Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ват вӑкӑрӗ» вара ывӑлне ҫӳҫ май шӑлма кӑна пӗлет, вӑл та хӑйсен ҫемйинче тытасшӑн мар мана.А «старый скот» только и знает, что потакать сыну, и тоже против меня.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Виҫӗ пар ӗҫ вӑкӑрӗ усраҫҫӗ, икӗ тарҫӑ тытаҫҫӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лао-цзы сӑмах хушма та ӗлкӗреймерӗ, тӑватӑ полицейски мала сиксе тухрӗҫ, ӑна кӑпӑр-капӑр ярса тытрӗҫ те вӑкӑрӗ ҫине ҫӗклесе лартрӗҫ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Ҫав вӑхӑтра пӑхса ҫӳрекен Лао-цзы вӑкӑрӗ ҫинчи йӗнере ҫавӑрса хучӗ, йӗнерӗнчи шӑтӑка тӗртсе кӑларчӗ, унта пӳрнине чиксе пӑхрӗ те, тутине ҫыртса, шарламасӑр пӑрӑнса утрӗ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Лао-цзы вӑкӑрӗ ҫинчен анчӗ, куҫне хӗссе, чиновник ҫине пӑхса илчӗ те уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртатрӗ:Лао-цзы поспешно слез с вола, прищурился, вгляделся и наконец забормотал:
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
«Сӑтӑрҫӑ пулас пулсан, ҫакӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлемен пулӗччӗ, ҫитменнипе тата, хӑйӑр сапнине пула унӑн хӑйӗн те икӗ вӑкӑрӗ инкек курнӑ, — тесе шухӑшларӗ Давыдов. — Ҫук, Островнов — чӗрипе те, чунӗпе те пире парӑннӑ колхозник, ҫавӑнпа та хӑйӑрпа пулса иртнӗ ӗҫ вӑл — чуна пӑшӑрхантаракан ахаль йӑнӑш кӑна, факт!»
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑкӑрӗ ҫине пӑхса тӑнӑ хушӑра Кондрат сасартӑк хайӗн пырне темле чӑмӑркка касса ыраттарнине, куҫӗ йӳҫӗтсе килнине туйса илчӗ.Кондрат, глядя на быка, вдруг почувствовал острый комок в горле, резь в глазах.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑватӑ ҫул хушши эпир иксӗмӗр казакӗ вӑкӑрӗшӗн, вӑкӑрӗ казакӗшӗн ӗҫлерӗмӗр…
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нумай пулмасть туса пӗтернӗ пысӑк сарай пӳлӗмӗсенче чӑххи-чӗппи, хур-кӑвакалӗ, сурӑхӗсем, пилӗк ӗнипе ултӑ пӑрушӗ, пӗр пысӑк вӑкӑрӗ хӑйсен вырӑнӗсене тупнӑ.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
5. Ҫавӑн чухне вӗсене каланӑ: сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ пусса кайсан, вӑл ӑна, шӑматкун пулсан та, ҫийӗнчех туртса кӑлармӗ-и? тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ вара Иовӑн юлашки кунҫулне унчченхинчен те ытларах пилленӗ: унӑн ӗнтӗ вунтӑватӑ пин пуҫ вак выльӑх, ултӑ пин пуҫ тӗве, пин мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пин пуҫ ама ашак пулнӑ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хир вӑкӑрӗ сана пӑхӑнса тӑрӗ-и, санӑн сырӑшу умӗнче ҫӗр каҫӗ-и?9. Захочет ли единорог служить тебе и переночует ли у яслей твоих?
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен вӑкӑрӗ ахаль йӑхмасть, вӑрлӑхне ахаль юхтармасть, вӗсен ӗни ахаль ертмест, вӑхӑтсӑр пӑруламасть.10. Вол их оплодотворяет и не извергает, корова их зачинает и не выкидывает.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫичӗ пин пуҫ вак выльӑх, виҫӗ пин пуҫ тӗве, пилӗкҫӗр мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пилӗкҫӗр пуҫ ама ашак тата темӗн чухлӗ тарҫӑ-тӗрҫӗ — ҫакӑ унӑн пурлӑхӗ пулнӑ; вӑл Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: ӗҫ вӑкӑрӗ ҫитмӗл тата ҫитмӗл сурӑх, икҫӗр путек — ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире ҫиме юрӑхлӑ выльӑх ҫакӑ: вӑкӑр, сурӑх, качака, 5. пӑланпа хир качаки, хир ӗнипе айпӑлан, хир вӑкӑрӗ, орикс, камелопард.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эхер те камӑн та пулин вӑкӑрӗ кӳрши вӑкӑрне вӗлермеллех сӗксе пӑрахсассӑн, чӗрӗ вӑкӑрне сутчӑр та унӑн хакне ҫурмалла уйӑрччӑр; вӗлернине те ҫурмалла уйӑрччӑр; 36. анчах вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшни паллӑ пулнӑ пулсассӑн, унӑн хуҫи [ҫавна илтсе те] ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑл вӑкӑршӑн вӑкӑр тӳлеме тивӗҫлӗ, вилнӗ вӑкӑрӗ вара хӑйне пулӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар; 29. эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла; 30. вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.