҫеҫ куркалатӑп…

Только во время кратких прогулок по коридору да в перевязочной или же когда, окончательно угнетенный бездельем, помогал сестрам чертить температурные графики и графики дежурств.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Саша пирӗн кӑштах философ, шухӑшласа калаҫма юратать, кун пек вӑхӑтсенче эп ӑна нихҫан та пӳлместӗп: — Ҫапла пуль, ҫапла пуль… — текелесе ҫеҫ ирттерсе яратӑп.

Саша был философом, любил порассуждать, и в такие минуты я не решался ему перечить: — Наверно… так…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Историчченхи вӑхӑтсенче Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсем ларакан ҫурҫӗр енчи вырӑнта шӑп варринче ҫӗр пичӗ хускалнӑ та, тӑрӑшшӗпе ҫирӗм пилӗк миль, сарлакӑшпе ҫирӗм миль пӗр тӗпсӗр авӑр пулса тӑнӑ.

В доисторические времена сдвиг земной коры в центре северного острова Новозеландской группы образовал бездонную пропасть длиной в двадцать пять и шириной в двадцать миль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав сӑртсен тӑрнашкисене тӗтре хупласа тӑрать, аякран пӑхсан вӗсем историчченхи вӑхӑтсенче ӑнсӑртран чулланнӑ чӗрчунсем пек курӑнаҫҫӗ.

Эти горы, вершины которых были окутаны туманной дымкой, издали производили впечатление каких-то доисторических животных, застигнутых внезапным окаменением.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку вӑхӑтсенче йӑхсен хушшинчи хирӗҫӳсем тата та ытларах юнлӑ ҫапӑҫусене тухса пынӑ, мӗншӗн тесен туземецсем Европӑри хӗҫпӑшалсене алла илнӗ, вӗсене питӗ ҫӑмӑл тыткалама вӗреннӗ.

К этому времени сражения между племенами стали более кровопролитными, так как туземцы овладели европейским оружием и научились пользоваться им с замечательной ловкостью.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паллах, хӑш-пӗр вӑхӑтсенче пӗр айӑпсӑр европеецсем ҫине туземецсем пирвайласа хӑйсем тапӑнни те пулкаланӑ.

Конечно, бывали отдельные случаи, когда туземцы первыми нападали на ни в чём не повинных европейцев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малтанхи вӑхӑтсенче Сюрвиль туземецсем ҫине те ӳпкелешмен.

На первых порах ему не пришлось жаловаться на туземцев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑмах та ҫук, унчченхи вӑхӑтсенче пулсан географ, хӑй панӑ сӗнӗве ҫирӗплетес тесе, ҫакӑн ҫинчен астутармасӑр хӑварман та пулӗччӗ: ҫакӑ Ҫӗнӗ Зеландин ҫыран хӗррине ҫӑп-ҫӑмӑлах тӗрӗслесе ҫӳреме май паратчӗ.

Несомненно, географ в прежнее время не преминул бы использовать это обстоятельство в качестве довода в пользу своего предложения: это позволяло без труда исследовать берега Новой Зеландии.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫил улать, тӑманпа хупланнӑ ҫӗрлехи вӑхӑтсенче комсомолӑн иккӗмӗш сыпӑкӗнчи отрячӗ электричество хунарӗсем ҫуттипе гигантла корпус ҫивиттисене кантӑклать, тӗнчипе паллӑ комбината юрпа сивӗрен хӑтарать.

Воет ветер, а в ночи, занесенный пургой, отряд из второго поколения комсомольцев в пожаре дуговых фонарей стеклит крыши гигантских корпусов, спасая от снега и холода первые цехи мирового комбината.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ытти вӑхӑтсенче амӑшӗ те ӑна, апат ҫитерес пулсан та, наушниксене аран-аран хӑлхи ҫинчен илтерет.

В остальное время мать с трудом отбирала у него наушники, чтобы покормить его.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сарайӗнче вӑл мастерской тунӑ пулнӑ, нушӑ вӑхӑтсенче унта ӗҫлекелесе укҫа тупкаланӑ.

В свободные часы подрабатывал, устроив мастерскую в сарае.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ хама хам шанатӑп, ҫитес вӑхӑтсенче мӗнле те пулсан йӑнӑш тӑвӑп, тетӗп, вара сирӗн нумайччен ҫавӑн пирки кулса ҫӳремелле пулать.

Надеюсь, что в ближайшее время я совершу какой-нибудь промах, над которым вы долго будете потешаться.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Курӑнсах тӑрать, малтанхи вӑхӑтсенче акӑлчансем кунти ҫынсене массӑлӑн вӗлерсе пӗтернине колонизаци ӗҫӗн тӗрӗс майӗсем тесе шутланӑ.

Англичане, как видно, на первых порах считали массовые убийства туземцев вернейшим приёмом колонизации.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех