Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ хӑвӑн вырӑну ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тӗлӗкӳнте ҫакна тӗлленнӗ: 29. патшам, эсӗ: ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулӗ-ши? тесе шутласа выртнӑ — Вӑрттӑнлӑха Уҫаканӗ вара мӗн пулассине кӑтартнӑ сана.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Санӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Сана чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чаплӑ патша пуканӗ ҫинче лараканран пуҫласа ҫӗр ҫумӗнчен, тӑпра ӑшӗнчен хӑпайман ҫын таранччен, 4. хӗрхӗлтӗм тум тумланса, пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳрекенрен пуҫласа шӑлапир тумпа ҫӳрекен таранччен — 5. пурте вӗчӗхеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, вилӗмрен сехӗрленеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ вырӑнӗ ҫинче те вӗсен ӑсне тӗлӗк аташтарать.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫилле вӑл ӳт вӑйӗпе, кӑралпа ҫӗнтермен, хаса паракана сӑмахпа, аттемӗрсене тупа тунине, вӗсемпе халал хывнине аса илтерсе парӑнтарнӑ: 23. ӗнтӗ вилнисем пӗрин ҫинче тепӗри купаланса выртнӑ чухне вӑл, варрине тӑрса, ҫилле чарса лартнӑ, чӗррисем патне пыракан ҫула пӳлсе хунӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурипе хуҫине пӗр сутпах айӑпланӑ, ахаль ҫын та патша тӳснинех тӳснӗ: 12. кашни килте виле выртнӑ, пӗр вилӗмпех вилнисен имӗ-сумӗ те пулман; виле пытармашкӑн чӗрӗ ҫын та ҫитмен, ӗнтӗ вӗсен хаклӑран та хаклӑ ӑрӑвӗ пӗр самантрах тӗп пулнӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав каҫхине — чӑннипе те тӳсмелле мар, чӑтмалла мар тамӑк тӗпӗнчен тухнӑ каҫхине — вӗсем яланхи пекех ҫывӑрма выртнӑ, 14. анчах вӗсене е тискер ӗмӗлкесем шуйхатса ӳкернӗ, е вӗсем чунӗ хавшанипе халсӑрланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен хӑратса пӑрахнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха?11. Также, если лежат двое, то тепло им; а одному как согреться?
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сӑваплисем мухтава тухчӑр, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче савӑнччӑр.5. Да торжествуют святые во славе, да радуются на ложах своих.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39-40. Арӑслансем хӑйсен шӑтӑкӗнче выртнӑ чухне е хӳтӗре пытанса сыхласа тӑнӑ чухне арӑслан амийӗн тупӑшне эсӗ тытса паратӑн-и, ҫурисене эсӗ тӑрантаратӑн-и?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37-38. Пӗлӗтсене хӑй ӑсӗпе кам пайӑн-пайӑн шутласа илӗ, тусан пылчӑк пулса выртнӑ чухне, ҫӗр катрамӗсем ҫыпӑҫӑнса ларнӑ чухне ҫумӑр витрине кам тытса тӑрайӗ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫывӑрма выртнӑ чухне: «хӑҫан тӑрӑп-ши?» тетӗп; ҫӗрӗ вӑрӑм — тул ҫутӑличчен енчен енне ҫаврӑнкаласа хӑшкӑлатӑп.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫынна ыйхӑра курӑнакан тӗлӗксем ҫинчен шухӑшласа выртнӑ хушӑра 14. сасартӑк эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтренчӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӗ эпӗ ҫӗр айӗнче выртнӑ пулӑттӑм; канлӗн ҫывӑрнӑ пулӑттӑм, 14. пушхирсене хӑйсем валли хула лартса тултарнӑ патшасемпе, вӗсене канаш парса тӑнӑ ҫынсемпе 15. е килӗ-ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗл тултарнӑ улпутсемпе пӗрле выртма мана канӑҫлӑ пулатчӗ; 16. е, вӑхӑтсӑр ҫуратса пытарнӑ ача пек, кун ҫути курман ача пек, эпӗ пулман та, пурӑнман та пулӑттӑм.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Олоферн ылтӑнпа, изумрудпа тата ытти хаклӑ чулсемпе эрешленӗ хӗрхӗлтӗм чаршав хыҫӗнчи вырӑн ҫинче канса выртнӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун упӑшки Манассия, — вӑл арӑмӗпе пӗр йӑхран, пӗр ӑруран пулнӑ, — урпа вырнӑ чухне вилнӗ; 3. хирте, кӗлте ҫыхакансем патӗнче тӑнӑ чухне, ӑна хӗвел анӑратнӑ, вӑл кайран вырӑнпах выртнӑ та хӑйӗн хулинче Ветилуяра вилнӗ; ӑна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшӗсемпе юнашар, пытарнӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна каласанах, вырӑнӗ ҫинче выртнӑ ҫӗртех Товитӑн чунӗ тухнӑ; вӑл ҫӗр аллӑ сакӑр ҫулта пулнӑ, ывӑлӗ вара ӑна чыслӑн тирпейлесе пытарнӑ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57-58. Вара вӗсем перссем хуҫа пулса тӑричченех, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличченех, Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ; хӑйӗн шӑмат ҫулӗсене уявлама пӑрахнӑ ҫӗр вара ҫав юхӑнӑҫ вӑхӑтӗнче ҫитмӗл ҫул канса выртнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн шӑмат ҫулӗсене уявлама пӑрахнӑ ҫӗр вара ҫав юхӑнӑҫ кунӗсенче ҫитмӗл ҫул канса выртнӑ.Во все дни запустения она субботствовала до исполнения семидесяти лет.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Халӑх нумай пуҫтарӑннӑ, вара мӗнпур ҫӑл-пӗве таврашне тата ҫӗршыв урлӑ юхса выртнӑ юхӑма тӑпра сапса хупланӑ та каланӑ: кунта килсессӗн Ассири патшисем шыв ан тупайччӑр, [ан ҫирӗпленейччӗр], тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.