Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑкӑрӗ (тĕпĕ: вӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхоз вӑкӑрӗ, план пек пысӑк та шурӑ тӗслӗскер, ҫурӑмӗпе аякӗсем ҫинче пӑч-пӑч хура тӗрӗллӗскер, тӑпрана урисемпе чавса, темӗнле хӑрушшӑн ӗнерлесе мӗкӗрет, шыва ниепле те кӗресшӗн мар, хӑй патне никама та ямасть.

Огромный колхозный бык белой масти, с черными подпалинами на боках и на спине хрипел, рыл ногами землю и ни за что не хотел идти в воду, не подпуская к себе погонщиков.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫапӑннӑ вӑкӑрӗ тискеррӗн мӗкӗрсе кайса ӳкрӗ.

А бык взревел по-звериному и рухнул на землю.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Улпут вӑкӑрӗ чакса-чакса пычӗ те вара вӑйе ҫитнӗ таран талпанса сӗкӗшме сиксе ҫитрӗ.

Как отступил назад да как разбежался — и со всего маху рогами в зеркало!..

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Картишӗнчи витинче улпутӑн пӑлан пек пысӑк хӗрлӗ вӑкӑрӗ пурччӗ.

А в конюшне у него был красный, что твоя калина, бык.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Кантюк вӑкӑрӗ татаймасть, — ҫаплах тӑпсине мухтарӗ Элентей.

— Да их Кандюкову быку не сорвать! — продолжал нахваливать свои петли Элендей.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Пуснӑ вӑкӑрӗ, тирне сӳсе илсен, хӑвӑра пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра пӗр вӑкӑрӗ: Му-у! тесе мӗкӗрсе ячӗ те машинист вара, хӑйсене пысӑк пӑравус хӑваласа ҫитрӗ терӗ пулас, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

А тут как один бык рявкнул: му-у!.. даже машинист обернулся и, наверное, подумал, что это его большой паровоз нагоняет.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑнӑ Берендей патне пычӗ те, вӑкӑрӗ ун пиншакӗн кӗсйи тӗлне сӑмсине тӗкрӗ, кӗсйинче ҫӑкӑр чӗлли курӑнать.

Он подошел к поднявшемуся с земли Берендею, и тот потянулся губами к карману его пиджака, из которого торчал кусок хлеба.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Ӑна пула колхозӑн чаплӑ вӑкӑрӗ кӑкарса хунӑ ҫӗртен вӗҫерӗнсе кайрӗ.

Из-за него сорвался с привязи племенной колхозный бык.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Урмӑш та тытӑнчӑклӑ сасӑпа хутор вӑкӑрӗ мӗкӗрет.

Хрипло и прерывисто ревел хуторской бугай.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑй вара колхоз вӑкӑрӗ пек тӗреклӗ.

Хоть и здоров, как бугай артельный!..

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑкӑрӗ казакшӑн, казак вӑкӑршӑн асапланать, — пӗтӗм ӗмӗре ҫапла тӗрмешкелесе ирттерсе яратпӑр…

Бык на казака, а казак на быка, — так всю жисть и крутимся…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑкӑрӗ лӑпкӑ, мӗн унтан хӑрамалли…

— Подручный бык смирный, чего ж его бояться…

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑкӑрӗ, ним татти-сыпписӗр мӗкӗрсе, картишӗнче ҫаврӑнать.

Красный, на талой белени снежища, колесил тот по двору, изрыгая прорвавшийся безостановочный рев.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗ, картлашкаллӑ ӑмрине ҫӗр ҫумнелле пӗкӗртсе, Митькӑна юр тӑрӑх сӗтӗрсе, нӑк уснӑ пуҫне пӑркалать, урипе кукалесе таҫта ҫитех юр сирпӗтсе, пӑра пек пӗтӗрсе хунӑ хӳри тавра кӗмӗл тусан вӗҫтерет.

Тот, пригибая к земле морщинистый подгрудок, волоча его по снегу, крутил низко опущенной головой, далеко назад кидал ногою снег, рассевая вокруг спиралью скрученного хвоста серебряную пыль.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхине Мирон Григорьевичӑн ӑратлӑ вӑкӑрӗ, Гетька астӑвайманнине пула, чи лайӑх кӗсрене мӑйракипе сӗксе мӑйне ҫурса пӑрахнӑ.

Утром, по недогляду Гетька, племенной бугай Мирона Григорьевича распорол рогом лучшей кобылице-матке шею.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну-и шыв вӑкӑрӗ! — темиҫе хутчен те пӑшӑлтатса илчӗ Пантелей Прокофьевич, шӳтернӗ пӗрчӗне аллинчи вӑлта йӗппи ҫине ниепле те лектереймесӗр.

— Ну и бугай! — пришептывал Пантелей Прокофьевич, не попадая жалом крючка в насадку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чжуан Му-сань, «ват вӑкӑрпа» «ҫамрӑк вӑкӑрӗ», пӗрне-пӗри хисеплӗн пуҫ тайса, алӑк патнелле утрӗҫ.

Чжуан My Третий, «старый скот» и «молодой скот» попятились к выходу, почтительно кланяясь.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Пӑсара автана пӑвса пӑрахнӑ тата кӗсен-ҫӑпанлӑ йытӑ картана кӗрсе чӑхха пӑтратса панине ҫисе янӑ ҫулхине «ҫамрӑк вӑкӑрӗ» ниме пӗлмесӗрех мана ҫупкӑ пачӗ…

В том году хорек загрыз петуха! Это паршивая собака открыла дверцу, чтобы сожрать месиво для кур, а «молодой скот», не отличив белого от черного, отвесил мне пощечину…

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Унта кам пуррине вӑрттӑн пӑхса илчӗ те вӑл ҫав йышра «ватӑ вӑкӑрпа» «ҫамрӑк вӑкӑрӗ» те ҫуккине курса ӗненчӗ.

Ай-гу лишь скользнула по ним взглядом, но не заметила ни «старого скота», ни «молодого скота».

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех